Космонавтсен аллейи кирлех!
16 Ноября, 2016 | Хыпар | Пулса иртни | Пуçару

2017 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиацин генерал-майорĕ Андриян Григорьевич Николаев тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут çĕкленнĕренпе 55 çул çитет.

Чăваш халăхĕ хăйĕн паттăр ывăлне чунран юратать, унпа тивĕçлипе мухтанать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл Çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан пин-пин çын килсе куракан чаплă та паллă ят пулса тăчĕ. Космонавтика кунĕнче тата Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавчĕ çуралнă кун кунта çулсерен савăнăçлă уяв иртет.

А.Г.Николаев тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут çĕкленнĕренпе 55 çул çитнине Чăваш Енре çеç паллă туни çителĕксĕр. Çак уява Раççей шайĕнче те паллă тумалла. Республикăн Сад ĕрчетекенсен пĕрлешĕвĕн председателĕ, Раççей Наукăсен Академийĕн Н.Цицин ячĕллĕ Тĕп ботаника сачĕн директорĕн канашçи Юрий Соколов кун пирки пĕртте иккĕленмест. Андриян Николаевăн черетлĕ çуралнă кунне 2016 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче Шуршăлта паллă тунă чухне вăл Раççейĕн Тĕп ботаника садĕнче Космонавтсен аллейине уçма сĕннĕ. Юрий Анатольевич сĕнĕвне Чăваш Ене ертсе пыракансем те ырланă. Ю.А.Соколов «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравлать.

— Юрий Анатольевич, Тĕп ботаника садĕнче Космонавтсен аллейине уçас шухăш патне епле çитрĕр?

— Республикăн Сад ĕрчетекенсен пĕрлешĕвне 2014 çултанпа ертсе пыратăп. Вăл — Чăваш Енри сад çитĕнтерекен организацисенчен чи йышлисенчен пĕри. Пурĕ 355 пин çынна пĕрлештерет. Унта тăракансене çут çанталăка, сад-пахчана тата тăван Чăваш Ене чунран юратни чăмăртать.

2015 çултанпа эпĕ — Раççей Наука Академийĕн Н.Цицин ячĕллĕ Тĕп ботаника сачĕн директорĕн, биологи наукисен докторĕн, нумай нациллĕ Раççее чунтан юратакан Александр Сергеевич Демидов канашçи.

— Андриян Николаев летчик-космонавт сирĕншĕн мĕншĕн питĕ хаклă?

— Вăл — пирĕн мухтав, мăнаçлăх! Вăл чăваш халăхĕн ятне çÿле çĕклерĕ, хамăра ытларах хисеплеттерме, хаклама вĕрентрĕ. Эпĕ Андриян Григорьевичпа тата унăн амăшĕпе Анна Алексеевнăпа пĕр кун — авăнăн 5-мĕшĕнче — çуралнă. Ахăртнех, çавăнпа Андриянăмăрăн çутă сăнарĕ маншăн уйрăмах хаклă. Пурнăçра нимĕн те ăнсăртран пулмасть — Мускав варринче Космонавтсен аллейине уçас тĕллев ăнсăртран çуралмарĕ паллах.

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх — сĕнĕвĕре чи малтан республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырланă.

— Çапла. Михаил Васильевич А.Г.Николаева сума суса пурăннине пурте пĕлеççĕ. Сăмах май, Михаил Васильевич сад ĕрчетекенсен ĕçне пысăка хурса хакланине туйсах тăратпăр.

Нумаях пулмасть эпĕ Мускавра Тĕп ботаника сачĕн директорĕпе А.С.Демидовпа тата Никама пăхăнман патшалăхсенчи ботаника сачĕсен канашĕн ученăй-секретарĕпе С.А.Потаповăпа тĕл пултăм. А.Г.Николаев тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут парăнтарнăранпа 55 çул çитнине уявланă тапхăрта Тĕп ботаника садĕнче Космонавтсен аллейине уçас ыйтăва çĕклерĕм. Мускаври ĕçтешĕмсем аллея кирлине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Унăн ландшафт проектне хатĕрлеме пысăк опытлă ăстасене явăçтармаллине палăрт­рăмăр.

— Юрий Анатольевич, Тĕп ботаника сачĕ çинчен пĕр-ик сăмах калаймăр-и?

— Вăл Европăри чи пысăк сад, унта Çĕр чăмăрĕ çинчи пур континентра тата пĕтĕм çанталăк зонисенче çитĕнекен ÿсентăранăн пуян коллекцийĕ упранать. 1945 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче уçнă, пĕрремĕш директорĕ — Николай Васильевич Цицин. Чĕрĕ коллекци 163330 таксонран тăрать, ку йыша 8220 тĕрлĕ ÿсентăран тата вĕсен 8110 формипе сорчĕ кĕреççĕ. Çав коллекцисемпе тата архитектурăн ку чухнехи меслечĕсемпе усă курса ботаника экспозицийĕсене йĕркеленĕ: Раççейпе Совет Союзĕн çут çанталăкĕпе флорине кăтартни, дендрари, тропикра тата субтропикра çитĕнекен ÿсентăран, декоративлă чечексем тата ытти те.

Н.Цицина чăвашсем те ман­маççĕ. Эпĕ сĕннине шута илсе Сад ĕрчетекенсен пĕрлешĕвĕн тата Тĕп ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕн хастарĕсем кăçалхи çу уйăхĕнче Атăл леш енчи вăрманта Н.Цицина асăнса пĕр гектар ытла хырпа чăрăш лартрĕç. Социализм Ĕçĕн Геройĕ, Ленин тата Сталин премийĕсен лауреачĕ, нумай орден кавалерĕ.

— Аллейăна хăçан хывма палăртатăр?

— 2017 çулхи ака уйăхĕнче тума пуçлатпăр, А.Г.Николаев пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ кун ĕçе тăсатпăр.

Виктор ВИНОГРАДОВ

калаçнă

 

Виктор ВИНОГРАДОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.