«Ку чиртен сывалаймастăп»

Юлашки хут Александр Савельев-Сас патĕнче хăнара пилĕк çул каялла пулнăччĕ. Ун чухне мăшăрĕ Феодосия Федоровна та пурăнатчĕ-ха. Пылпа, çырла варенийĕпе чей ĕçсе сĕтел хушшинче вăрахчен калаçса ларнăччĕ. Шел те, виçĕ çул каялла ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă мăшăрĕ. Кĕçĕн ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать халь арçын.

Çак кунсенче пĕр талăклăха çеç тăван тăрăха - Пушкăртстана - кайса килме май пулчĕ. Аякри çывăх çыннăмсемпе тăвансем тунсăхлаттараççĕ çав. Александр Сас писатель, журналист пирĕнтен инçетре пурăннине, вăхăчĕ ахаль те хĕсĕккине пăхмасăрах ун патне тепĕр хутчен çитсе килтĕм. Таçтан аякранах асăрхарăм ăна: мана кĕтме урама тухса тăнă. Кил умĕнчен иртсе каясран пăшăрханнă вăл. Ватăлмасть-ха Александр Савельев. Кĕçех 82 çула çитет тесен никам та ĕненмĕ.

Хресчен пурнăçĕ

- 25 çул шкул, тепĕр 20 çул хаçат пурнăçĕпе пурăнтăм. Халĕ вара эпĕ чăн-чăн хресчен, - терĕ Александр Сергеевич.

Савельевсен сад пахчинче темĕн тĕрлĕ улма-çырла йывăççи ÿсет. Вĕсене йăлтах Александр Сергеевич пăхса тăрать. Çĕр ĕçне юратаканскер кунĕпех пахчара тăрмашать. Çуркунне йывăç тунисене шуратать. Кинне помидор лартма, кайран тĕмсене çыхса пулăшать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пулнă май ку кил-çуртра, чăн та, ĕç нумай. Сурăхĕсем вуннă ытла. Унсăр пуçне пĕр ĕне, вăкăр, хĕл каçнă тына, кăçалхи пăру...

Çамрăксенчен маларах вăранать шур сухал. Кашни кунах ирхи пиллĕкре тăрса ялти пĕвене пулла васкать. «Çанталăк сулхăнрах тăнă май пулă ытлах лексе каймарĕ юлашки вăхăтра», - палăртать вăл.

54 çул пĕрле

Пулас мăшăрĕпе Александр Сергеевич салтакран таврăнсан шкулта паллашнă. Иккĕшĕ пĕрле ĕçленĕ. Феодосия Федоровна химипе биологи вĕрентнĕ. Ăна вара, Германире виçĕ çул çарта тăнăскере, çитнĕ майăнах нимĕç чĕлхи шанса панă. Çавăн пекех физкультура та ертсе пынă.

- Çĕнĕ çулта пирĕнтен 30 çухрăмри Нукасак ялне сăрт-ту урлă, вăрман витĕр 12 лашапа хĕр илме кайрăмăр. Эх, чăваш туйĕ епле илемлĕ иртнĕччĕ! Авланнă çулах пÿрт лартса уйрăлса тухрăмăр, - аса илет çамрăк чухнехине писатель.

Феодосия Федоровна виçĕ çул каялла тăрук уйрăлса кайнă.

- Эпĕ райцентра Толпаса кайма пуçтарăннăччĕ. Мăшăрăм аптекăран эмел илсе килме каларĕ. Мĕн-мĕн кирлине хут çине çырма тытăнтăм. Диван çинче лараканскер çав вăхăтра минтер çине хуллен тÿнсе кайрĕ те калаçайми пулчĕ. Темиçе минутран вилсе кайрĕ. Çывăх çынна пытарма, унран уйрăлма питĕ йывăр. 54 çул пĕрле килĕштерсех пурăнтăмăр. Вăл манăн ĕçе ăнланатчĕ. Тепĕр чухне кăна: «Çутă çунтарса мĕн çĕрĕпе ларатăн? Кан-ха», - текелетчĕ.

Вăрçă ачисем

Александр Сергеевичăн ашшĕ Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Ялтан пĕрле тухса кайнисемпе нимĕçсем патĕнче виçĕ çул тыткăнра пулнă. Чирлесе таврăннă унтан. Сывалайман, 1948 çулта хĕне кайса вилнĕ. Виçĕ ывăлне амăшĕ пĕчченех çитĕнтернĕ. «Анне 91 çула çитсе вилчĕ. Марфа Трубинапа пĕр çулхискерччĕ вăл. Уйăхне 12 тенкĕ пенси илсе пурăнаканскер виличчен виçсĕмĕре те пиллесе 100-шер тенкĕ парса тухрĕ. Вăт, анне чунĕ мĕнле вăл! Ачисене пулăшас тесе çимесĕр пуçтарнă ĕнтĕ ăна», - çывăх çынни пирки ăшшăн аса илчĕ Александр Сергеевич. Вăрçă пуçланнă чухне 9 çулта çеç пулнăскер ун чухнехи нушаллă та тертлĕ пурнăçа лайăх ас тăвать. Урам тăрăх выляса çÿреймен вăл вăхăтра. Çăкăр çисе курас тесе иртен пуçласа çĕрлеччен аслисемпе тан уй-хирте тар тăкнă. Çав çулсенчи ачасене халалласа «Куççульлĕ çăкăр» повесть çырнă Александр Савельев. Ал çырăва Чăваш кĕнеке издательствине ярса панă. «Вăрçă чарăннăранпа çитес çул 70 çул пулать. Тен, çавна халалласа кăларĕç те», - шанчăкпа, çутă ĕмĕтсемпе пурăнать çыравçă.

Ултă мăнук

Мăнукĕсемшĕн савăнать Александр Савельев. Вĕсем унăн улттăн. Сăн ÿкерчĕкĕсене стена çине çаксах хунă. Чи кирли - аслашшĕн-кукашшĕн ĕçне хаклаççĕ, хисеплеççĕ вĕсем. Пĕри качча тухнă хыççăн Голландире пурăнать. Кĕçĕн ывăлĕн Кольăн ачисем иккĕшĕ те - Ĕпхÿре. Таня аслă шкулта нанотехнолога вĕренсе тухнă хыççăн заводра инженерта ĕçлет. Саша Ĕпхÿри радиоэлектроника колледжне пĕтернĕ. Халĕ МЧСра тăрăшать.

Пĕр чарăнми шаккать машинка

Компьютер та сĕтел çинчех ларать. Анчах та хăнăхнă йăлапа пичет машинкипе пĕр чарăнми шаккать те шаккать Савельев-Сас. Иртнĕ çул Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Эпир - ял ачисем» кĕнеки пичетленсе тухнă. Пушкăртстанра тухса тăракан «Урал сасси» тата районти «Авăркас хыпарçи» хаçатсенче унăн очеркĕсемпе статйисем, сăвви-калавĕ тăтăшах пичетленеççĕ. Уйрăмах çыравçăн шÿтлĕ калавĕсемпе сăввисене юратаççĕ вулакансем. Пирĕн кăларăмсенче те унăн хайлавĕсем час-часах тĕл пулаççĕ.

«Ку чиртен эпĕ нихăçан та сывалаймастăп. Çырасси - чир ĕнтĕ вăл», - сыв пуллашрĕ манпа Савельев-Сас.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Елена АТАМАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.