Конституцие мĕнле улшăнусем кĕртесшĕн?

21 Нарăс, 2020

Раççейре пурăнакансен 70% Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусене ырласа йышăнать. Çакна «Левада-центр» кăçалхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче ирттернĕ ыйтăмăн пĕтĕмлетĕвĕ çирĕплетет. Чи анлă сарăлнисенчен пĕри — Раççей Президенчĕ Владимир Путин тăратнă сĕнÿ, пенсисен индексацийĕпе çыхăннăскер.

«Кашни сăмаха тата кашни сас паллине тĕрĕслесе тухмалла, çапах халăхпа хальччен мĕн тунине тата Конституцире çирĕплетнине тĕссĕрлетсе ямалла мар» — Владимир Путин çĕршывăн тĕп саккунне кĕртмелли улшăнусене хатĕрлес енĕпе ĕçлекен ушкăнпа нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче тĕл пулнă май çапла тума чĕнсе каланă. Çак ĕç ушкăнне 500 яхăн сĕнÿ çитнĕ. Паллах, вĕсене пурне те Конституцие кĕртеймĕç, çапах усăллă пĕр пуçарăва та çухатмалла мар — çапла тĕллев лартнă.
Тĕлпулăва çавăн пекех саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаç органĕсен, наукăпа искусство представителĕсем, обществăн паллă деятелĕсем хутшăннă. Ĕç ушкăнĕн членĕсем хăйсем тата граждансем Конституцие мĕнлерех улшăнусем кĕртме сĕннипе паллаштарнă. «Граждансем мĕн пирки ыйтаççĕ? Вĕсен сĕнĕвĕсем, тĕпрен илсен, социаллă ыйтусемпе çыхăннă. Тĕп темăсенчен пĕри — çемьесене пулăшасси. Çакăнпа çыхăннă сĕнÿсене шута илсе 114-мĕш статьяна «Правительствăн полномочийĕсене çемьене пулăшасси, çирĕплетесси, çемьен йăлана кĕнĕ пахалăхĕсене хÿтĕлесси кĕрет» тенине хушасшăн», — çирĕплетнĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Ольга Баталина. Вăл çавăн пекех хăш-пĕр çĕршывра «родитель номер один», «родитель номер два» текен ăнлавсем йĕркеллĕ пулăма кĕрсе пынинчен тĕлĕннине палăртнă. Патшалăх ертÿçи çапла хуравланă: «Эпĕ Президент чухне 1-мĕш тата 2-мĕш номерлисем пулмĕç, атте тата анне пулĕç».
«Касперский лабораторийĕн» çумникĕслевçи Наталья Касперская хальхи Конституцие хатĕрленĕ вăхăтра, 90-мĕш çулсенче, информаци хутлăхĕ пулманнине каланă. Вĕсем IT-отраслĕн эксперчĕсен ушкăнĕпе 71-мĕш статьян виççĕмĕш пайне анлăлатмашкăн «федераци центрĕн оборонăшăн, чикĕшĕн, çĕр айĕнчи пуянлăхшăн çеç мар, çавăн пекех информаци технологийĕсемпе даннăйсен çаврăнăшĕшĕн те яваплă пулмалла» текен улшăнусене хатĕрленĕ. «Даннăйсен çаврăнăшĕ тата граждансен даннăйĕсене хÿтĕлесси, манăн шухăшпа, — патшалăх ĕçĕ, ăна патшалăхăн йĕркелесе пымалла. Çакă малашне ытти саккун валли норма-право никĕсне туса хума май парĕ», — тенĕ Касперская. Путин унпа килĕшнĕ, çак шухăш пĕлтерĕшлине палăртнă.
Сĕнÿсен хушшинче çамрăксемпе çыхăнни те пур. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн çĕршывра 14-35 çулсенчи 37 миллион çын пурăнать: Раççей халăхĕн 25% яхăн. «Çав хушăрах Конституцире çамрăксем тата çамрăксен политики пирки калани пачах çук. Пирĕн федераци саккунĕ çук. 78 субъектăн хăйсен саккунĕ пур. Тĕрлĕ шайра 1 пин ытла норма-право акчĕ йышăннă, вĕсенче çамрăксен политики пирки калани пур. Çĕршыври çамрăксен пĕрлешĕвĕсен ячĕпе эпир Конституцире çамрăксен политикине Раççей Федерацийĕн тата унăн субъекчĕсен пĕрле ертсе пымалла тенине çирĕплетсе хăварма сĕнетпĕр. Раççее координациленĕ çамрăксен политики кирлĕ тесе шухăшлатпăр: вăл çамрăксен потенциалне тупса палăртассипе, вĕсене шкул ÿсĕмĕнчен пуçласа професси тĕлĕшĕнчен ÿснĕ тапхăр таран пулăшассипе çыхăнтăр», — тенĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Раççей ял çамрăкĕсен союзĕ» общество организацийĕн ертÿçи Юлия Оглоблина. «Сирĕнпе килĕшетĕп, тĕрĕс шухăш. Ку енĕпе ĕçлĕпĕр», — пĕлтернĕ Владимир Путин.
Конституцие улшăнусем кĕртесси волонтерсене те кăсăклантарать. Çакна Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» общество юхăмĕн тĕп штабĕн председателĕ Ольга Амельченкова 90-мĕш çулсенче, Конституцие çырнă чухне, ырă тăвассипе çыхăннă тÿлевсĕр ĕç пирки никам та калаçманни çинче чарăнса тăнă. Ольга 2009 çулта волонтерсен йышне кĕнине, хăйсем Ленинградри блокадăра пулнисемпе ветерансене пулăшас тĕллевпе проект хатĕрленине аса илнĕ. Ун чухне вĕсене никам та ăнланманнине, шанманнине тата пулăшманнине палăртнă. Паян вара пачах урăхла. «Паян пирĕн çĕршывра пурăнакансенчен нумайăшĕшĕн волонтер ĕçне хутшăнасси пурнăç норми пулса тăчĕ. Çак юхăм паян — ытти çынна пулăшасси çеç мар. Ырă тăвасси тĕрлĕ наци, конфесси, политика юхăмĕнчи тата тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене пĕрлештерет. Волонтер юхăмĕ пирĕн обществăна пĕрлештерекен центр пулса тăчĕ. Эпир 114-мĕш статьяна, РФ Правительствин полномочийĕсен шутне, пулăшу мерисем пирки калакан пункт — шăпах волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки — кĕртесшĕн. Çакă пирĕн обществăра волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерĕшне çирĕплетсе хăварĕ», — çапла шухăшлать Ольга Амельченкова. Çĕршыв ертÿçи «ку питĕ кирлĕ» тенипе килĕшнĕ.
Тĕлпулура Раççейре пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ ытти темăна та çĕкленĕ. Çавăн пекех Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусене йышăнмалли вăхăта тăсма палăртнă: килекен пĕтĕм сĕнĕве пăхса тухма тата хатĕрлеме вăхăт çителĕклĕ пулмалла, çав хушăрах асăннă ĕçе тăсса та ямалла мар. Çак тапхăра пуш уйăхĕн 2-мĕшĕччен тăсасшăн. Кун пирки калакан йышăнăва РФ Патшалăх Думин Канашĕнче те тунă.

