Кун-çул уттинчен юлмасăр...
18 Apr, 2017 | Хыпар | Культура | Уяв

Журналистăн кулленхи пурнăçран маларах пыма тивет. Вулакана кăсăклă статьяпа, тĕрленчĕкпе тĕлĕнтерес тесен хăйĕн те питĕ нумай пĕлмелле, ăслă, анлă тавра курăмлă пулмалла. Пирĕн ĕçтешсем — «Советская Чувашия» хаçат коллективĕ — шăпах çав ретрисем, хăйсен професси тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçласа пыраççĕ. Республикăн кашни самантне хаçат номерĕсенче туллин çутатса пыраççĕ. Пĕр ĕмĕр çапла...

Сумлă юбилее хаçат иртнĕ эрнекун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче паллă турĕ. Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, вулакансем хутшăнчĕç.

Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче ĕçтешĕмĕрсен чи паха та пĕлтерĕшлĕ енне палăртса хăварчĕ: «Иртнĕ ĕмĕрĕн йывăр 20-мĕш çулĕсем-и, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хаяр кунĕсем-и е тата Совет Союзĕ арканнă тапхăрти ăнланса çитермелле мар вăхăт-и — хаçат ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланă, вулакана тĕрĕс те тулли информаципе тивĕçтернĕ. Хаçат вăхăтран вăхăт ятне улăштарнă, аслă ăру вырăнне çамрăккисем килнĕ, çапах унăн шăнăрĕ малтанхи пекех çирĕп те шанчăклă», — терĕ.

Республика ертÿçи ветерансен ячĕпе те ырă, ăшă сăмахсем каларĕ, хаçата вăрăм кун-çул сунчĕ. Хаçат ĕçченĕсене вара сумлă наградăсемпе те чысларĕ. Людмила Смагина журналист Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçрĕ, техника пайĕн пуçлăхĕ Людмила Григорьева — «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята. ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехете те чылайăшне пачĕç, çав шутра Владимир Жебитпа Николай Скок ветерансене те.

Александр Иванов хаçат халăх шухăшне тĕпе хурса ĕçленине палăртрĕ. «Çакăншăн ăна юратаççĕ те, шанаççĕ те, — терĕ. — Сенсаци, тĕлĕнтермĕш шыраса мар, тĕрĕслĕх çине таянса ĕçленипе вулакан юратакан кăларăм пулса тăчĕ». Александр Степанович та хаçат ĕçченĕсене чысларĕ. Министерствăн Хисеп грамотине хаçатăн генеральнăй директорĕ — тĕп редакторĕ Владимир Васильев, унăн заместителĕ — коммерци директорĕ Елена Плетнева, тĕп редактор пулăшуçи Елена Логинова тата Олег Мальцев фотокорреспондент тивĕçрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ — Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров хаçат журналисчĕсем хăйсен «фирма» стилĕпе палăрса тăнине, вăл вулакана питĕ çывăх тата ăнланмалла пулнине, çавăнпа халăх ун патне туртăннине асăнчĕç. Вĕсем те журналистика ĕçĕнче уйрăмах палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.

Уяв каçĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 90 çулти Петр Кольцов та пулчĕ. Журналистика тата вăрçă ветеранне хаçатăн çĕнĕ форматпа тухнă номерне, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пуснăскере, парнелерĕç.

Надежда СМИРНОВА

 

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.