Крым йышăнăвĕ - ирĕклĕ, тĕрĕс утăм

19 Пуш, 2014

Раççейре, çав шутра - Чăваш Республикинче те, Украинăн çĕнĕ влаçĕн ĕç-хĕлне, унти ультранационалистсене сивлесе, Крым халăхĕпе пĕрле пулнине палăртса йышлă халăхлă митингсем иртеççĕ. «Эпир - миршĕн! Крымшăн!», «Раççейпе Украина халăхĕ - пĕрлĕхлĕ», «Хамăрăннисене пăрахмастпăр!» - шухăш-чăнлав пĕрлештерет паян пире. Эпир шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ çынсем те çакнах çирĕплетрĕç.

Александр Яковлев, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /Шупашкар хули/:

- Паян мана Раççейпе Украина хушшинчи хутшăну, çивĕчленнĕ лару-тăру питех те канăçсăрлантарать. Мĕн ĕмĕртен эпир пĕр çемьери пек тăванлăх туйăмне тĕпе хурса пурăннă. Эпир славян халăхĕ вĕт. Мĕн харкашмалли, пайламалли пур пирĕн? Çак хирĕç тăру ырри патне илсе пыманнине пирĕнтен кашниех ăнланать. Украинăн сылтăм радикалĕсенчен тем те кĕтме пулĕ. Вĕсем нацизм сĕрĕмĕпе анранă. Хĕç-пăшалпа хăмсараççĕ. Вăрçă-харçă пуçланас хăрушлăха пĕтерме пĕтĕм халăхăн - Раççейĕн, Украинăн та, ыттисен те - пĕрле тăрăшмалла.

Чăваш Ен те Крымпа тачă çыхăннă. Сăмахран, манăн шăллăм Андрей Яковлев капитан-лейтенант Севастопольте, Хура тинĕс флотĕнче хĕсметре тăнă. Хăй вăхăтĕнче ăна Украинăн çар флотне куçма сĕннĕ. Шăллăм сĕнĕве йышăнман: ăна çар çынни пĕр хут кăна присяга панипе сăлтавланă. Çар тумне ирĕксĕр хывсан Бахчисарайри риэлтор компанийĕнче тăрăшать. Икĕ халăх хушшинчи тăнăç пурнăçа нимĕн те çитмĕ. Крым Раççей йышне кĕни - пурнăçри чăн факт. Кăмăла каять-и вăл е çук-и - ăна текех улăштараймăн.

Клавдия Андреева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ /Йĕпреç районĕ, Вырăс Тимеш ялĕ/:

- Пуш уйăхне кĕнĕренпех Крымран килекен хыпарсемпе кăсăкланатăп. Симферопольте манăн вăталăх хĕрĕм пурăнать. Çĕнĕ çул умĕн вăл тăван тăрăха килсе кайрĕ, çавăн чухне Украина çĕр-шывĕнче лару-тăру çивĕчленсе пыни çинчен пĕлтерчĕ. Паян вара манăн чун-чĕре лăпкă: Крым çур утравĕ çинче пурăнакансем хăйсен тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕшĕн - каллех Раççее таврăнма шăпа тухнăшăн ача пекех хĕпĕртетĕп. Вĕсем питех те тĕрĕс утăм турĕç. Ÿлĕмрен хăйсене пирĕн çĕр-шывăн саккунлă субъекчĕн тивĕçлĕ çыннисем тесе йышăнĕç, Украина националисчĕсен мăшкăлĕнчен хăтăлса тухнă хыççăн тăван чĕлхепе мăнаçланса та хавхаланса калаçĕç. Крымри референдум пĕтĕмлетĕвĕсене пĕлсенех хĕрĕме карас телефонĕпе шăнкăравласа саламларăм. Халĕ пĕр-пĕрин патне час-часах кайса çÿреме тытăнăпăр, çавна май пирĕн çыхăнусем çирĕпленсех пырĕç.

