Колхоз председателĕ

18 Çĕртме, 2014

Ун пек ятлă-сумлă, унашкал канăçсăр çын пур-ши ял-йышра - пĕлместĕп. Чăн-чăн хуçа вăл: хăйне шанса панă çĕр çинче паян мĕн тумаллине те, ыран мĕн тăвасса та веçех курса тăрать. Ку çеç-и-ха! Тăвакан ĕçсене мĕнле те пулин лайăхрах, сахалтарах вăйпа, усăллăрах та пайталлăрах пурнăçлас пирки пуçа ватать. Илнĕ пайтана ăçта хывасси çинчен вĕçĕм шухăшлать.

Пин-пин ĕç колхозра. Вĕсене пурне те ял çынни хăйĕн аллипе тăвать. Паян та, ыран та, виçмине те. Колхоз председателĕн пурне те пуçра тытмалла. Хуçалăхра куллен вун-вун ыйтăва татса пама лекет: техника юсавлăхĕ, удобрени, клуб, лавккасен ĕçĕ, ял кĕтĕвĕ... Кашни колхозник хăйне кулленхи ĕçре те, килте те çын пек туйтăр тесен, ăна тивĕçлĕ те кирлĕ майсем туса памалла. Çурт-йĕр лартмалла, çулсем тумалла, çĕнĕ техника туянмалла.

Колхоз председательне ватти-вĕтти куçран пăхать. Ĕçкĕç мар-и, çемйи латлă-и, укçа шутлама пĕлет-и, ял-йышпа пĕр чĕлхеллĕ-и - ăна пур енлĕн хаклаççĕ. Килти хуçалăх ыйтăвĕпе те, нушапа та, канаш ыйтма та ун патне çÿреççĕ. Ахальтен турă питĕ çÿлте, патша - инçетре темеççĕ ĕнтĕ. Çемье çавăрмалла-и, уйрăлса тухмалла-и, çĕнĕ çурт лартмалла-и, ачасене ĕçе вырнаçтармалла-и е вĕренме ямалла-и, мĕн те пулин турттарса килме автомашина ыйтмалла-и - пур чухне те колхоз председателĕ кирлĕ. Пĕриншĕн вăл çав тери ырă та кăмăллă, теприншĕн унтан япăхрах çын та çук.

Колхоз председателĕ...

Ял хуçалăхĕнче унăнни пек йывăр ĕç пур-ши - пĕлместĕп. Колхоз председателĕ хăй утса çÿрекен çĕре пилĕк пÿрне пек пĕлсе тăрать. Çак çĕр çинче пĕтĕм пурнăç тытăнса тăрать-çке-ха. Ялсем, куçпа пăхса виçейми уйсем, вăрмансем, çырмасем, сад пахчи, кÿлĕ... Пуриншĕн те вăл яваплă. Хăйĕн тивĕçне ăнланни, анлă шухăшлав, пултарулăх, нумай енлĕ пĕлÿ, сăмах калас ăсталăх, ĕçе йĕркелеме, кадрсене суйласа илсе вырнаçтарма тата ертсе пыма пĕлни, юлашкинчен, пысăк культура - акă мĕнле пахалăхсем кирлĕ председателе. Çакă мĕн пур ĕçрен ывăнас мар тесен, мĕн тери хăватлă чĕре кирлĕ ăна.

 «Хам вăя шанатăп, апла çĕнтеретĕп...»

Василий Игнатьевич Дмитриев мĕн ачаран летчик пулма ĕмĕтленнĕ. Çураласса вăл 1934 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Шăхран ялĕнче çуралнă. Вăрçă ачи. Ялти пуçламăш шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ. 1953 çулта Комсомольскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Летчиксем çинчен мĕнле кăна кĕнеке вуламан-ши? Унăн юратнă геройĕсем - Чкалов, Гастелло, Кожедуб, Федот Орлов...

Çулталăк хушши Шупашкарти аэроклубра вĕренет. Унтан тепĕр çул çар летчикĕсен шкулĕнче пĕлÿ илет. 1956-1957 çулсенче Совет Çарĕнче пулать. Яла таврăнсан вăхăта сая яман, алла вĕренÿ кĕнеки тытнă: кунĕн-çĕрĕн вуланă, вăтам шкулта вĕреннине аса илнĕ. Чăн та, çав çулах Чăваш ял хуçалăх институтне агрономсене хатĕрлекен факультета вĕренме кĕнĕ.

Студент пурнăçĕ ăна пур енчен те килĕшет. Тăрăшса вĕренет.

Василий Игнатьевич аслă курссенче вĕреннĕ чухне практика вăхăтĕнче Канаш районĕнчи хуçалăхсенче уй-хирти тăпрана тĕпчет. Тĕлĕнмелле кăсăклă ĕç. Анчах çĕрсем ытла та чухăн - савăнтармаççĕ. Çак ыйтупах вăл диплом ĕçĕ çырать. Патшалăх комиссийĕ унăн ĕçне пысăка хурса хаклать, ăна почвоведени кафедринче ĕçлеме юлма сĕнеççĕ. Пулас агроном килĕшмест, тăван Комсомольски районне яма ыйтать.

Çапла Василий Игнатьевич пĕр çул хушши кунти «Дружба» хуçалăхра агрономра вăй хурать. Çак кĕске хушăрах вăл ял хуçалăх производствин паллă ăсчахĕ Сенат Аллиулович Аллиулов ертсе пынипе ăсталăх шкулĕ витĕр тухать. Унтан 1963 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа 1966 çулхи çĕртме уйăхĕччен Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ колхозра тĕп агрономра ĕçлет, çĕр ĕçĕнче хăйне кирлĕ опыт пухать. Ял хуçалăх ĕçне пĕлсе тата ăста йĕркеленине кура район пуçлăхĕсем ăна «Канаш» колхоз председателĕнче ĕçлеме сĕнеççĕ. 1966 çулта утă уйăхĕнче вăтăр икĕ çулти çамрăк агроном пысăк колхоз тилхепине алла илет.

«Канаш» колхоз ултă яла пĕрлештерсе тăрать: Мăкăр, Тури Юнтапа, Чакаç ?кашни ялĕ - уйрăм бригада%, çавăн пекех Кармами, Кипеч, Çĕнĕ Мами выççăлккисем ?виççĕшĕ - пĕр бригада%. Хуçалăха 3276 гектар çĕр çирĕплетсе панă.

Улмуççи сачĕ, çеремлĕ çырмасемпе варсем, лаштра йăмраллă ялсем çумĕпе авкаланса юхакан Кăвакалпа Утта юхан шывĕсем, Мăкăр разъезчĕ çывăхĕнчи чукун çул çинчи ĕлĕкхи кĕпер кунти тавралăха хăйне евĕр илем кÿреççĕ. Ытарайми пейзаж: чĕкеç вĕçет, çĕнĕ кун пуçланать, шăпчăк вĕçлет.

Чакаç тăрăхĕнчи çĕрсене нихçан та пулăхлă тесе шутламан. Кунта ытларах вăрман тăпри. Сухалакан çĕрсен 94 процентне эрози сиенлет. Нÿрĕк сахал ÿкет, çуллен шăрăх çанталăк тăрать.

Ахальтен мар Василий Игнатьевичпа Валентин Герасимович Федоров 1975 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче кăларнă «Земля и урожай» кĕнекине пĕтĕм çĕр-шывĕпе чапа тухнă Курган облаçĕнчи «Заветы Ильича» колхозри çĕр ĕç ăсти Т.С.Мальцев каланă сăмахсемпе уçаççĕ: «Куç умне тем чухлĕ тăваткал уйсемлĕ шахмат хăмине кăларса тăратăр-ха. Хăма умĕнче хире-хирĕç иккĕн лараççĕ: Этем тата Çут çанталăк.... Кунта та шурă фигурăсемпе яланах Çут çанталăк вылять. Унăн пĕрремĕш утăм тума ирĕк пур: вăл çуркунне пуçламăшне палăртать, шăрăх кунсем, сивĕсем, типĕ çилсем, çумăрсем ярса парать, тăм ÿкерет. Çак лару-тăрура выляса ярас мар тесен Çут çанталăк кирек мĕнле утăм тусан та Этемĕн тĕрĕс хуравлама пĕлмелле, çанталăк тыр-пула инкек-синкек кÿресрен çăлса хăвармалла».

«Канаш» колхоз нумай çул хушши районта вăтам хуçалăхсен шутĕнче пулнă. Патшалăха тырă, аш-какай тата ытти продукци сутмалли плансене тултарса пынă-ха. Анчах тĕш-тырă тухăçĕ гектартан 7-10 центнертан мала иртмен. Çакă 1967 çулччен тăсăлнă.

Унтан вара... Унтан - ÿсĕмсен çулĕ. «Хам вăя шанатăп, апла - çĕнтеретĕп», - тĕллев лартнă колхозăн çĕнĕ председателĕ. Çĕр ĕçĕнче çĕнĕ технологипе, çĕнĕ сортсемпе ĕçлеме пуçланă. 1967 çулта çĕр ĕçченĕсем кашни гектартан вăтамран 17,3 центнер, 1968 çулта - 20,8, 1970 çулта - 32,8, 1973 çулта - 32,6 центнер тырă туса илнĕ. Тĕш-тырă тухăçне ÿстернĕ май выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси те палăрмалла ÿснĕ. Уй-хире тислĕк ытларах та ытларах кăларма пуçлаççĕ.

Колхоз 1973 çулта усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 254 центнер сĕт, 169 центнер аш-какай туса илнĕ. Ку вăл, 1960 çулхипе танлаштарсан 3,3 тата 7,4 хут нумайрах пулнă. 1960 çулта кашни ĕнерен вăтамран 1263 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан, 1973 çулта 3438 килограмм сунă. Акă мĕнлерех сулмаклă утăмсем тунă «Канаш» колхоз! Вунă çул хушшинче вырăнти удобренисемпе усă курасси 7 хут ÿснĕ. 1965 çулта пĕр гектар çине вăтамран 0,9 т, 1966 çулта - 1,7 т, 1969 çулта - 3,5 т, 1970 çулта - 3,8 т, 1971 çулта - 5,3 т, 1972 çулта - 6,5 т, 1973 çулта 8 т тислĕк кăларнă.

Канашлă ĕç япăхмасть

Калас пулать, Василий Игнатьевич Дмитриев ĕçе пуçăнсан малтанхи кунсенчех хăй чăннипех те çĕнĕ шухăшлавлă çĕр хуçи, ăслă та пуçаруллă, анлă тавра курăмлă, çынсемпе тимлĕ, хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтакан ертÿçĕ пулнине кăтартса панă. «Çыннăн пĕр çăвар, икĕ хăлха. Çавăнпа унăн икĕ хут ытларах итлемелле», - теме юратнă вăл. Колхозри пусă çаврăнăшне тĕплĕн пăхса тухнă, çум курăкĕпе кĕрешмелли майсене палăртнă. Хуçалăх ĕçĕсене пĕтĕмпех правлени членĕсемпе ялти ватă çынсемпе канашласа, вĕсене тимлĕ итлесе туса пынă çĕнĕ председатель.

1966 çулхи ĕççи хыççăн çĕртмепе кĕр акине тĕплĕн хатĕрленсе ирттерме шухăшлать вăл. Тухăç мĕнле пуласси çĕре кăпкалатса хатĕрлессипе тачă çыхăннă. Кĕрхи çĕртме агротехникăра паллă вырăн йышăнать.

Тăваттăмĕш бригадăри пĕр уйра суха кассине хальчченхи пек 18-22 см тарăнăшне мар, 34-37 см тарăнăшне çитерме палăртаççĕ. Хăюллă утăм. Ялти ватăсем сухаланă ана çинче хĕрлĕ тăм сийĕсене тÿрех асăрхаççĕ, шăв-шав çĕклеççĕ. Василий Игнатьевич вĕсемпе тÿлеккĕн калаçать, пăрçапа çурхи тулă пуссисене те ĕлĕкхинчен тарăнрах сухаласси çинчен ăнлантарса парать.

Çуркунне çак ана çине кирлĕ чухлĕ удобрени кăларсан, сĕлĕ акаççĕ. Çăра шăтса тухать вăл, тип-тикĕс. Тунисен çÿллĕшĕ 125-140 см çитет. Вăрăм пучахĕсем шултра пĕрчĕсемпе тулаççĕ. Ялти ватăсемпе колхозниксем сĕлĕ пуссине пăхса шалт тĕлĕнеççĕ.

Суха кассине тарăнлатнă май çав çулхине гектартан 18 центнер сĕлĕ, 21 центнер урпа туса илеççĕ. Икĕ çултан ăна 38-43 см тарăнăшне çитереççĕ.

«В.И.Дмитриев ертсе пыракан «Канаш» колхоз пирĕн маяк, малта пыракансен опытне вĕренмелли шкул пулса тăчĕ, - çырать КПСС Канаш райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Е.В.Роштов «Земля и урожай» кĕнекен ум сăмахĕнче. - Çак колхоз опычĕпе ытти хуçалăхсенче анлăн усă кураççĕ. 1967 çултанпа кунта çуллен ял хуçалăхне ертсе пыракансемпе специалистсен семинарĕсене ирттеретпĕр. Иртнĕ çулсенче Канаш районĕнче тĕш-тырăпа ытти культурăсен тухăçне палăрмалла ÿстернинче çак колхозăн тÿпи питĕ пысăк.

Юлашки çулсенче хуçалăхра производствăна лайăх пĕлекен ăстасем ÿссе çитĕнчĕç. Кусем - тĕп агроном, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ Г.В.Ларионова, комплекслă бригадăсен бригадирĕсем Е.И.Ивановăпа С.И.Иванов, трактор бригадин бригадирĕ Н.З.Захаров, М.Я.Яковлева техник-осеменатор т.ыт.те».

Çитмĕлмĕш çулсенче кăна колхоз вăйĕпе çулталăкра 400 тонна сысна ашĕ хатĕрлекен комплекс, 200 тăваткал метрлă пурăнмалли çурт, 250 тата 200 вырăнлă икĕ Культура çурчĕ, 750 ĕне тытмалли комплекс тата ытти объектсем ĕçе кĕртнĕ. 1966-1976 çулсенче патшалăха тырă сутасси 6,4 хут, çĕр улми - 4 хут, пахча çимĕç 4,5 хут, сĕт - 3,5 хут, аш-какай 3 хут ÿснĕ. Колхозниксен ĕç укçи ÿссе пырать, пурнăçĕ лайăхланать. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн «Канаш» колхоз темиçе хутчен те РСФСР Министрĕсен Совечĕпе ВЦСПСăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне çĕнсе илнĕ, ăна КПСС Тĕп Комитечĕн, Аслă Канаш Президиумĕн, СССР Министрсен Совечĕн тата ВЦСПСăн Хисеп паллипе наградăланă.

Василий Игнатьевичăн кулленхи ĕçре çĕнсе илнĕ чыс-хисепĕ те пысăк. 1970 çулта ăна «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят тата «Ĕçри хастарлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медаль панă. 1974 çулта Ленин орденĕпе, 1976 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 1978 çулта Октябрьти Революци орденĕпе тата Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. 1977 çулта унăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. СССР Халăх хуçалăх выставкин ылтăн медалĕпе наградăланă. Икĕ суйлавра ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă.

Колхоз çитĕнĕвĕ ял-йышри кашни çыннăн кулленхи хастарлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе çыхăннă. Ĕç паттăрĕсен йышĕнче вун-вун хушамат. Кусем - Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем П.Н.Николаев, Г.П.Петров, А.Е.Архипов механизаторсем, ĕне фермин пуçлăхĕ И.Л.Львов, Е.П.Павлова доярка, «Хисеп Палли» орден кавалерĕсем сысна ферминче ĕçлекен Е.П.Павлова технологпа Ю.И.Чернова доярка. Çавăн пекех «Пысăк тухăçлă тĕш тырă культурисен ăсти» ята тивĕçнĕ выльăх апачĕ ÿстерекен механизациленĕ звенора ĕçлекен В.И.Иванов, М.И.Иванов, С.П.Прокопьев, П.Ф.Чернов, А.К.Кузьмин, П.Н.Селиванов, Г.Ф.Филиппов, А.К.Чернов...

1982 çулта та «Канаш» колхоз РСФСР Министрĕсен Совечĕпе ВЦСПСăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Пĕтĕм республикипе пĕртен-пĕрре чăвашла «Канаш» ятлă хуçалăх чапĕ инçете кайрĕ. Канашлă ĕç япăхмасть теççĕ çав. Пурăнать, тăрăшса ĕçлет колхоз ялпа-мирпе канашласа.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.