Ку - пирĕн тивĕç. Эпир пултармаллах

17 Чÿк, 2014

Раççей Федерацийĕн уявĕсен кăçалхи календарьне хальхинче нихçанхинчен те ытларах кăсăкланса тишкерсе тухрăм. Сăлтавĕ те тупăнчĕ. Чăннипех, мĕнле кăна уяв çук иккен пирĕн? Сăмахран, акă, январь уйăхĕнче кăна тĕрлĕ пулăмпа çыхăннă 30 куна /ятарласа шутларăм!/ паллă тăватпăр: Çĕнĕ тата Кивĕ çул, РФ прокуратура ĕçченĕсен кунĕ, Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем, Студентсен кунĕ тата ытти те. Эпир пĕлменни те сахал мар иккен: çак уйăхрах - ытама илме юратакансен кунĕ, шурă эрех «çуралнă» кун. Ытти уйăхсенче те тĕлĕнмеллисем тупăнчĕç. Май /çу/ уйăхĕнче халăх пĕлекен уявсемпе пĕрлех шифровальщиксем, биографсем, кадровиксем, шурă çÿçлисем, фрилансерсем /кусем тата камсем-ши?/ хăйсен кунĕсене палăртаççĕ. Каçарăр та, çав календарьтех туалет кунĕ пурри пирки те пĕлтернĕ, «19 ноября - всемирный день туалета»...Кĕçех чĕркев /упаковка/ дизайнерĕсем те пĕр-пĕрне хăйсен уявĕпе саламлĕç.

Сăмахăма ахальтен пуçламарăм эпĕ, «Хыпар» хаçата вулаканăм. Ыйту та пур: «Хисеплĕ çыннăм, эсĕ тăван халăхăмăрăн историйĕнчи паллă пĕр-пĕр пулăмпа е унăн сумлă çыннипе çыхăнтарнă чыслав кунĕ пирки мĕн те пулин пĕлетĕн-и?» Ансатрах каласан - авалтан пыракан тĕн, хамăр йăла-йĕркепе çыхăннă уявĕсемсĕр пуçне тата Республика кунĕсĕр пуçне чăваш халăхĕн пĕрле мăнаçланса палăртма йышăннă уявĕ пур-и? Хуравĕ мĕнле пуласси иккĕленмесĕрех уçăмлă, çавăнпа хистесе ыйтмастăп. Шухăшăмпа халăх çине тухиччен хăйне евĕр пĕчĕк ыйтăм ирттертĕм: «Кирлĕ-и пире ун пек уяв тата ăна кампа, мĕнле пулăмпа çыхăнтармалла?» Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен шухăшĕ пурин те пĕр евĕрлĕ: «Паллах, кирлĕ. Чăвашлăхран тухса тĕнчипех палăрнă йăхташ сахал мар пирĕн, анчах вĕсенчен чи малта тăраканни - кăна никам та хирĕçлеме хăяймĕ - нихăçан та манăçми Андриянăмăр!..»

Республикăри космонавтика ветеранĕсен канашĕ икĕ çул каялла чăваш кăйкăрĕ пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ куна «Чăваш Республикин космос мухтавĕн кунĕ» евĕр чыслама йышăнса пуçару турĕ. Уява официаллă çирĕплетес тĕллевпе Канаш ятарлă хутсемпе документсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацине, Патшалăх Канашне, министерствăсемпе ведомствăсене çитерчĕ. Влаç тытăмĕнчисем халăх сĕнĕвне шута илес шанăç пурччĕ. Ара, асăннă уяв пирĕн мăнаçлăхпа çыхăннă-çке.

Тĕрлĕ комитет, эксперт канашĕнче ун пек те, кун пек те тишкерчĕç республикăри космонавтика ветеранĕсен канашĕ сĕннĕ проекта. Хирĕçлекен, килĕшмесĕр тăракан пулмарĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çирĕм тăваттăмĕш сессийĕн кун йĕркине кĕртсе çирĕплетсен канаш членĕсем «тинех!» тенĕччĕ. Шел, шаннă кайăк йăвара пулман евĕр килсе тухрĕ. Çав кун татăлмарĕ ыйту. Шанатпăр: шăпи телейлĕ пулатех! Мĕншĕн тесен санпа маншăн мар вăл уяв. Тăван халăхăмăрăн наци уявĕн календарĕнче пулма тивĕç вăл. Раççейри уявсен календарĕнче мĕнле кăна çук та. Сумлисемпе юнашарах - тĕлĕнмеллисем те, тĕлĕнтерекеннисем те. Хамăр республикăра вара мăнаç уявне те йĕркеллĕ йышăнса çирĕплетейместпĕр.

Андриян Николаев космонавтпа пĕр хут çеç мар тĕл пулса /Байконурта хĕсметре тăнă чухне те, каярахпа та - çуралнă кĕтесе таврăнсан та/ калаçма тÿр килнишĕн шăпана яланах тав тăватăп. Журналист пулнă май космос теми маншăн çав тери çывăх. Тĕнче уçлăхне икĕ хут тухса çăлтăрсемпе чăвашла пупленĕ Андриян Григорьевич ансат та çывăх, уçă çынччĕ. Хăйĕн чун ăшшине пурне те парнелеме, йывăр самантра пулăшма тăрăшнине кашни çын туйса тăратчĕ. Андриянăмăрăн çăлтăрĕ чăннипех ан сÿнтĕр, вăл килес ăрусен чĕринче те мăнаçлăх туйăмĕ вăраттăр, Чăваш Кăйкăрĕн паттăрлăхĕ ан манăçтăр, тăван халăхĕ сывă чухне вăл ялан асра пултăр - çакă, хисеплĕ вулаканăм, пĕтĕмпех пирĕнтен килет. Çав шутра - эпир сĕнекен уяв шăпи те. Ку - пирĕн тивĕç. Эпир пултармаллах!

