«Кукамайпа кукаçи анне-атте вырăнне пулчĕç»

— Тĕрре кĕçнерникун пуçлатăп. Темшĕн кун пек ĕç çăмăллăн каять пек. Вĕтĕ шăрçапа илемлетнĕ турăшсене тăвансене те чылай парнелетĕп. Пÿрте кĕлĕ вуласа тасатма килсен Владимир атте те ку ĕçе пурнăçлама пиллесе хăварчĕ. Тĕрлеме пуçличчен ятарлă кĕлĕ вулатăп. Вăл алă айĕнчех. Ĕçе пуçлатăп та — чарăнассăм та килмест. Ирхине пит-куçа çăватăп та алла йĕппе çип тытатăп, — тет Етĕрне районĕнчи Талуйра пурăнакан Зинаида Афанасьева.

Зинаида Васильевна Кемĕр облаçĕнче çуралнă. Хĕр 2 çулта чухне амăшĕ чирленĕрен ăна кукамăшĕпе кукашшĕ патне Талуй ялне илсе килнĕ.

— Анне вĕçĕмсĕр чирленипе кукамай мана текех парса ямарĕ. Магнитогорскран анне кайран яла куçса килчĕ-ха, анчах эпĕ пиллĕкмĕш класс пĕтерсен тăванăм вилчĕ. Атте урăх хĕрарăмпа пурăнатчĕ. Кукамайпа кукаçиех ура çине тăратрĕç.

Хăйсем ватăлнăран мана интерната ямалла мар-ши тесе те шухăшлатчĕç. Икĕ сыпăкри шăллăм та тăлăха юлнăччĕ, вăл та пирĕнпе пурăнатчĕ. Аннен йăмăкĕ те вăхăтсăр вилчĕ. Икĕ хĕрне тăванăмсем харăсах тенĕ пек пытарчĕç. Хутсене хатĕрлесе çитерсен Ваççукпа иксĕмĕре тĕрлĕ çĕре яни палăрчĕ. Эпĕ Етĕрнене лекрĕм. Пиллĕкри шăллăм документсем хатĕр маррипе килтех юлнăччĕ. Эпĕ малтанхи кунах тухса тартăм. Вăрмана çити çуран утрăм, унтан темĕнле машина çула май лартса килчĕ. Тепĕр кун интернатран мана шыраса килчĕç, анчах кукаçи текех парса ямарĕ. Ваççук та килтех юлчĕ, — аса илет Зинаида Васильевна.

Пелагея Павловнăпа Иван Наумович çапла хăйсен сакăр ачисĕр пуçне икĕ мăнукне те ура çине тăратнă. Кил хуçине пĕтĕм район пĕлнĕ. Арçын лаша кÿлме хĕлле — çунасем, çулла тăранттассем тунă. Вĕсене сăрласа илемлетме мăнукĕсем те пулăшнă.

— Саккăрмĕш класс хыççăн справка памастчĕç — вуннă пĕтермеллеччĕ. Кукаçи хăйне япăх туйнине сисрĕ-тĕр — директор патне кайрĕ. «Вунă класс вĕрентейместĕп» терĕ-ши — кирлĕ хута пачĕç. Вĕрентекен пулас килетчĕ манăн. Ачаран тĕвĕленнĕ пысăк ĕмĕтчĕ çакă. Канаша кайрăм. Ун чухне училище унта кăначчĕ. Шăп çав çул халăх питĕ нумай пынăччĕ. Пĕр ушкăн çеç пухнине пĕлтерчĕç. Кĕреймерĕм. Каялла таврăнтăм. Урай сĕрнĕ май радиопа Шупашкарти текстиль техникумĕ вĕренме чĕннине илтрĕм. Никама каламасăрах тухса утрăм. Шупашкарта пĕрре те пулманскер çав техникума шыраса тупрăмах вĕт. Ыйту çыртăм. Экзамен ыранах пулать терĕç. Пĕр аудиторире матрас сарса пачĕç те унтах çĕр каçрăмăр. Математика лайăх пĕлеттĕм те — нимĕнрен те хăрамарăм. Тепĕр кун — вырăс чĕлхипе тĕрĕслев çыртăмăр. Унпа «виççĕ» çеç илсен те йышăнчĕç.

