«Кулибинсенчен» кам маттур?

15 Юпа, 2014

"Трактор завочĕсем" концерн, Раççейри Машина тăвакансен пĕрлĕхĕ, ЧР Ял хуçалăх министерстви тата Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене, ытти техникăна тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕ пулăшнипе Шупашкарта 4-мĕш хут иртнĕ "XXI ĕмĕрти Кулибин" курав-конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Унта Мари Республикинчен - Алексейпе Сергей Беляевсем, Чул хула облаçĕнчен Валерий Родионовпа Сергей Алатин пуçласа хутшăннă.

20 ăслайçă хушшинче тĕп хулари механика-технологи техникумĕнчи студентсемпе Трактор историйĕн музейĕ çумĕнчи "Кулибин мастерскойĕ" кружока çÿрекенсем те пур.

ЧР Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене, ытти техникăна тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев палăртнă тăрăх - Чăваш Енре харпăр хăй тунă 173 техника хатĕрĕпе усă кураççĕ.

Конкурс 2 номинаципе иртнĕ: "Трактор техники", "Ял хуçалăх машинисем тата ĕç хатĕрĕсем". Пĕрремĕшĕнче Валерий Терентьев /Элĕк районĕ/ çĕнтернĕ. Иккĕмĕшĕнче чи пултаруллине палăртман. Петр Архипов /Канаш районĕ/ Гран-прие тата хаклă парнене тивĕçнĕ.

Петр Архипов "МИПИ" /"Мастерская им. Петра Ивановича"/ трактора хăй пухнă тимĕр-тăмăртан чун кĕртнĕ. Вăл автомобиль кузовĕсене нумай çул юсаса пысăк опыт пухнă. Кивĕ комбайнпа микроавтобусăн, ГАЗ-51 грузовикăн саппас пайĕсем йăлтах хута кайнă. Техника заводра туса кăларнă пекех илемлĕ. Унпа кран пек те усă курать.

Г.ИВАНОВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.