Колхоз хастарĕсем

1 Утă, 2014

Çак ÿкерчĕке 1964 çулта тырă пуçтарнă чух тунă. Сулахайри - Андрей Геращенко, 1922 çулта Брянск облаçĕнче çуралнăскер. Аслă вăрçăра нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Фронтра Шупашкар районĕнчи Сарапакасси ялĕн хĕрĕпе Иринăпа паллашнă. Çĕнтерÿпе таврăнсан вĕсем унта пурăннă. 1958-1967 çулсенче Андрей - "Звезда" колхоз механикĕ, каярахпа - Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕн автокрановщикĕ, чăпта çапакан предприяти водителĕ. Мăшăр çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем вĕренсе пурнăç çулĕ çине тăчĕç.

Тĕплĕнрех ыранхи «Хыпар» хаçатра

Рубрика: 

Новости по теме