Кун йĕркинче — промышленноç аталанăвĕ
27 Jan, 2017

Раççей промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров паян Шупашкарта хăй ертсе пыракан министерствăн Промышленноç енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвне ирттерчĕ. Ку хутĕнче ăна çĕршывăн апат-çимĕç машиностроенийĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене халалларĕç. Ларăва Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çĕршыври регионсен профиль министрĕсем хутшăнчĕç.

Денис Мантуров хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх — пĕлтĕр Раççейри промышленноç производствин индексĕ 1,1% хушăннă. Çакăнта патшалăх отрасле пулăшнин витĕмĕ куçкĕрет. Ку енĕпе регионсен пуçарулăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл Чăваш Ене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ: "Регионсен промышленноç фончĕсене туса хурас енĕпе пирĕн халь чемпион та пур. Чăваш Ен темиçе кун каялла хăйĕн Промышленноç аталанăвĕн фондне 1,5 миллиард тенкĕ хывма йышăннă. Ытти регион та аталанăвăн çакнашкал институчĕсене туса хурасса шанатпăр".

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен промышленноçĕн аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Мăнаçланмалли çук мар. Республика импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçлет, чикĕ леш енне те чылай продукци ăсатать.

Ларура апат-çимĕç машиностроенине патшалăх енчен пулăшмалли мерăсене сÿтсе яврĕç. Хальлĕхе ку сферăра импорт тÿпи пысăк. Пулăшу мерисем çав тÿпене чакарса пыма пулăшмалла. Тĕплĕнрен — "Хыпарăн" çитес ытларикунхи номерĕнче.

Н.КОНОВАЛОВ

Комментари хушас