Культура çулталăкĕнче - çĕнĕ çитĕнÿсем

4 Пуш, 2014

ЧР Культура министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç тата 2014 çулхи тĕллевсене палăртрĕç.

Ун ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Александр Иванов, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Петр Краснов, культурăпа искусствăн паллă деятелĕсем, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен представителĕсем, ведомство учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Александр Иванов салам сăмахĕнче республика ертÿлĕхĕ культура ыйтăвĕсем тĕлĕшĕпе тимлĕ пулнине, патшалăх политики пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртме меллĕ условисем туса панине палăртрĕ. Йывăр та пархатарлă çак ĕçре палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ, республика Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ çамрăксене свидетельство пачĕ.

Иртнĕ çулхи ĕçсемпе Вадим Ефимов министр паллаштарчĕ. Вадим Петрович отрасль тунă чылай çитĕнÿ пирки чарăнса тăчĕ. Вĕсене асăнас тăк вăхăт та, вырăн та самай кирлĕ пулĕччĕ. Çапла пĕтĕмлетÿ тунă пулăттăм: çак ĕçсем пушă вырăнта "шăтса тухман", вĕсене пурнăçа кĕртме никĕс, культурăн аталаннă инфратытăмĕ, искусство çыннисен, патшалăх институчĕсен пулăшăвĕ кирлĕ пулнă. Шăпах çаксем пĕр тĕвĕре пулни ÿсĕм кÿме пултарнă та. Çапах та пĕлтерĕшлĕ самантсем пирки те чарăнса тăмаллах. Истори пĕлтерĕшлĕ пулăмсен йышĕнче: Пушкăртстан Республикин Чăваш Енри кунĕсем, Чăваш наци конгресĕн VIII отчетпа суйлав пухăвĕ, "Çул-йĕр картти" мероприятисен планне пурнăçлама пуçлани, ЧР культура отрасльне 2020 çулчченхи тапхăрччен аталантармалли концепцие, Чăваш Республикин "Культурăпа туризма аталантарасси" 2014-2020 çулсем" патшалăх программине йышăнни тата ытти те. Ведомство учрежденийĕсем республика бюджетĕнчен уйăрса паракан укçапа çеç пурăнмаççĕ, хăйсем те ĕçлесе илеççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр бюджет тулашĕнчи ĕç-хĕлпе тупăш 104,7 млн тенкĕ чухлĕ пуянланнă. Çакă 2012 çулпа танлаштарсан 24,6 процент ытларах. Тĕллевлĕ субсиди калăпăшĕ икĕ хут ытларах ÿснĕ, 45,3 млн тенкĕпе танлашнă. Тухăçсăр тăкаксене пĕчĕклетес тĕлĕшпе иртнĕ çул оптимизаци ирттерни 6,5 млн тенкĕ перекетлеме май панă. Çав укçапа ĕç укçи ÿстерме усă курнă.

Культура объекчĕсене реконструкцилеме тата тĕпрен юсама республика бюджетĕнчен 25,3 млн тенкĕ уйăрнă. Музыка инструменчĕсемпе ятарлă оборудованисем, мультимедиа, сасă тата çутă хатĕрĕсем туянма, ытти ĕç пурнăçлама 27,3 млн тенкĕ тăкакланă.

Вадим Ефимов министр отрасль çитĕнĕвĕнчи ытти самант пирки те чарăнса тăчĕ, çапах та туса çитереймен ĕçсем çинчен ытларах калаçрĕ, вĕсене тĕплĕн тишкерчĕ. Шăпах çав пулăмсем тăван культурăна малалла аталанма чăрмантарнă-çке.

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи культура ĕçченĕсен вăтам ĕç укçи пирки çакă паллă: Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Красноармейски, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк, Тăвай районĕсенче вăл республикăри муниципалитет культура учрежденийĕсен вăтам ĕç укçинчен /9985,7 тенкĕ/ чылай пĕчĕкрех. Лару-тăруран мĕнле майпа тухма пулать? Министр культура ĕçченĕсене бюджет укçине шаннисĕр пуçне, хăйсене пуçаруллăрах пулма сĕнчĕ, ĕç тухăçлăхне ÿстерме, тÿлевлĕ мероприятисем ирттерсе ытларах ĕçлесе илме май пуррине аса илтерчĕ. Çак сăмахсем республика шайĕнчи хăш-пĕр коллектив пирки те пулчĕç. Сăмахран, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ тата Чăваш патшалăх академи капелли, ытти театрпа танлаштарсан, хăйсен вăйĕпе виçĕ хут сахалрах ĕçлесе илнĕ.

