КУÇ ИНÇЕНЕ КАЙСАН

18 Пуш, 2015

Çулсем иртсе пынă май чылайăшĕн куç инçене кайма /дальнозоркость/ пуçлать. Çак амакран мĕнле хÿтĕленме пулать-ха? Халăх сиплевçисем çапла сĕнеççĕ.

о Пилĕк аçтăрхан мăйăрне хуппипех тÿмелле, 2 апат кашăкĕ типĕ хупах тымарĕпе тата 2 апат кашăкĕ вĕлтрен çулçипе хутăштармалла. 1,5 литр шыва ярса 15 минут пĕçермелле. Унтан 4 апат кашăкĕ çак пухха хушмалла: 1-ер апат кашăкĕ тырă мурĕ /дымянка/, ÿт илен курăк /лабазник вязолистный/, шурă акаци çулçи, хыр лăсси, исланди мăкĕ, хуппипех тата вăррисĕр вакланă лимон, 1 чей кашăкĕ корица порошокĕ. Тата 15 минут пĕçермелле. Сивĕтмелле, сăрăхтармалла, тутă кĕмелĕх пыл хушмалла. Сивĕтмĕшре упрамалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 2 сехетрен 75-шер миллилитр ĕçмелле. Тахçанчченех сипленмелле.

о Куç çивĕчлĕхĕ кирек мĕнле сăлтава пула чаксан куç курăкĕ /очанка/ лайăх пулăшать. Çак курăка тата сив чир курăкне /репешок/, хурăн çырлин çулçине, шăнăр курăкĕн çулçине, календула чечекĕпе çулçине, утмăлтурат чечекне /пурте типĕтни кирлĕ/ пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 5 минут тытмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Сиплев курсĕ нумая пырать.

о Ватлăхра куç инçене кайсан вĕлтрен препарачĕсем усăллă. Çуркунне вĕлтрене яшкана хушма е ăна ярса пиçĕхтернĕ шыва ĕçме юрать. 1 апат кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвеке пĕртан виçĕ пая уйăрса кун тăршшĕпе ĕçсе ямалла. Сиплев вăрăма пырать. Вăл питĕ витĕмлине палăртаççĕ.

Асăрханăр! Вĕлтрен препарачĕсем гипертонипе, юн кĕвелесси пысăккипе, атеросклерозпа аптрасан, çăмарталăхра тата амалăхра полипсем, кистасем, шыçăсем пуррипе юн кайсан юрамаççĕ.

о 1 чей кашăкĕ пыла 1 стакан шыва ямалла, 2 минут вĕретмелле. Пыл шывĕ сивĕнсен куçсем çине унра йĕпетнĕ таса пусмана ирхине тата каçхине 20-шер минута хумалла. Çак шывах ирхине тата каçхине кашни куçа икшер тумлам ямалла. Асăннă меслет куçăн ытти чирĕ чухне те усăллă. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.