- Чăвашла верси
- Русская версия
Клубсăр ял нуши, е
Ĕçлекенсене хавхалантарма пĕлменни çинчен
Ялта клубсăр кичем. Ĕлĕкех хурал пÿртне, ферма çуртне пухăнкаланă çынсем. Унтах пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленнĕ, кружоксем ĕçленĕ. Халĕ ял тăрăхĕсенче культурăпа кану центрĕсенче кăна пурнăç вĕресе тăрать, пĕчĕкрех клубсем аран-аран сывлаççĕ, майĕпен хупăнаççĕ. Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕнче те иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕннине çĕклеме ĕмĕтленсе клуба сÿтсе пăрахнă та палăртнине пурнăçа кĕртме халĕ те мехел çитереймен. Ку вырăна шкул картишĕ йышăнать, хитре чечексем ешереççĕ унта паян. Ял хастарĕсем клуб купалас ыйтупа çÿремен мар. «Сирĕн ялта шкул пур-иç», - хуравланă вĕсене влаçрисем. Çапла çав, пĕр пăсса тăкнă япалана çĕнĕрен чĕртсе тăратма йывăр. Пуçлăх та, самана та улшăнсан - пушшех те.
Чăнах та, яла культура выçлăхĕнчен шкул çăлса хăварнă. 1994 çултанпа кунта ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Тепловпа Александр Семенов йĕркеленĕ «Журавушка» ача-пăча юрăпа ташă ансамблĕ ĕçленĕ. Купăс калама кăна 25 ача çÿренĕ унта, юрлакан-ташлакан - татах та ытларах. Ял çыннисем Василий Григорьевич ачасемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пĕлнине палăртаççĕ. «Сасă хăпартса курман вăл, çавăнпа та ун патне вĕренекенсем хаваспах килетчĕç», - каласа кăтартаççĕ хĕрарăмсем. Каярахпа кунта культура училищинче пĕлÿ илнĕ çамрăк хореограф Наталия Ерзукова ĕçе çĕнĕ вăй-хăватпа пикеннĕ. Пурте тăрăшни «çимĕçне» панах - 1998 çулта Çатракассисем республикăри ялти шкулсенчен чи малтан «Ача-пăча тĕслĕх коллективĕ» ята тивĕçнĕ. Çавăнтанпа кашни çулах çамрăк артистсем кунта пултарулăха туптаççĕ, çĕнĕ программа хатĕрлесе тĕрлĕ шайри конкурссене, концертсене хутшăнаççĕ. Шупашкарта Муркаш районĕн кунĕ иртет-и, Акатуй-и - «Журавушка» халăха савăнтарма яланах хатĕр. Вĕсен репертуарне халăх юрри-ташшипе пĕрлех хальхи вăхăтрисем те пуянлатаççĕ. Çуллахи каникулччен коллектива 30 ытла арçын ачапа хĕр ача çÿренĕ. Шкулта çавăн пекех купăсçăсен кружокĕ, ташăçăсен виçĕ ушкăнĕ ĕçлеççĕ.
«Журавушка» ача-пăча юрăпа ташă тĕслĕх ансамблĕн ертÿçипе Александр Семеновпа Çатракассине командировкăна кайсан калаçма май килчĕ. Чÿречерен юрă кĕвви илтĕнетчĕ. Ăна хăех çырать, аранжировка та тăвать-мĕн. Кунсăр пуçне Кашмашри хора та ертсе пырать Александр Германович. «Журавушка» пирки сăмах тапратсан хăпартланса калаçнине сисмерĕм. Сăлтавĕ каярах уçăмланчĕ: иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ăна музыка вĕрентекенĕн çур ставкипе кăна хăварнă. Уроксем хыççăн юлса ачасен ушкăнĕпе ĕçлекенсене «кĕскетнĕ». Тĕслĕх ансамбль ертÿçĕсĕр тăрса юлнăпа танах-çке ку е çын кăмăл туртăмĕшĕн кăна ĕçлессе шанаççĕ-ши çÿлтисем? «Çакă Культура çулталăкĕнче пулса иртни уйрăмах пăшăрхантарать. Кăçал пире пушшех те хавхалантармалла, культурăна тулли вăй-хăватпа аталантарма пулăшмалла та... Капла вара пирĕн ĕç никама та кирлĕ мар пек пулса тухать-çке. Пуçлăхсем трибунăран калани пушă сăмах евĕрех илтĕнет халĕ маншăн. Баянсем те кивелчĕç, 20 çул вĕсемпе усă куратпăр ĕнтĕ. Музыка хатĕрĕсене çĕнетме те никамран та пулăшу кĕтсе илейместпĕр...» - уçăмлатрĕ Александр Семенов. Унăн чун ыратăвне чĕре çывăхнех илтĕм. Ĕçлекен çынна мĕншĕн хавхалантарма пĕлмеççĕ-ши пирĕн пуçлăхсем? Капла ансамбль саланса каясси те инçе мар-çке. Çамрăксем вăхăта юрă-ташăпа ирттернинчен пахараххи мĕн пултăр?
Ялта клуб çуккипе çамрăксем машинăпа тиенсех ташă каçĕсене ют çĕре каяççĕ, Ярапайне, Чуманкассине, Шупашкар районĕнчи Янăша та çитеççĕ. Йĕркеллĕ çÿресен юрĕччĕ-ха. Пилĕк çул каялла Шетмĕпуç çамрăкĕсем дискотекăран таврăннă чухне Çатракасси-Муркаш çулĕ çинче аварие лекнине, унта 3-н вилнине халăх асран кăларман-ха. Ачи-пăчи инкеке лекесрен кашни ашшĕ-амăшĕ пăшăрханать.
Çатракассинче юрлама юратакан çын сахал мар. Муркашри, Кашмашри культурăпа кану центрĕсене хора иленнисем пур. Александр Германович мăшăрне те, ялти ытти хĕрарăма та хăйĕн çăмăл машинипе илсе çÿрет. Анчах хăшĕ-пĕри: «Репетици ирттеретпĕр - концерта ниçта та тухса курмастпăр», - текелесе кăмăлсăрланать-мĕн, çавăнпа та хора килме те пăрахнă. Транспорт ыйтăвĕ çивĕч культура ĕçченĕсемшĕн. Ертÿçĕ ăна пур чухне те татса параймасть. Çынсем хăйсен кĕсйинчен тÿлесе çула тухнă тĕслĕх сахал-и? Вăт сана - Культура çулталăкĕ... Ялти клубсен нуши кама-тăр пăшăрхантарать-ши? Анчах кун пек чухне пуçлăхсем мĕн хуравлани паллă: «Укçа «çÿлтен» парасса кĕтсе лармалла мар, хăвăрăн ĕçлесе илмелле». Кивĕ купăс-баян тата клуб çукки çеç никама та кăсăклантармасть...
Комментари хушас