Конкурсра - 200 шкул хаçачĕ

2 Нарăс, 2016

Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен аталанăвĕн центрĕнче шкул хаçачĕсен регионсен хушшинчи «Пресса шкулĕ - 2016» пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Чыслава ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов хутшăннă.

Александр Степанович палăртнă тăрăх - «Грани» Издательство çурчĕн «Школа-пресс» проекчĕ ытти МИХ редакцийĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Асăннă пултарулăх ăмăртăвĕ кăçалхипе вуннăмĕш хут иртнĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ çулран-çул ÿсет. Кăçал акă федерацин Атăлçи округĕнчи 10 регионтан 200 шкул хаçачĕ тăратнă. «Шкул хаçачĕсене кăларса тата конкурса хутшăнса ачасем шкул саккинченех пулас профессие алла илме хатĕрленеççĕ. Ку питĕ ырă тĕслĕх. Вĕсем журналистика тата филологи факультечĕсен студенчĕсем пулĕç. Журналистика анинче пĕрремĕш утăмсене тунă ĕнтĕ, - тенĕ Александр Иванов.

Жюри палăртнă тăрăх, «Хула шкулĕнчи чи лайăх хаçата» Шупашкарти 61-мĕш шкулта тата Волгоградри 8-мĕш лицейре кăлараççĕ. «Ял шкулĕнчи чи лайăх хаçат» номинацире Тăвай шкулĕнчи çамрăк журналистсем çĕнтернĕ. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи çамрăк калемçĕсем чăвашла кăларакан «Юхла шевлисем» хаçатшăн «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕн ятарлă парнине тивĕçнĕ. «Шкул хаçачĕн чи лайăх корреспонденчĕ» ята Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулта пĕлÿ илекен Софья Окунева çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсене Дипломпа, парнесемпе чысланă. Мероприятире çамрăк журналистсем тата шкул хаçачĕсен кураторĕсем валли ăсталăх сехечĕсем те йĕркеленĕ.

С.ИВАНОВА.

Автор: