Кун-çула малалла мĕнле йĕркелемелле/

8 Раштав, 2015

Çак ыйтăва Шупашкар хулинче вăхăтлăх пурăнмашкăн вырнаçтарнă пунктсенчи граждансен вăраха ямасăр татса памалла

Çар хирĕç-тăрăвне пула 2014 çулта хăйсем çуралнă вырăнтан вăхăтлăх тухса кайма тивнĕ Украина гражданĕсене Раççейĕн пулăшу сĕнекен малтанхи регионĕсен йышĕнче Чăваш Ен те пулчĕ. Чылайăшĕ пирĕн республикăра пурăнакан тăванĕ патне килчĕ, теприсене МЧС транспорчĕ илсе çитерчĕ, виççĕмĕшĕсене - Хĕрлĕ Хĕрес обществи. Пурне те медицина пулăшăвĕпе, кĕпе-тумтирпе, апатланупа тивĕçтернĕ, ĕçе вырнаçма пулăшнă, ачасем валли шкул умĕнхи учрежденисенче, вĕренÿ заведенийĕсенче вырăн уйăрса панă.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче Украинăн 1356 гражданинĕ пурăнать, вĕсенчен 816-шĕ - вăйпитти ÿсĕмрисем. Вăхăтлăх вырнаçтарнă пунктсенче кăçалхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче 59 çын пурăннă: «Юрма» агрохолдингăн профилактори çуртĕнче - 34, «Чăваш Ен курорт» санаторире - 25 /вĕсенчен 34-шĕ - ĕçлеме пултараслăх ÿсĕмĕнче/.

Республика Правительстви Украинăн пирĕн хутлăхра вăхăтлăх хÿтлĕх тупнă çыннисене пулăшас тĕллевпе 2014 çултах «хĕрÿ лини» ĕçне йĕркеленĕ. Паян кунччен унта 530 ыйту çитнĕ: вĕсем вăхăтлăх вырнаçтарассипе, ĕç тупса парассипе, ачасене вĕренÿ учрежденине йышăнассипе, япалапа, апат-çимĕçпе тата ытти енĕпе пулăшассипе çыхăннă. Куçса килнисене консультаци те панă, Чăваш Енри халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центрсен специалисчĕсем çемьесен пурнăçпа йăла условийĕсене вĕсем вăхăтлăх тĕпленнĕ вырăна тухса тĕрĕсленĕ.

Украина гражданĕсен вăхăтлăх пункчĕсенчи социаллă тата йăла ыйтăвĕсене татса памашкăн 2015 çул пуçланнăранпа федераци хыснинчен 20869,6 пин тенкĕ /çав шутра 2014 çулхи тăкаксемшĕн - 10476,8 пин/ бюджетсен хушшинчи трансферт килсе çитнĕ. Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви Украина çыннисене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ: тăтăшах мониторингсем йĕркеленĕ, вăхăтлăх пунктсенче пурăнакансене ĕçлевпе çыхăннă информацие пĕлтерсех тăнă.

Украина гражданĕсем валли ятарласа уçнă вакансисен банкĕнче хальхи вăхăтра 326 ĕç вырăнĕ тата служащи должноçĕ /çав шутра 47-шĕ тĕлĕшпе общежитире пурăнмашкăн вырăн сĕнеççĕ/ ирĕклĕ. Вакансисене республикăри 42 организаци 77 професси тăрăх вырăнсем пуррине пĕлтерчĕ.

Куçса килнисенчен чылайăшĕ сĕнÿпе усă курнă: 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне - 664 çынна е вăйпитти ÿсĕмрисен 81,4 процентне /çав шутра паянхи кунчченех вăхăтлăх пунктра пурăнакансем - 27-ĕн е 79,4 процент/ ĕç тупса панă. Темиçе çемье Раççейĕн ытти регионĕнчи тăванĕсем патне куçса кайнă, хăшĕ-пĕри çуралнă вырăна таврăннă. Апла пулин те тăххăрăшĕ халиччен те хăйсен шăпине уçăмлатма васкамаççĕ, вĕсем Раççей гражданлăхне йĕркелеме шухăшламаççĕ, тăван çĕршывне таврăнмашкăн билет туянас тĕллевлĕ мар.

Раççей Федерацийĕн вăхăтлăх пунктсенче вырнаçтарнисен ушкăнне кĕрекенсене тата унта пурăнмалли вăхăта чикĕлекен 2015 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнчи 1177-мĕш йышăнăвĕ кăçалхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче вăя кĕнĕ май, Чăваш Ен Ĕç министерстви вăхăтлăх вырнаçтарнă пунктсенчи Украина гражданĕсен социаллă тата йăла ыйтăвĕсене татса парас енĕпе ĕç ушкăнĕ туса хунă. Унăн тивĕçĕ хальхи лару-тăру пирки унта пурăнакансене ăнлантарса парасси, ĕçе вырнаçмасăр юлнисене хăйсем тĕлĕшпе ĕç-пуç мĕнле килсе тухма пултарасси çинчен кашнине пĕлтересси шутланать.

Ĕç ушкăнĕн представителĕсемпе тĕл пулнă чухне вăхăтлăх пунктсенчен çынсем мĕншĕн каясшăн пулманнин сăлтавĕсем уçăмланнă, вĕсен шутĕнче - прописка çукки, хваттер тара тытса пурăнмашкăн ĕç укçи çитсе пыманни, Шупашкартан каяс килменни, ĕç тата пурăнмалли кĕтес сĕнекен района куçма кăмăл пулманни, ачасем шкул умĕнхи тата вĕренÿ учрежденийĕсене вырнаçни тата тус-юлташ тупни, вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыни. Апла пулин те вăхăтлăх вырнаçтарнă пунктсенче юлнисенчен кашнинпе пуçаруллă ĕçленĕ май, кăçалхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне «Чăваш Ен курорт» санаторире пурăнакансем 12-ĕн кăна юлнă. Тĕрĕссипе, ирĕксĕр куçса килме тивнисем пурăнмалли условисемпе, медицина ыйтăвĕсене тивĕçтернипе, юридици тата консультаци пулăшăвĕ панипе кăмăлсăр юлман.

Раççей Федерацийĕн 2015 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнчи 1177-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вăхăтлăх вырнаçтарнă пунктсенче Украинăн ĕçлеме пултарайман пĕччен тата гражданлăхсăр çыннисем, ĕçлеме пултаракан пĕр çын кăна шутланакан, çул çитмен ачасемлĕ çемьесем кăçалхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен кăна пурăнма пултараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.