Клубра та йĕрке кирлĕ
7 Sep, 2015 | Культура

Тĕрĕслес тата методика пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе Куславкка район культура çурчĕн пуçлăхĕ Лариса Краснова клуб учрежденийĕсене çитсе килнĕ. Ĕç вырăнне таса тытманшăн Аманик клуб ĕçченне асăрхаттарнă. Елчĕкри культура çурчĕн вывескине çĕнетме сĕннĕ. Криуш тата Мăрсакасси ял клубĕсенче тасалăх хуçаланни, çĕнĕ стендсем çакни пуçлăхăн кăмăлне кайнă.