Космонавтика кунĕнче — патриотизм урокĕ

Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăкри вулавăшра Космонавтика кунне уявланă май «Ылтăн çăлтăрсем» патриотизм урокĕ иртнĕ.

Ачасем тĕнче уçлăхĕн пурнăçне путнă май çын космоса вĕçес ĕмĕтне кам пулăшнипе пурнăçланине пĕлнĕ. Çăлтăрсем патне вĕçнĕ чĕр чунсем çинчен те ытларах каласа кăтартма пултараççĕ халь вĕсем. Паллах, паллăран та паллă космонавтсем пирки те калаçу пуçарнă ачасемпе. Вулавăшра ятарлă курав та уçнă. Ăна тĕпченĕ май паттăр ентешĕмĕр — Андриян Николаев — пурнăçĕпе ытларах паллашма май пур.

 

Татьяна НАУМОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас