КУÇ АЙĔ ТĂРТАНСАН
Ир енне куç айĕ тăртаннăшăн, тен, хамăрах айăплă. Сăлтавне палăртма хăтланса пăхар-ха.
1. Шĕвек нумай ĕçетĕр е каçхине çывăрма выртас умĕн пăрăçлă, тăварлă апат çиетĕр.
Мĕн тумалла? Ирхи апатчен 15-20 минут маларах пысăк чашăк симĕс чей ĕçмелле. Вăл организмран ытлашши шĕвеке хăвăрт кăларма пулăшать.
- Çывăрма выртиччен 2-3 сехет маларах шĕвек сахалрах ĕçмелле. Каçхи апата пăрăçлă апат мар, пахча çимĕçрен, улма-çырларан хатĕрленĕ апат çимелле.
2. Куç хупанкисем валли тĕрĕс мар суйласа илнĕ е пĕлсе сĕрмен крем та куç айне тăртантарма пултарать.
Мĕн тумалла? Эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекĕнчен хатĕрленĕ шĕвеке морозильникре шăнтмалла. Пăрпа куç хупанкин ÿтне çемçен кăна сăтăрмалла. Вăл ÿте самантрах уçăлтарать, тăртаннине ирттерет.
- Макияж хунă чухне çÿлти куç хупанки валли кăларнă подводкăпа е кăранташпа кăна усă курмалла.
- Куç таврашĕнчи ÿте пит валли кăларнă крем сĕрмелле мар. Куç хупанкине сĕрмелли крема холодильникре упрамалла.
3. Тĕрĕс мар минтер çинче çывăрсан та куç айĕ тăртанать.
Мĕн тумалла? 3-5 минут хастар хусканмалла, сиккелемелле, пĕшкĕнмелле, кукленмелле. Ку юн çаврăнăшне лайăхлатать.
- Саппасра 15-20 минут вăхăт пулсан куç айне шывпа йĕпетмелле, тикĕс çĕре выртмалла, куç хупанкисем çине чĕрĕ çĕрулми касăкĕ хумалла. Чĕрĕк сехетрен пите çумалла та куç хупанкисене тăртаннине ирттерекен çăмăл крем сĕрмелле.
- Меллĕ минтер туянмалла. Айăк е хырăм çинче мар, çурăм çинче выртса çывăрса кайма тăрăшмалла.
Комментари хушас