Кун-çула вăрăмлатма

Раштавăн 9-мĕшĕнче Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вĕренÿпе спорт комплексĕ чăн-чăн уяв лапамне çаврăнчĕ. Кунта аслă шкулăн кашни факультетĕнчен 30-шар студент, пурĕ 500-е яхăн хĕрпе каччă, "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" /ГТО/ нормативĕсене пурнăçлас тĕллевпе ăмăртăва хутшăнчĕç.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан, физкультурăпа туслă яш-кĕрĕм сывлăхне тĕреклетет, кĕ-леткипе чун-чĕрине пиçĕхтерет кăна мар, вăл пур енлĕ аталаннă, патриотлăх туйăмне ăша хывса пурăнакан çын пулса тăрать. Унашкаллисем Раççее хÿтĕлеме яланах хатĕрри пĕртте иккĕлентермест. Çак шухăша университет ректорĕ Андрей Александров та палăртрĕ.

Мероприятие савăнăçлă ла-ру-тăрура уçма паллă ентеш-спортсменсем, чылай сумлă хăна килсе çитрĕ. Вĕсен йышĕнче - РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова. Вăл яшсемпе хĕрсене комплексăн нормине тултарса ылтăн паллă илме ăнăçу сунчĕ. «Шантарсах калатăп: эпĕ те сирĕнтен тĕслĕх илсе ГТО нормине хÿтĕлетĕпех. Шел те, паян эсир епле ăмăртнине пăхаймăп. Сăн ÿкерчĕксене Интернета вырнаçтарсан вĕсене курма вăхăт тупатăпах», - терĕ Алена Игоревна.

Юрă-ташă çаврăмĕ хыççăн ăмăртусем пуçланчĕç. Каччăсем турникрен уртăнчĕç, 1 пăт таякан кире пуканне сулласа çĕклерĕç. Яшĕсем те, хĕрĕсем те гимнастика сакĕ çинче пĕшкĕнсе хăнăхтарусем турĕç, пневматика винтовкинчен печĕç. Хĕрсем валли çакнашал тĕрĕслевсем те пулчĕç: алă вăйĕпе ÿт-пĕве урайĕнчен çĕклесси, çурăм çине выртса кĕлеткене йăтасси.

ГТО комплексне кашни çыннăн, халăхăн, пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе йышăннă. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май спортпа туслашакансем йышланасса шанаççĕ. Çавна май çынсем хăйсене лайăхрах туйма тытăнĕç, ĕмĕр тăршшĕ вăрăмланĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Алина ИЗМАН."Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.