Коррупци валли вăрттăн çул ан юлтăр

12 Авăн, 2014

Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курмалли, хăйăр кăлармалли, ирĕк памалли аукционсен кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Калăпăр, Шупашкар районĕнчи Çĕктерти хăйăр карьерĕ. Аукциона 5 организаци хутшăннă, СУОР çĕнтернĕ. Çавна май бюджета самай пысăк укçа кĕрĕ. Пĕтĕмпе вара кăçал çавнашкал 10 аукцион йĕркеленĕ, çакă бюджета кÿнĕ пайта - 39,5 млн тенкĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата 46 млн кĕмелле, пĕтĕмпе вара 86 млн тенкĕ патнеллех пулĕ.

- Лайăх кăтарту, - палăртнă ЧР Пуçлăхĕ, - çакă хăй тытăмлăх органĕсен, влаçăн ăнăçлă ĕçĕ. Аукционсенче унта хутшăнакансемшĕн пуриншĕн те пĕрешкел условисем йĕркелетпĕр. Унччен хăшĕсене çăмăллăхсем панă. Халĕ çавăнпа вĕсем кăмăлсăрланаççĕ, вĕсенчен пĕрисем саккунлă ĕçленĕ, теприсем - саккунлах мар. Массăллă информаци хатĕрĕсенче тĕрлĕрен çыраççĕ. Эпир никама та саккун нормисене пăсма памăпăр. Çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курассине рынок механизмĕсем çине куçаратпăр. Коррупци валли вăрттăн çулсем юлмаççĕпе пĕрех.

Хăйĕн сăмахне вăл цифрăсемпе çирĕплетнĕ. 2011-2013 çулсенче 24 аукцион ирттернĕ май республика бюджетне 50 млн тенкĕ кĕнĕ. 2008-2010 çулсенче вара 16 суту-илÿ пулнă. Михаил Васильевич вĕсем пирки "çурма хупăскерсем" тенĕ, çав аукционсем бюджета пĕтĕмпе те... 1 млн тенкĕ кÿнĕ. "Чухлама кăна пулать..." - пăтравлă лару-тăрупа унччен камсем пайта курнине систерсе каланă республика Пуçлăхĕ.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрне Иван Исаева вăл çак ĕç-пуç пирки халăха тĕрĕс информаци пама сĕннĕ. Патшалăх служащийĕсене хăшĕ-пĕри "ăнланмалла мар витĕм кÿме" тăнине палăртса унашкал пулăмсене татăклăн пÿлме хушнă. Хăйăр тĕлĕшпе ăна кăлармалли лицензие 15 организацирен туртса илнĕ. Çав шутра Шупашкар юхан шыв портĕнчен - 6 лицензи. Икшер лицензие - Тăвай "Сельхозхимийĕнчен" тата Комсомольски районĕнчи «Энергосервисран». Тата - Ишлейри кирпĕч завочĕ тĕлĕшпе: чылайранпа ĕçлемест.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.