Куç хăрать те, алă тăвать

Канаш районĕнчи Янкăлчри Никоновсен фермер хуçалăхĕ икĕ хутлă кермен çуртран алă тупанĕ çинчи пек курăнса ларать: хăватлă техника, сĕт-çу ферми. Йывăр лава кÿлĕннĕ чухне кун пирки ĕмĕтленме те пултарайман-тăр.

Купăстаран сĕт патне

- 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пахчаçимĕç туса илме тытăнтăмăр. Купăста лайăх сутăннипе ăна ытларах лартса хăвартăмăр, - каласа парать Вера Никонова.

Унччен Валерий Михайлович водительте, Вера Арсентьевна учительте тăрăшнă. Çĕр ĕçĕ, йывăрлăх вĕсене хăратман. Куç курать те, алă тăвать тенĕ. Малтанах техника, ĕçлекенсем çителĕксĕрри те систернĕ. Кил хуçи пĕрремĕш трактора тимĕр-тăмăртан ăсталанă. Пахчаçимĕç туса илни фермер хуçалăхне аталанма пулăшнă. Ура çине тăнă, йыш хушăннă май Никоновсем икĕ хутлă кермен çĕкленĕ. Çитĕнсе пыракан ывăлĕсем те ашшĕ-амăшне пулăшма тытăннă. Çĕнĕ трактор çичĕ çултан кăна туяннă, майĕпен ытти техника та хушăннă. Çĕр лаптăкĕ те ÿссех пынă. Хальхи вăхăтра вĕсен 580 гектар.

- Унччен 620 гектар пулнă. Ял халăхĕ пай çĕрне уйăрса илме тытăннипе чакрĕ. Лаптăк пĕчĕкленнĕрен субсиди те илеймерĕмĕр, - каласа парать Вера Никонова.

Çемье тырă, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтерме, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пуçăннă. 2011 çулта Раççей ял хуçалăх банкĕнчен çăмăллатнă кредит илсе комбайн туяннă. Унтан – «Джон Дир» трактор, сеялка... Кăçал çураки ирттерме те банка кивçене кĕнĕ. Хальхинче 750 пин тенкĕлĕх. Укçа ГСМ, удобрени, вăрлăх туянма кайнă.

- Пурĕ 5 кредит, уйăхне 170 пин тенкĕ тÿлетпĕр. Парăма вăхăтра татса пыратпăр, шанăçран тухас килмест. Кивçенсĕр, хамăр укçапа кăна çаврăнса кайма кансĕр.

 

Пахалăхне кура хакĕ

Кредит татма кассăна услам куллен кĕмелле. Унччен Никоновсем хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстернĕ. Сĕт, аш-какай çулталăкĕпех сутма пулать. Вите-сарай тăвăрланнă май 40 пуç ĕне выльăх тăмалăх пĕчĕк ферма тунă. 2014 çулта çемье фермине аталантарма патшалăх пулăшăвне илме конкурса хутшăннă. 5 млн тенкĕ грант илнĕ. Çакă пĕлĕтрен вĕçсе аннă телей кайăкĕ пек туйăннă. Пулăшу виçи пысăк темелле, çапах ĕмĕте пурнăçа кĕртме - çĕнĕ ферма çĕклеме вăл çитмен. Хăйсенчен 4 млн тенкĕ хушса хĕрсех ĕçе тытăннă. Çурт-йĕрĕнчен аякра мар 100 ĕне усрамалăх вите çĕкленĕ.

Никоновсем аслă та çутă фермăна хапăлласах кăтартрĕç - ĕмĕт пурнăçланнишĕн савăннине пытармарĕç. Сĕт пăрăхĕ, 2 тонна вырнаçмалăх холодильник, шыв, канализаци, хывăнмалли, канмалли пÿлĕмсем... - тухăçлă ĕçлеме мĕн кирли йăлтах пур. Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх 110 пуç, çав шутра сăвăнаканни 50 кăна-ха. Ытларах усрамалла та...

