«Ку машина ăçта каять?!»

28 Нарăс, 2017

Çăмăл машина пассажирĕ çапла калама кăна ĕлкĕрнĕ — унăн юлашки сăмахĕсем... Комсомольски районĕн çынни "Фольксваген-Транспортер" машинăпа Тăманлă Выçли енчен килекен çул çинчен кĕтмен çĕртен сиксе тухнă май аслă çулпа пыракан ВАЗ-21101 ниçта та кайса кĕреймен — иномарка ăна айккинчен пырса çапнă.

ВАЗăн малти пайĕ хуткупăс пек лапчăнса ларнă /сăнÿкерчĕкре/. Водителе нимĕн те пулман темелле, унăн 51 çулти куккăшĕ вара йывăр сурана пула тăнне çухатнă — больницăра сывлама пăрахнă. Унăн мăшăрĕ те, 45 çулти хĕрарăм, йывăр аманнă — вырăнпа вăрах выртнă.

Микроавтобус рулĕ умĕнче вара 44 çулти арçын пулнă. Пенсие тухиччен вăл участок инспекторĕнче ĕçленĕ. Темиçе ентешĕпе пĕрле Мускав облаçне каймашкăн пĕлĕшĕнчен машинине ыйтса илнĕ. Анчах çулçÿрев çула тухнă-тухманах вĕçленнĕ. Экс-полицейски, шалти ĕçсен органĕсенчен пенсие тухнă май çулталăк маларах кăна кайнăскер, каланă тăрăх, аслă çулпа килекен çăмăл машина ăна инçетре пек туйăннă — çулсем хĕресленекен вырăнтан иртсе ĕлкĕретĕп тесе шутласа илнĕ.

Ĕлкĕреймен. Аслă çул çине тухсанах вăл "десятка" çулне пÿлсе хунă — унăн водителĕ валли маневр тумашкăн вырăн юлман. "Фольксвагенăн" виçĕ пассажирĕ те больницăна лекнĕ — суранĕсем йывăр мар. Микроавтобус водителĕ хăйĕн айăпне тунман, çапах, унăн шучĕпе, ВАЗ хăвăртлăхĕ пĕчĕк пулнă тăк — авари, тен, вилĕмпе вĕçленместчĕ пуль. Çаплаччĕ пуль те, анчах çак лару-тăрура — пĕр водитель "Çул пар" палла уямасăр теприне ирттерсе яман чухне — шăпах унăн хăтланăвне тивĕçлипе хаклаççĕ. ВАЗ-21101 хăвăртлăхĕ трасса çинче 100 километр патнелле пулнă-тăр. Анчах, çирĕплетеççĕ экспертсем, сехетри хăвăртлăх пĕчĕкрех — правилăсемпе килĕшÿллĕн 90 километр чухлĕ — пулсан та машина водителĕ аварие сирсе яма пултараймастчĕ.

ЧР ШĔМĕн следстви управленийĕн çул çинчи инкексене тĕпчекен пайĕн пуçлăхĕ Анастасия Игнатьева аваришĕн айăпли питĕ пăшăрханнине палăртать. Вăл вилнĕ çынна пытарма кайнă тăкаксене саплаштарнă кăна мар, ăна пытарма та хутшăннă. Паллах, вилнĕскерĕн тăванĕсем масар çинче ун пирки ырă сăмахсем каламан...

Елчĕк районĕн сучĕ ăна çул-йĕр правилисене пăснă май асăрханмасăр çынна вилĕм кÿнĕшĕн, çавăн пекех çын сывлăхне йывăр сиен кÿнĕшĕн айăпланă, икĕ çуллăха колони-поселение ăсатма йышăннă. Пурлăх тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштарма арçыннăн шар курнисене 220 пин тенкĕ тÿлемелле.

Ольга ПАВЛОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.