Вĕренсе тухсан направленипе каймалла-çке. Пире суйлама ирĕк пачĕç. Пушкăртран килнĕ хĕр тусăм пурччĕ. «Атя Кирова», — тетĕп. «Унта каччăсем сарă», — хуравлать хайхи. Чулхула килпе çывăх уншăн. Махачкалара — шăрăх. Урала кайрăмăр. Свердловск облаçĕнчи Карпинск хулинчи пир-авăр фабрикине лекрĕмĕр.

Питĕ лайăх йышăнчĕç. Тĕп инженер та, кадрсен пайĕн ертÿçи те кăмăллă çынсем пулчĕç, тÿрех пÿлĕм уйăрчĕç, — каласа кăтартмалли сахал мар хастар хĕрарăмăн.

Малтанах вăл пахалăх контролерĕнче, каярах диспетчерта тăрăшнă. Çип арланă çĕрте виçĕ çул ĕçлесен сортировка уйрăмне куçнă, бригадирта, кайран мастерта вăй хунă.

— Ваççук шăллăма та 8 класс хыççăн хам пата илсе кайрăм. Училищĕре токаре вĕренсе тухрĕ. Хĕсметре Афганистана лекрĕ. Унтан Талуй ялне таврăнчĕ, шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлерĕ. Шел, чире пула пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлчĕ.

Эпĕ 1996 çулта фабрика хупăничченех унта ĕçлерĕм. Кайран ăçта каймаллине те пĕлмерĕм — урăх професси çук-çке. Усламçăсем «çуралма» тытăнчĕç. Пĕрин патне киоска кайрăм. Мĕн тери намăсчĕ паллакансен умĕнче — кайран çеç хăнăхрăм, — аса илет сăмах çăмхине сÿтнĕ май Зинаида Афанасьева.

1974 çулта хĕр Пушкăрт чăвашĕпе çемье çавăрнă. Салтакран таврăнсан Николай Кириллович пиччĕшĕ патне ĕçлеме пынă. Чăваш хĕрĕсем килнине пĕлсен каччăсем çĕнĕ ĕçченсем патне çул хывнă. Çапла паллашса пĕр-пĕрне килĕштернĕ те. Ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ вĕсем. Шел, мăшăрĕ чирлесе 2008 çултах çĕре кĕнĕ.

— Çуллахи вăхăтра Павăл мăнукпа тăван тăрăха килеттĕмĕр. Чун çуралнă кĕтесех туртать-çке. Вăл кашнинчех кунта çурт туянма сĕнетчĕ. «Кашни çул сан патна хăнана килĕпĕр», — тетчĕ, — пĕлтерет ырă кăмăллăскер.

Çапла 2012 çулта Зинаида Васильевна Чăваш Ене, ачалăхне ирттернĕ тăрăхне таврăннă. Тăван килне хирĕçех тĕпленнĕ. Кукашшĕпе кукамăшĕн килĕнче Ваççук мăшăрĕ Альбина Ивановна пурăнать.

— Çу çитсен хăнана, чăн та, кам кăна килмест! Юрать-ха таврăнтăм. Тăван тăрăхра çанталăк та мĕн тери лайăх — Уралти пек йывăр мар. Çуллахи вăхăтра пахчана тухни мĕне тăрать тата! Лере темĕн чухлĕ юлташ юлчĕ паллах. Интернет урлă çыхăнса калаçатпăр та — тунсăх сирĕлет, — тет паянхи вăхăтпа тан пыраканскер.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Татьяна НАУМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.