- Уйăхне 15 пин тенкĕ сĕнсен те доярка тупаймастпăр. Кăçал пĕр мăшăра фермăна ĕçе йышăнтăмăр. Анчах выльăх-чĕрлĕхе йĕркеллĕ пăхманнипе сăвăм палăрмаллах чакрĕ. Яваплăха туйса ĕçлеменнипе вĕсенчен хăпма тиврĕ. «Манăн мар вĕт, мĕншĕн пилĕк авмалла», - теççĕ пулас. Çавăнпа хамăр вăй çитернĕ чухлĕ кăна усратпăр, - сăлтавне уçса пачĕ Вера Арсентьевна.

Чĕртавара Тăвай районĕнчи сĕт-çу заводне хăйсемех турттараççĕ. Пĕрлех хушма хуçалăхсенне те хаклăрахпа вырнаçтарма пулăшаççĕ. Сĕт турттарма юриех кивĕрех «уазик» туяннă. Вăл йĕпе-сапара та урамсене кĕрсе тухать. Çынсем тулли савăт йăтса нушаланмаççĕ.

- Унччен эпир те усламçăсене сутнă. Сĕте сивĕтсе сутнипе хаклăпа каймалла пек. «Сирĕн сĕт пахалăхĕ япăх», - тесе йÿнĕпех туянатчĕç. Хушма, фермер хуçалăхĕсенчен пуçтарнине пĕр савăта янипе пахалăхĕ те чакнă пулĕ. Завода хамăр сутма тытăнсан пирĕн чĕр-тавар пысăк сортпа кайни палăрчĕ, тупăш та ÿсрĕ. Çитменнине, сĕтре çу, белок ытларах пулсан хушса тÿлеççĕ, - вăрттăнлăха уçаççĕ Никоновсем. - Ял çыннисенчен те хаклăрахпа йышăнатпăр.

Сĕт рынокĕнче конкуренци çивĕчленни усламçăсене килĕшмен. Халăх малашне вĕсене кăна сутасран хăраççĕ курăнать. Çавăнпа фермера тавăрма, ура лартма хăтланакансем те пур-ха. Анчах вутра çуннă, шывра путнă çынсене хăратаймăн çав.

 

Çемьепе çĕклем çăмăлрах

Халăх вĕрсен хапха уçăлать тенĕ. Никоновсем çемйипе фермер хуçалăхĕнче тăрăшни лава палăрмаллах çăмăллатать. Вера Арсентьевна тахçанах шкултан кайнă. Халĕ вăл – ветеринар, зоотехник, бухгалтер... Пĕчĕк хуçалăхра пурне те пĕлмелле çав.

- Лаптăка сухаласа пĕтерчĕç пулас, апла акма та тытăнĕç, - юнашарти хирте кĕрлекен тракторсене тĕллесе кăтартрĕ хĕрарăм. - Ака-сухана та хамăр вăйпа ирттеретпĕр. Юрать, ывăлăмсем çитĕнсе çитрĕç, лав та çăмăлланчĕ.

Александрпа Алексей ашшĕ пекех техникăна килĕштереççĕ-мĕн. Механизатор, комбайнер... - пĕр ĕçрен те пăрăнмаççĕ. Икĕ хĕрĕ кĕçĕн классенче кăна вĕренеççĕ-ха.

- Пĕр çемьере, пĕр условисенчех ÿсеççĕ, пурăнаççĕ темелле. Анчах хĕрачасен ĕмĕчĕ-шухăшĕ урăхларах. Тепĕр ăру çитĕнет тейĕн. Ÿснĕ май вĕсем те пулăшма тăрăшасса шанатпăр. Тата камшăн тар тăкатпăр? Ачасемшĕн, вĕсен пуласлăхĕшĕн мар-им?

Лариса Никитина.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.