ШУХĂШСЕМ

Анатолий УХТИЯРОВ, ЧР Общество палатин председателĕн пĕрремĕш çумĕ, юридици наукисен кандидачĕ:

Эпĕ хамăн диссертацире Конституци тата муниципалитет правин темине тишкернĕ. Çавăнпа çĕршывăн тĕп саккунне кĕртме сĕнекен улшăнусем маншăн пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене халăх та сĕнме пултарни аван. Халăх — влаç куçĕ. Вăл патшалăх органĕсене йĕркелет: шăпах халăх, должноçри уйрăм çынсем мар. Çавăнпа Раççейре пурăнакансен патшалăх влаçĕн органĕсене йĕркелеме, çынсен пурнăçне лайăхлатма кирлĕ саккунсене йышăнас ĕçе те хутшăнмалла. Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусем правленин президентлă çĕршыв статусне чакармаççĕ. РФ Президенчĕн полномочийĕсен пĕр пайне Федераци Канашне тата Патшалăх Думине парасшăн. Манăн шухăшпа, çакă – паянхи самана ыйтăвĕ.

Нина СЕМЕДОВА-ПОЛУПАН, ЧР Общество палатин Вĕренÿпе çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ, социологи наукисен кандидачĕ:

ЧР Общество палатинче РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусене тишкерес тата сÿтсе явас енĕпе ĕç комиссийĕ туса хунă. Пирĕн палатăна РФ Президенчĕ çумĕнче туса хунă ĕç ушкăнĕ пухнă улшăнусемпе сĕнÿсене ярса панă. Эпир вĕсене хамăрăн комисси ларăвĕнче пăхса тухрăмăр, нумайăшне ырларăмăр: уйрăмах социаллă сферăпа çыхăннисене тата патшалăх тытăмне пырса тивекен хăш-пĕр ыйтăва. Мана «Правительство тытăмĕнчи, Патшалăх Думин ертÿçисемпе представителĕсен ют çĕршыв гражданинĕ пулмалла мар» тени килĕшрĕ. Ун пек çынсене хамăрăн çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ теме май килмест, эппин, вĕсем çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанине тивĕçлĕ шайра параймĕç. Çак улшăну Конституцие кĕрессе шанатăп. Çемьесене пырса тивекеннисене ырлани те кирлех. Çемье — арçынпа хĕрарăмăн мăшăрлану пĕрлĕхĕ, унта арçын — ашшĕ, хĕрарăм — амăшĕ.

Олег ШИРОКОВ, ЧР Общество палатин членĕ, истори наукисен докторĕ:

Мана тата хамăн таврари çынсене пырса тивекен ыйту — волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕ. Хальхи вăхăтра ырă тăвакансен юхăмĕ питĕ вăйлă аталанса пырать. Тĕрĕссипе, кун пек ушкăнсем малтан та пулнă. Тĕслĕхрен, ДОСААФ. Анчах 1993 çулта йышăннă Конституцире вĕсем пирки калани çук. Манăн шухăшпа, çывăх вăхăтра йышăнма хатĕрлекеннинче волонтерсем пирки калакан улшăнусене кĕртмеллех. Правительство ырă тăвакансен юхăмне ырланине, пулăшма пултарнине палăртмалла. Ку çынсен хутшăнăвне те пырса тивет.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.