Алевтина Кузнецова, педагог /Улатăр районĕ, Восход поселокĕ/:

- Крым çакăн пек çул-йĕр суйласа илесси халăх сасăлавне ирттеричченех паллăччĕ. Референдума хутшăннă çынсенчен ытларахăшĕ Раççейпе пĕрле пулма кăмăл тăвасса шаннă та, ĕненнĕ те эпĕ. Çак утăма тума нимĕнле хирĕçле вăй та чăрмантараймарĕ вĕсене. Халĕ ĕнер кăна хăйсене мĕскĕннĕн курса тăнă çынсен сăн-питĕнче лăпкăлăх палăрать. Вĕсем паянтан Раççей çĕр-шывĕн ырлăхĕпе тĕрекне ÿстерессишĕн пирĕнпе пĕрле, пĕр тĕллевлĕ çемьере тăрăшма тытăнĕç. Украина халăх поэчĕн Павло Тычинăн «Пĕр кил-йыш туйăмĕ» ятлă сăвви пур, унта çырса кăтартнă тăванлăхпа туслăх кĕреки малашне икĕ халăха тата та таччăнрах пĕрлештерĕ. Çав шанăç кăмăла çĕклет, ыранхи кун телей шевлипе çуталса килесси никама та иккĕлентермест.

Иван Саландаев, Чăваш наци конгресĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи:

- Ырă хыпар чуна ăшăтать. Хамăр районти пин-пин çын пекех эпĕ те Крым çур утравĕнче пурăнакансем Раççейпе пĕрлешес ыйтупа референдум ирттернине, унти халăхăн çав тери пысăк пайĕ Раççей йышне кĕрессишĕн сасăланине хавхаланса йышăнтăм.

Крым - пирĕнпе! Урăхла епле-ха? Çак çур утрав маларах та пирĕн пулнă, Н.Хрущевăн ăссăрла политикине пула çеç тăвансенчен уйрăлтăмăр. Тĕрĕслĕх çĕнтермеллех! Пĕтĕм халăх референдумĕ çакна яр уççăн кăтартса пачĕ.

Эпĕ Крым çур утравĕнче икĕ хутчен те пулнă, унти курортсем ĕмĕр асра юлнă. Пурнăç йĕркеленсе кайсан малашне те çак юмахри пек илемлĕ вырăнсенче пулса курасчĕ-ха. Çакна çирĕп ĕненетĕп!

Крым çур утравĕнче чăвашсем те - эпĕ лайăх паллакан çынсем - пурăнаççĕ. Вĕсене те эпĕ референдум иртнĕ ятпа чĕререн саламлатăп. Пĕрлĕхре - вăй, Раççейпе пĕр çемьере пурăнса эпир халăхсен хушшинчи туслăха тата та çирĕплетĕпĕр.

Николай Пантелеймонов, Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Украинăра хăй вăхăтĕнче тĕп тăвайман Бандера ушкăнĕн мăнукĕсем халĕ пуç çĕклесе тăнăçлăхра аталанакан патшалăхăн нумай нациллĕ халăхне йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкерчĕç. Майдан пуçтахĕсен айăпĕпе юн та тăкăнчĕ. Океан леш енчи «тетесем» Яценюк, Тягнибок, Ярош, Кличко тата çавăн пек шухăш-кăмăллă çынсен аллипе кăвар туртнине ахаль çын та ăнланать. Крым референдумĕ кунти халăх такамсен умĕнче мĕскĕннĕн пуç пĕксе тăма килĕшменнине, хăйĕн шăпине татса пама тăрăшнине уççăн кăтартса пачĕ. Çакăнпа килĕшмесĕр тăракансем урччăр-туллашччăр, пур пĕр вĕсем шухăшланă пек пулас çук. Истори хăех кам тĕрĕс пулнине кăтартрĕ, пурне те хăй вырăнне лартрĕ.

Политика лару-тăрăвĕ тăнăçсăр çĕр-шывра пурăнма, паллах, çав тери йывăр. Крым Автономийĕ Раççей йышне субъект шучĕпе кĕме йышăннине пирĕн ял тăрăхĕнчи çынсем пысăк хавхаланупа, ырласа кĕтсе илчĕç. Çитет вĕсене унта асапланса пурăнма! Ăссăр политиксен йăнăшне вăхăт хăй тÿрлетрĕ: яланах Раççей çĕрĕ пулнă Крым унăн йышнех таврăнчĕ.


Геннадий КУЗНЕЦОВ,

Юрий СТЕПАНОВ

ыйтса пĕлнĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.