Юрий СТЕПАНОВ,

республикăри космонавтика

ветеранĕсен канашĕн членĕ

 

Василий ПРОКОПЬЕВ, отставкăри подполковник, «Байконур» космодром ветеранĕ /Патăрьел районĕ, Пăлапуç Нурăс ялĕ/:

- Хĕсмет вăхăтне кунта ирттерме тивнишĕн мăнаçланатăп та. Мĕншĕн тесен космодромра службăра тăма лайăххисенчен чи лайăххисене суйласа илни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 1967 çулхи ака уйăхĕнче Казахстан пуш хирĕнчи полигона çитрĕм, сăнавçă пулнă май Н-1 ракетăсене тĕнче уçлăхне кăларма хатĕрленĕ çĕре, каярахпа вĕсене вĕçтерме хутшăнтăм. Асăннă программа космонавта Уйăх çине вĕçтерессипе тата инçе çулран каялла тавăрассипе çыхăннăччĕ. Каярахпа «Экран», «Радуга», «Горизонт», «Гейзер», «Альтаир» космос аппарачĕсене сăнанă, планетăсен хушшинчи «Венера» автоматла 6 станцие вĕçеве хатĕрленĕ.

Манăн шухăшăмпа - республикăн, чăваш халăхĕн «Чăваш Енĕн космос мухтавĕн кунĕ» пулмаллах. Пирĕн республикăран виçĕ космонавт тухнă, «Байконур», «Плесецк» космодромсенче тĕнче уçлăхĕн карапĕсене вĕçеве хатĕрленĕ вун-вун ентеш хĕсметре тăнă, офицерпа прапорщик, салтакпа сержант космодромсенче çар тивĕçне пурнăçланă.

 

Валериан ПЕТРОВ, /Элĕк районĕ, Мăн Вылă ялĕ/:

- Эпир, хăй вăхăтĕнче çар тивĕçне «Байконур» космодромра пурнăçланисем, кашни çулах çурлан 11-мĕшне, мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Григорьевич пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне тухнă кун, «Чăваш Республикин космос мухтавĕн кунĕ» уяв евĕр ирттерме йышăннине ырлатпăр.

Космос карапне тĕнче уçлăхне вĕçтерме хатĕрленĕ тапхăрта старт площадкинче ыттисемпе пĕрлех чăваш çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ офицерсемпе сержантсем, салтаксем тăрăшаççĕ. Пирĕн республикăран виçĕ космонавт тухнине шута илсен - асăннă уяв кирлех. Ăна официаллă йĕркепех йышăнмалла. Уява ирттерме-палăртма республика бюджетĕнчен пĕр пус та тăкакланмасть. Ÿсекен ăрăва патриот воспитанийĕ панă чухне вара питĕ пĕлтерĕшлĕ.

 

Алексей АЛБУТОВ, Космонавтика ветеранĕсен республикăри пĕрлĕхĕн канашĕн ертÿçин çумĕ, рядовой /Елчĕк районĕ, Чăваш Тăрăм ялĕ/:

- Енчен те çак уява çирĕплетсен /çапла пуласса эпĕ нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп/ чăваш ятне çăлтăрсем таран çĕкленĕ сумлă тата вилĕмсĕр Андриянăмăрăн паттăрлăхне тивĕçлипех хаклани пулĕччĕ. Вăл та кăна мар: хамăрăн Николай Бударинпа Муса Манаров космонавтсене, космодромсенче çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă ентешсене хисеплени те. Пирĕнтен хăшĕ-пĕри, çав шутра - пысăк вырăн йышăнакан тÿре-шара та, «Раççейре ахаль те космонавтикăпа авиаци кунĕ» пур вĕт-ха, пире пĕр евĕрлĕ икĕ уяв кирлĕ-и?» теме пăхаççĕ. Икĕ уяв хушшинче нимĕнле пĕрпеклĕх те çук. «Чăваш Республикин космос мухтавĕн кунĕ» - пирĕн кăна, чăваш халăхĕн наци уявĕ.

Космонавтика ветеранĕсен республикăри канашĕ сĕннипе уява çирĕплетессин, ăна малашне йĕркелесе ирттерессин пĕтĕм йывăрлăхне хам çине илтĕм. Юлташсем пулăшса пынипе ăна вĕçне çитеретпĕрех. Ку пирĕн - çирĕп тĕллев.

 

Юрий Мосолов, отставкăри подполковник, «Байконур» космодром ветеранĕ /Сĕнтĕрвăрри районĕ, Малти Пукаш ялĕ/:

- 1979-1992 çулсенче кунта хĕсметре тăтăм. Асра юлни - «Буран- Энергия» старт комплексне туни тата пĕрремĕш космонавтсем тĕнче уçлăхне ăсаннă старт площадкине тĕпрен çĕнетсе юсани. Ытти халăх çыннисемпе пĕрлех ентешсем те йышлăччĕ. Кашниех хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Чăвашсем пирки уйрăмах ырăпа калаçатчĕç. Апла тăк космоса вĕçессипе те, унта вĕçме хатĕрлессипе те эпир маттур пулнă. Августăн 11-мĕшĕнче «Чăваш Республикин космос мухтавĕн кунне» палăртмалла тусан, манăн шухăшăмпа, ку - тĕрĕс тата вăхăтлă йышăну. Çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас ĕçре те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.