Куç шăрçи пек упрамалли пуянлăх

23 Çĕртме, 2015

Культура еткерлĕхĕн палăкĕсене саккунпа килĕшÿллĕн шута илсе тĕрĕс-тĕкел упрас тĕлĕшпе Чăваш Республикинче тата пĕрпĕтĕмĕшле федерацин Атăлçи округĕнче лару-тăру мĕнлереххине тата малашне мĕнлерех улшăнусем пулмаллине тĕрлĕ ведомствăсен яваплă ĕçченĕсен канашлăвĕнче сÿтсе яврĕç. Ăна Культура министерствин федерацин Атăлçи округĕнчи управлени ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Володина ертсе пычĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов хăй ЧР культура министрĕ пулнă 2004-2007 çулсенче палăксене хÿтĕлес тĕлĕшпе саккун тытăмĕ тивĕçлĕ таран йĕркеленсе çитейменнипе нормативлă хутсем хатĕрлес хутлăхра татса пама йывăр ыйтусем чылай сиксе тухнине аса илчĕ. Шăпах çак «вилĕ тĕвĕсене» сÿтме пуçтарăннă та канашлу. Светлана Володина ахальтен мар ларура тунă докладсен тексчĕсемпе Атăлçи тăрăхĕнчи пур тытăмсем те тĕплĕн паллашма пултарччăр тесе вĕсене протокола туллин кĕртме сĕнчĕ. Тĕплĕ, витĕмлĕ докладсем вара йышлă пулчĕç.

ЧР культура министрĕ Вадим Петрович Ефимов культура еткерлĕхĕн палăкĕсене упрасси, вĕсемпе пĕлсе усă курасси, халăх хушшинче анлă сарасси тата патшалăх шайĕнче тимлĕн хÿтĕлесси пирки каланă май Чăваш патшалăх пукане театрĕн çуртне /вăл еткерлĕх палăкĕ шутланать/ юсаса çĕнетни пирки те асăнса хăварчĕ. ЧР прокуратурин прокурорĕ Илья Гаврилов культура еткерлĕхĕн куçман пурлăхне сыхлас тĕлĕшпе пирĕн республикăра РФ саккунĕсене епле пăхăннине асăрхаса-сăнаса тăни çинчен каласа пачĕ. Вăл Елчĕкри юрăхсăра тухнă кивĕ шкул çуртне сÿтсе пăрахнипе çыхăннă пăтăрмаха аса илчĕ. 1887 çулта И.Я.Яковлев уçнă çак çурт регион шайĕнчи культура еткерлĕхĕ пулнă-мĕн, вăл темĕнле юхăннă пулсан та ăна ишсе пăрахни Раççей Федерацийĕн саккунлăхне пăсни пулать... Çак тата ытти об?ект шăпи те пăшăрхантарчĕ канашлăва хутшăннисене. Калаçăва хутшăннă Чăваш Республикинчи культура еткерлĕхне сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх центрĕн директорĕ Николай Иванович Муратов, канашлăва ертсе пыраканран «чăн-чăн профессионал» ята тивĕçнĕскер, нумай ыйтăва уçăмлатма пулăшрĕ.

Канашлу усăсăр иртес çукки - куçкĕрет. Республикăра патшалăх шайĕнче сыхламалли культура палăкĕсем 700 яхăн: вĕсенчен 240-шĕ - федераци пĕлтерĕшлисем. Кашни районтах пур тăван халăхăмăрăн еткерлĕх пуянлăхĕ. Вĕсен тулли списокне хамăрăн Культура министерствин сайтĕнче те тупма пулать. Тĕслĕхрен, Муркаш районĕнчи Якаткасси çывăхĕнчи «Пичке сăрчĕ» Раççей Федерацийĕ шайĕнчи шутланать, Шупашкар районĕнчи XIX ĕмĕрте лартнă Мăнал чиркĕвĕ - Атăлçи тăрăхĕн шайĕнчи куç шăрçи пек упрамалли пуянлăх. Вĕсем пек чăн пуянлăх пур тăрăхра та пур, вĕсене асăрхаса тивĕçлипе упрама кăна вĕренмелле. Ку ĕçе пурнăçлама саккун та пулăшать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.