Клавди кинемей
Клавдия Ишукова хĕр чухнехи хушамачĕ — Федорова Шăмăршă районĕнчи Энтриел ялĕнче 1928 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă. Унăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕпе пĕр килнĕрен çăмăл пулман.
Тăван ялĕнче тăватă класлă шкула «5» паллăсемпе пĕтернĕ Клавдие малалла вĕренес туртăм Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хурăнвара илсе çитернĕ. Анчах ашшĕ темиçе уйăхранах çулĕ ытла инçе тесе хĕрне Шăмăршă шкулне куçарнă.
6-7 классенче Клавди лайăх ĕлкĕрсе пынине çирĕплетекен Мухтав хучĕсем паянхи кунччен упранса юлнă. Шел, малалла вĕреннĕшĕн тÿлеме пысăк çемьен кĕмĕл тивĕçмен, хĕрачан тухса çÿремешкĕн юрăхлă тум та пулман. Тăван ялĕнчи «Мотор» колхозра ĕçлеме пуçланă вăл, çулла — уй-хир бригадинче, тыр-пул пухса кĕртсен — вăрман каснă çĕрте.
«1944 çул. Çырла пиçнĕ вăхăт. Каçхине çамрăксене клуба пуçтарчĕç, калаçтарчĕç, çĕр выртма киле ямарĕç. Ирхине икшер килограмм ыраш валеçсе пачĕç те ушкăнĕпех Эйпеçе леçрĕç. Кучек патĕнчи арманта ыраша авăрттартăмăр. Çапла вăрман касса йывăç хатĕрлекен вырăна çитсе ĕçлеме пуçларăмăр. Куллен пĕр çыннăн 6 кубла метр хатĕрлемеллеччĕ. Плана яланах тултарнă. Хĕрсем йывăç каснă, каччăсем ăна лашапа шыв хĕррине турттарса, сулăсене çыхса юхтарса тăнă», — аса илÿ çăмхине сÿтет Клавди кинемей.
Мари Республикинче сухăр юхтарма каймашкăн бригада йĕркелесен Энтриелĕнчен çичĕ хĕрпе Виçпÿрт Шăмăршăри Михаил Ишуков унта ĕçлеме кăмăл тунă.
Сезонта 6 пин хыртан сухăр юхтарнă. Вăрманта пĕчченех тăрăшнă хĕр, ĕçе теплушкăпа çÿренĕ. Пĕррехинче юлса ĕçлемелле пулса тухнă. Пурăннă вырăна çитмешкĕн — 9 çухрăм. Рельс тăрăх чупаканскер сасартăк хирĕç кашкăр килнине асăрханă. Çухалса кайман: уçă сасăпа вăрмана янăраттарса хыттăн кăшкăрса янă. Тукмак хÿре пăрăнса йывăçсен хушшине кĕрсе çухалнă.
1954 çулхи нарăс уйăхĕнче Михаилпа Клавди çемье çавăрнă. Вербовкăпа малтан — Кургана, унтан Свердловска кайнă. Тепĕр икĕ çултан Мари тăрăхнех çаврăнса çитнĕ, сухăр юхтарнă çĕре вырнаçнă.
Анчах тăван ен хăй еннеллех туртнă. Виçĕ ачаллă Клавдипе Михаил Виçпÿрте таврăнса çурт-йĕр çавăрнă, «Правда» колхозра ĕçлеме пуçланă: арăмĕ — уй-хир бригадинче, упăшки – тимĕрçĕ лаççинче.
Ишуковсем виçĕ хĕрпе икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă.
Клавдия Ефремовна – Владимир Бараев-Сĕркке поэтăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ. Сăвăç ашшĕпе Клавдин амăшĕ — пĕртăвансем. Вăл парнеленĕ «Али-паттăр» поэмăна Клавди кинемей пăхмасăр вĕреннĕ, халĕ те унăн сыпăкĕсене каласа пама пултарать. Малалла вулас...
Л.ЕГОРОВА, Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ.
Комментари хушас