Крымран — тăватă медальпе

Крым Республикинчи Алушта хулинче Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртура пирĕн спортсменсем лайăх кăтартусемпе палăрнă.

Йĕпреç районĕнчи Пучинке каччи Алексей Иванов Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ М.В.Петров ертсе пынипе тимĕр вăййипе вунпилĕк çултах кăсăкланма пуçланă. Ял хуçалăх академине вĕренме кĕрсен яш республикăри çамрăксен спартакиадинче çĕнтернĕ, тепĕр çулхинех Пĕтĕм Раççейри ăмăртура РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Юлашки вăхăтра Пучинке каччи юниорсен чемпионатĕнче, Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисенче пĕрремĕш вырăнсем йышăннă.

Крым Республикинче А.Иванов тата пысăкрах çитĕнÿ тунă: 32 килограмлă икĕ снаряда кăкăр çинчен 109 хут тĕртсе, унтан кире пуканне 189 хут çĕклесе çамрăксен Европа рекордне çĕнетнĕ, спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне тултарнă. Европа чемпионачĕн пĕлтĕрхи çĕнтерÿçин Александр Павловăн /тренерĕ — ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Глинкин/ кăтартăвĕ те аван, вăл 85 килограмлă виçере чи пысăк парнене çĕнсе илнĕ. Раççей кубокĕнче çавăн пекех Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студентки Анастасия Александрова тата Елчĕк районĕнчи Сергей Соловьев вăй виçнĕ, хăйсен виçисенче бронза медале тивĕçнĕ. Çĕршыв ăмăртăвĕнче пьедестал çине пирĕн тепĕр ентеш — Йĕпреç районĕнчи Пучинке пики Джанита Щербина-Павлова /хальхи вăхăтра вăл Самар облаçĕнче пурăнать/ — хăпарнă.

Халĕ çак спортсменсем юпа уйăхĕн 26-29-мĕшĕсенче Казахстанра иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнма хатĕрленеççĕ.

Петр СИДОРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.