Коррупци кăкланать теме иртерех-ха
КРИМ

ПНО пуçарнипе раштавăн 9-мĕшĕнче çуллен Коррупципе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Сăлтавĕ меллĕ те - çак кун умĕн РФ Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн Шупашкарти следстви пайĕн пуçлăхĕпе Константин Кандасовпа курнăçрăмăр - коррупципе çыхăннă ыйтусене çĕклерĕмĕр.

Кăçалхи 11 уйăхра следстви пайĕ коррупци сĕмĕллĕ преступленисем пирки 141 пĕлтерÿ йышăннă. Вĕсенчен 108-шĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. Танлаштарма: пĕлтĕрхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче асăннă пай 88 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсен шучĕ ÿсни патшалăх службинчи çынсем ытларах преступлени тунине, лару-тăру çивĕчленнине пĕлтерет-ши?

К.Кандасов капла иккĕленнипе килĕшмест: тивĕçлĕ тытăмсем çине тăрарах ĕçлесе преступленисене ытларах тупса палăртнă - çавă çеç. Мĕнлерех преступленисем-ха? 17 ĕçе судсене ярса панă ĕнтĕ - вĕсем тăрăх пайăррăн калаçма пулать. 6-шĕ - ултав, укçапа пурлăха хапсăнни тата взятка илни - 3-шер тĕслĕх. Преступленисене камсем туни те интереслĕ: 5 тĕслĕхшĕн тĕп хула администрацийĕн сотрудникĕсем айăплă, тата 5 преступление аслă вĕренÿ заведенийĕсен ĕçченĕсем тунă, 2-шне - ФСИН управленийĕн сотрудникĕсем. Тата - суд приставĕ, медицина учрежденийĕн тĕп бухгалтерĕ.

Халĕччен полици сотрудникĕсем те çакнашкал списока лекекенччĕ. Ку хутĕнче вĕсем çук, çакă ШĔМри реформа хыççăн йĕркелĕх хуралçисем тÿрĕ кăмăллăрах пулса тăнă теме май парать-и? Константин Анатольевич шухăшĕпе - вăл ертсе пыракан пайăн çак статистикинче полицейскисем пулманнине кура çапла калама пулать-тĕр. Апла пулин те вăл та йĕркелĕх хуралĕ коррупционерсенчен тасалнă тесе çирĕплетме васкамасть.

Уйрăм тĕслĕхсем пирки те калаçу пулчĕ. Коррупцин уйрăмах хăрушă тата анлă сарăлнă тĕсĕ - взятка илни. Калăпăр, Ленин районĕн сучĕ Мускав патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти политехника институчĕн право кафедрин доценчĕн ĕçне тишкерсе пăнчă лартнă. Преподаватель взятка илнĕ. Зачетшăн студентсенчен 6,3 пин тенкĕ пухнă. Суд ăна 189 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Унăн Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕнчи ĕçтешĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе те приговор паллă. Унта та профессор янтă укçана куç хывнă. Студентсене экзамен тыттармасăрах лайăх паллăсем лартса панă. «5» паллăшăн пин тенкĕ илнĕ, «4»-шăн - 800. 4,8 пин тенкĕ пухнине çеç çирĕплетнĕ, анчах судшăн çакă та ăна 150 пин тенкĕлĕх штрафлама, çулталăклăха преподавательте ĕçлемешкĕн чарма çителĕклĕ пулнă.

Взятка илнĕшĕн кăна мар, панăшăн та явап тытма тивет. Мускав районĕн сучĕ, сăмахран, суд приставне 40 пин тенкĕ пама тăнă çыннăн приговорне палăртнă. Хăйĕнчен 115 пин тенкĕ парăма шыраса илмелли производствăна чарса ларттарас тĕллевпе взятка парас тенĕ. Пристав укçана илмен, уголовлă ĕç çуралнă. Суд арçынна взяткăн 30 виçи чухлĕ штрафланă - 1,2 млн тенкĕлĕх! 115 пин тенкĕпе танлашакан парăмне вунă хут тÿлеме çитетчĕ вĕт.

Калинин районĕнче вара 72 çулти кинемей суд умне тăнă. Кăçалхи утă уйăхĕнче ватă çын кÿршипе урлă пулнă. Административлă правăна пăснин паллисем пуррине кура карчăк тĕлĕшпе протокол çырнă. Те телевизор пăхса вĕреннĕ - яваплăхран хăтăлас шухăшпа кинемей полицейские взятка, 5 пин тенкĕ, панă. Куншăн уголовлă майпах явап тытма тивнĕ.

Хальхи вăхăтра следстви пайĕ тĕпчесе пĕтернĕ темиçе ĕçе судсем тишкереççĕ. Пĕри - МЧСăн республикăри тĕп управленийĕн надзор ĕç-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе уйрăмах пысăк виçепе улталанăшăн пуçарнăскер. Тепĕр тĕслĕхре суд тенкелĕ çине Мускав патшалăх автомобильпе çул-йĕр институчĕн вырăнти филиалĕн экс-директорĕ ларнă. Вăл вузăн йышăну комиссийĕн членĕсене бюджет мелĕпе вĕренме кĕрекен абитуриентсенчен е вĕсен ашшĕ-амăшĕнчен укçа пухтарнă. Укçана ыр кăмăллăх тĕллевĕсем валли тесе аслă шкулăн аталану фондне хывтарнă. Çавна май унсăрăн вĕренме кĕреймессине ăнланса 26 çамрăкăн фонда укçа хывма тивнĕ - пĕтĕмпе 970 пин тенкĕ. Унсăр пуçне МАДИ филиалĕн директорĕ культура тата спорт мероприятийĕсем ирттерме пĕр организаципе контракт тунă. Мероприятийĕсене йĕркелемен, анчах фирмăна укçа куçарса панă. Кайран директор çав укçана, 184 пин тенке, предпринимательтен каялла илнĕ, вĕренÿ процесĕпе çыхăнман тĕллевсемпе тăкакласа пĕтернĕ.

К.Кандасов палăртнă тăрăх - коррупци сĕмĕллĕ тĕслĕхсемпе судсем айăплисем тĕлĕшпе тĕпрен илсен ирĕклĕхсĕр хăвармалли мелпе усă курмаççĕ, ытларах чухне штрафлаççĕ. Следстви пайĕ судсене кăçал ярса панă уголовлă ĕçсенчен 9-шпе - шăпах штрафсем, 2 тĕслĕхре - патшалăх службипе çыхăннă должноçсене йышăнма чарни. Шел те, кунашкал яваплăх чылайăшне шиклентермест пулас - коррупципе кĕрешес ĕç питех те ăнăçлă пырать, ăна кĕçех тĕппипех кăклăпăр теме иртерех-ха.

 

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.