Клубсемпе вулавăшсен шăпи те пăшăрхантарать. Республикăн библиотека тытăмĕнче лайăх улшăну чылай пулнă пулсан та - вăраха ямасăр татса памалли çук мар-ха. Халăхра вулав культури чакса пыни шухăшлаттарать. Пĕлтĕр, 2012 çулпа танлаштарсан, вулавăша çÿрекенсен шучĕ 5,7 пин çын таран чакнă. Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Вăрнар, Шупашкар районĕсен кăтартăвĕсем уйрăмах япăх. Сăлтавĕ тĕрлĕ, çапах та вĕсенчен пĕри библиотека фондне çĕнетессипе çыхăннах ахăр. 2013 çулта вулавăшсем 1000 çын пуçне 129 çĕнĕ кĕнеке туяннă, 2012 çулта - 168. Тĕнче стандарчĕн норми - 250. Муниципалитет районĕсемпе хула округĕсенчен асăннă норматива пилĕк район кăна /Вăрнар, Красноармейски, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк/ пурнăçланă. Тĕлĕнмелли акă мĕн: Шупашкар хулинче лару-тăру тата йывăр, кунта 1000 çын пуçне пурĕ те 29 экземпляр çеç туяннă.

Вадим Ефимов палăртнă тăрăх - 2014 çулта ку енĕпе тата та йывăртарах пулĕ, мĕншĕн тесен регионсенчи библиотека фончĕсене федераци бюджетĕнчен укçа уйăрма палăртман-мĕн. Республика та 539 вулавăш валли пурĕ те 2,3 млн тенкĕ çеç пама шантарнă. Пĕтĕм йывăрлăх вырăнти влаç çине тиенет. Тĕрĕссипе, федерацин 131-мĕш саккунĕпе - библиотекăсен фондне комплектлас тĕлĕшпе шăпах вăл яваплă та.

Музей ĕçĕнче те çивĕч ыйту сахал мар. Республикăри тăхăр музей реставраторсенчен пулăшу кĕтет. Çавăнпа пĕрлех музей коллекцийĕсене упраса хăварас тĕлĕшпе те çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ Вадим Петрович. Аваллăх управçисене хăрушсăрлăх, сыхлав тытăмĕсемпе вăхăтра çыхăнтармаллине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Çĕнĕлле - пултарулăха, пахалăха, пуçарулăха - тĕпе хурса ĕçлемеллине палăртрĕ министр. Укçа уйăрса парасса кĕтсе ларни хыçа юлтăр терĕ. Федерацин тĕллевлĕ программисен конкурсĕсене хутшăнма сĕнчĕ. Тĕслĕх вырăнне Чăваш патшалăх çамрăксен тата пукане театрĕсене асăнчĕ. Иртнĕ çул вĕсем çак майпа 2,5 млн тенке яхăн илнĕ. Кăçал вара "Раççей культури /2012-2020 çулсем/" тĕллевлĕ программăна хутшăнма ведомствăри 26 учрежденирен 17-шĕ, муниципалитета пăхăнакан 1422 учрежденирен пурĕ те 2 тата коммерципе ĕçлемен 2 общество организацийĕ çеç проектсем хатĕрленĕ.

Кадрсен ыйтăвĕ тавра та калаçу пулчĕ. Çамрăксем çителĕксĕрри куç умĕнчех. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне культурăпа кану учрежденийĕсенче ĕçлекенсен 9,3 проценчĕ çеç 30 çула çитмен, библиотекăсенче - 12,4 процент. Çамрăксем мĕншĕн суйласа илнĕ профессипе ĕçлесшĕн мар?

Пĕлтĕр Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнчен тата вăтам пĕлÿ паракан ятарлă виçĕ училищĕрен 181 специалист вĕренсе тухнă. Çакскерсенчен 95-шĕ культура учрежденийĕсене ĕçе вырнаçнă, 70-шĕ малалла вĕренме кайнă. 16-шĕн шăпи паллă мар. Патшалăх вара 2013 çулта пĕр студента музыка училищинче вĕрентме 227,4 пин тенкĕ тăкакланă, культура институтĕнче - 103,6 пин тенкĕ. Кам валли хатĕрленĕ? Пуç ватмалăх пур.

Иртнĕ çулта туса çитереймен ĕçсем пирки чарăнса тăни, кăлтăксене палăртни вĕсене кăçал пĕтерме пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ Вадим Ефимов. 2014 çул Раççейре - Культура çулталăкĕ. Яваплăх тата та ÿсет, пурнăçа кĕртмелли тĕллевсем пысăкланаççĕ. "Культура çулталăкĕнче - çĕнĕ çитĕнÿсем!" - чĕнÿпе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне министр.


Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.