Кун пекки тата хăçан пулĕ?

25 Чÿк, 2016

Паянхи кун Чăваш Ен музыка искусствине ентешĕмĕр, СССР халăх артисчĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ чăннипех илем кĕртет. Кăçалхипе 27-мĕш хут иртет вăл. Мĕнпе асра юлĕ черетлĕ фестиваль?

Унăн пĕрремĕш кунĕ Шупашкар çыннисемпе хăнисене савăнăçлă кăмăл парнелерĕ. Чи малтанах Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев салам сăмахĕ каларĕ. Музыка уявĕн йĕркелÿçисене Максим Михайловăн пултарулăхне хисепленĕшĕн, ятне асра тытнăшăн тав турĕ. "Ентешĕмĕр тăван Чăваш Ене мухтава кăларчĕ. Çамрăк ăрăва пирĕн унăн тĕслĕхĕпе, кăмăл-сипет пахалăхĕсене тĕпе хурса, искусствăпа çывăхлатса ÿстермелле", — терĕ. Михаил Васильевич Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне музыка инструменчĕсем туянма 3955000 тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ. Çитес çулхи çу уйăхĕнче театрăн симфони оркестрне йĕркеленĕренпе 85 çул çитет. Çак ятпа пулчĕ ĕнтĕ сумлă парне. Оркестр — фестивалĕн тĕп шăнăрĕ. Хальхи вăхăтра музыка инструменчĕсен 70 проценчĕ кивелнĕ, çавăнпа çак нухрат çĕнĕ хатĕрсем туянма питĕ вăхăтлă пулчĕ. Театрăн пултарулăх ертÿçи Ольга Нестерова Михаил Игнатьева чун-чĕререн тав турĕ. "Эсир пулăшнипе пултарулăх коллективĕсем çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртеççĕ, фестивальсем йĕркелеççĕ, премьерăсем кăлараççĕ, гастроле тухса çÿреççĕ. Пирĕн ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ", — терĕ Ольга Сетнеровна.

Унсăр пуçне Михаил Игнатьев музыка искусствине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш патшалăх музыка театрĕн солисткине, Чăваш халăх, Раççей тава тивĕçлĕ артисткине Валентина Геворкяна /Смирновăна/ "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе наградăларĕ. Республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете СССР артисчĕ Владислав Пьявко тивĕçрĕ.

26-мĕш опера фестивальне Дж.Вердин "Отелло" опери уçрĕ. Тĕп партисене хăнасем — Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Август Амонов /Мариинка театрĕ, Питĕр/, Елена Дементьева /Екатеринбургри академи оперăпа балет театрĕ/, Александр Краснов /Мариинка, Питĕр/ — юрларĕç.

Шăматкун сцена çинче Жорж Бизен "Карменĕ" хуçаланĕ.

Вырсарникун Э.Сапаев ячĕллĕ Мари патшалăх оперăпа балет театрĕ Сергей Прокофьевăн "Любовь к трем апельсинам" оперипе тĕлĕнтерĕ.

Надежда СМИРНОВА

 

Рубрика: