Комбайнпа та, алăпа та пуçтараççĕ
Элĕк районĕнчи хресченсем кăçал 608 гектар çинче çĕрулми çитĕнтерчĕç. Çывăх кунсенче ĕçе вĕçлес тĕллевлĕ.
— Çанталăк юлашки вăхăтра лайăхланни «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче вăй хуракансен ĕç тухăçлăхне самаях ÿстерчĕ. Иртнĕ эрнере лаптăк 270 гектар чакрĕ. Паян хирте 5 комбайн, 7 копалка ĕçлет. Гектар тухăçĕ 155 центнерпа танлашать, — пĕлтерчĕ райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Прохоров. Ертсе пыракан специалистпа Раиса Даниловăпа «Сельхозпродукты Чувашии» тулли мар яваплă обществăна çитсе курма сĕнчĕ.
Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕрулми пусси техникăран пуянланнă — Александр Харитонов фермер çĕрулми кăларакан комбайнпа пулăшма хăй пырса çитнĕ. Унпа пĕрле общество механизаторĕсем Сергей Григорьев, Федор Васильев тата Сергей Гордеев 2 копалкăпа тата комбайнпа «иккĕмĕш çăкăр» кăларатчĕç. Копалкăсем хыççăн таврари 7-8 ялтан пынă 60 ытла çын çĕрулми пуçтарать.
Канмалли кунсенче 90-100 çынна яхăнах хире тухать. Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансем, шкулта аслă классенче вĕренекенсем те пулăшаççĕ. Кăнтăрла вĕри апат çитерни, ĕç вĕçленсенех укçа пани хавхалантарать вĕсене.
Тулли сеткăсемпе тиеннĕ КамАЗ /водителĕ — Николай Дмитриев/ ана хĕррине çитрĕ. Кăвак сеткăсенче — шултри, хĕрлисенче — вăрлăхлăх уйăрни. Автомашина çул çине тухса çĕрулмине пушатма управ еннелле çул тытрĕ.
— Пĕр рейспа миçе тонна леçет? — кăсăклантăмăр эпир.
— 16-17-рен кая мар, — хуравларĕ Юрий Фадеев механик. Вăлах мана предприяти ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Арнольд Петров управляющи ăна хăйĕн вырăнне хăварнă.
— Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ хыççăн çеç кăларма тытăнтăмăр. Çу каçипех типĕ тăнăран çĕрулми çитĕнмерĕ. Кĕрхи çумăрсене пула кăна тухăç пысăкланчĕ, — терĕ Юрий Александрович. — Çынсем тăрăшаççĕ, ÿркенмеççĕ. Вĕсен хастарлăхне пула уйра пĕр касă та кăлармасăр юлмастех.
В.ГРИГОРЬЕВ.
В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас