Кролик чирлесен

7 Нарăс, 2019

Пирĕн тăрăхра лайăх ĕрчекен кроликсем усратăп. Вите çумĕнчи хÿтлĕхри читлĕхре пурăнаççĕ. Пĕри сунаслама пуçларĕ, ăна тÿрех ыттисенчен уйăртăм. Ăна мĕнле сиплемелле, ыттисене инфекци лекмест-и?
Елизавета СТЕПАНОВА.
Муркаш районĕ.
Вулакан ыйтăвне Николай ВАСИЛЬЕВ ветеринар хуравлать:
— Кролик сунаслани шăнса пăсăлнине е инфекци ернине пĕлтерет. Кролик ачаш чĕр чун, вăхăтра сиплемесен хăвăртах вилме пултарать. Сунаслакан, имшерленнĕ кролика тÿрех уйăрмалла, ăшша вырнаçтармалла, сиплемелле. Чĕр чунăн сăмсинчен çутă манка юхать тĕк ку шăнса пăсăлнине систерет. Енчен те манка шурăрах сăрă е симĕсрех тĕслĕ пулсан кроликăн — инфекци чирĕ. Кун пек чухне уйрăмах тимлĕ пулмалла, читлĕхри чĕр чунсене сăнасах тăмалла. Лайăхрах апатлантармалла, сивĕ лекесрен хÿтĕлемелле, витамин памалла.
Чĕр чунăн сăмси вăйлă манкаланать пулсан кунне 2-3 хутран кая мар манкана пĕчĕк шприцпа сăхса илмелле. Тăвар, е фурацилин шывĕпе çуса илмелле, сăмса шăтăкне 2-3 тумлам тумлатмалла. Çын сăмсине пĕрĕхмелли препаратпа усă курма юрать. Хавшанă выльăха антибиотикпа инструкцие пăхăнса сиплемелле. Чир палли 4-5 кунран иртет. Пур пĕрех ăна икĕ эрне уйрăм тытмалла, каярах, ыттисем чирлемесен, пĕрле яма юрать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.