Колонире - изолятор

5 Çу, 2015

Следстви изоляторĕсенче ристансем валли вырăн çителĕксĕрри паллă. Республикăра кăна мар, Раççейĕпех çапла. ФСИН управленийĕн Чăваш Енри юсанмалли 1-мĕш колонийĕнче следстви изоляторĕн режимĕпе ĕçлекен пÿлĕмсем уçни СИЗОсемпе çыхăннă çивĕчлĕхе чакарма май парать.

Кунта следстви изоляторĕнче мĕн пулмалла - пĕтĕмпех пур: дежурнăй чаç, медиксемпе оперсен, следовательсен пÿлĕмĕсем, камерăсем, карцерсем т.ыт.те. Преступлени тунă тесе шанмасăр тытса чарнисене, суд кĕтекенсене сăнамашкăн видеосистема вырнаçтарнă. Çак «изолятор» 55 çынна йышăнма пултарать.

Айăпланнисен общежитийĕ пулнă пÿлĕмсене юсама Раççей ФСИНĕ укçа уйăрнă, çавăн пекех колони хăй ĕçлесе илнĕ укçапа усă курнă.

Н.АНТИПОВ.