Концерн шăпи пăшăрхантарать
Октябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Трактор завочĕсем» концерн» корпораци управленийĕн компанийĕн президенчĕпе - генеральнăй директорĕпе Михаил Болотинпа тата концерн вице-президенчĕпе, «Агромашхолдинг» АУОн директорсен канашĕн председателĕпе Наталия Партасовăпа курнăçнă. Тĕлпулăва çавăн пекех ЧР Правительствин вице-премьерĕ Михаил Резников тата экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.
Концерн предприятийĕсенче тухса тăнă финанспа экономика лару-тăрăвне, çивĕч ыйтусене сирсе ямалли çул-йĕре сÿтсе явнă.
Концерн ертÿçисем палăртнă тăрăх - халĕ саккассен çителĕксĕрлĕхĕ туйăнмасть, туса кăларакан техника рынокра кирлĕ. Çав вăхăтрах чĕртавар, материалсем тата комплектламалли хатĕрсем туянма укçа çуккипе, кредит килĕшĕвĕсен процент тÿлевĕн тиевĕ пысăккипе, нефтьпе газ комплексĕ, «РЖД», «АЛРОССА» йышши стратеги шайĕнчи ĕçтешсен инвестици программисем пĕчĕкленнипе çыхăннă йывăрлăх пур.
Çаврăнăшри укçа çуккине кура продукци тиесе ăсатмалли контрактсене вăхăтра тата туллин пурнăçлама çук, производство чакать, ĕç укçи тÿлесси такăнать, çынсем тулли мар ĕç кунĕн режимĕпе ĕçлеççĕ, тÿлевсем тĕлĕшпе парăмсем капланаççĕ. Михаил Болотин Тулашэкономбанкăн сăнав канашĕ концерн парăмĕсене 2020 çулччен реструктуризацилеме йышăннине пĕлтернĕ. Анчах уйрăм банк-кредиторсем конструктивлă мар позици йышăннине кура ыйтăва татса парассине каяраха куçарнă. Çавна май çаврăнăш валли укçа уйăрасса 2015 çул вĕçĕнче кăна кĕтмелле.
«Концерн умĕнче çулталăк вĕçлениччен парăм тиевне чакармалли мероприятисене туллин пурнăçламалли тĕллев тăрать. Аталану стратегийĕнче эпир патшалăх пулăшăвĕн, Раççей шайĕнче кÿрекенскерĕн, мĕнпур формине палăртрăмăр», - тенĕ Наталия Партасова.
Михаил Игнатьев çак лару-тăрура йывăрлăхран тухмашкăн пĕрле вăй хумалли, хăй енчен пулăшма хатĕрри çинчен каланă. Регион ертÿçи ялхуçалăх машиностроенийĕн темипе çитес çул пуçламăшĕнче федераци Правительствин комиссийĕн уйрăм ларăвĕ иртесси пирки хыпарланă: «Тĕплĕ хатĕрленмелле, маларахах тивĕçлĕ сĕнÿсем памалла».
Палăртса хăвармалла: хушма пулăшу кÿрес тĕллевпе Раççей Правительстви «Трактор завочĕсем» концерна хăйĕн йышăнăвĕпе çĕршывăн пысăк пĕлтерĕшлĕ организацийĕсен шутне кĕртнĕ. Çавăн пекех концерн промышленноç отрасльне курăмлă витĕм кÿрекен организацисен списокĕнче шутланать. Унти предприятисен инвестици проекчĕсем Раççей Промышленноç министерствин импорта улăштармалли мероприятисен отрасль планне кĕнĕ.
К.АНДРЕЕВ