«Кивĕ Улхашра пултăр. Килес çул Аслă Нагаткинăра кĕтетпĕр!»

Иртнĕ эрнекун Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен пĕрлĕхĕн сумлă ушкăнĕ Ульяновск облаçĕнче чăвашсем йышлă пурăнакан Чăнлă районĕнче пулчĕç.

700 киллĕ Кивĕ Улхашри вăтам шкулта Чăваш литературипе культурин кунĕ иртрĕ. Ăна И.Я.Яковлев çуралнăранпа — 170,Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçнăранпа — 150, «Шевле» литпĕрлешÿ 20 çул çитнине халалларĕç.
Çав кун тачка пĕлĕтсем Шупашкара хупăрласа илнĕччĕ. Кăмăлсене пусарса вĕтĕ çумăр пĕр чарăнми вĕтĕртететчĕ. Прозаиксемпе поэтсем — Г.Макисмов, А.Кибеч, Л.Филиппова, Л.Сачкова, Р.Воробьева, Наци библиотекин специалисчĕ О.Величко, эстрада юрăçи Р.Степанова — чăваш йăли-йĕркине çирĕп тытса пурăнакансем патне ырă туйăмпа çула тухнине Çÿлхуçа курса тăнăран-ши — хура пĕлĕтсем, кăнтăралла кайнăçемĕн, сирĕлме, сирĕлме тытăнчĕç. Шăмăршăран иртсен тÿпе янкăрах уçăлчĕ те Кивĕ Улхаш пире хĕвеллĕ куллипе çупăрларĕ.
Наци тум-юмĕ тăхăннă хĕрсемпе каччăсем, «Шевле» литпĕрлешÿ членĕсем, район администрацийĕн ертÿçисемпе специалисчĕсем, пуçтарăннă халăх çыравçăсене çăкăр- тăварпа, кăпăклă сăрапа, юрă юрласа кĕтсе илчĕç. Апла çеç те мар-ха, ташă ушкăнĕн хÿхĕм пикисем хăнасене ташă картине çавăтса кĕчĕç, çавăтăнса ташларĕç.
Ытарлă йышăну шкула кĕрсен малалла тăсăлчĕ. «Эпир, Улхаш чăвашĕсем, йăласене манмастпăр. Çул кĕскетсе килнисене кĕрекене лартатпăр», — тесе столовăйне илсе кĕчĕç. Унта-а — сĕтел урисем халь-халь авăнасла вун-вун тĕрлĕ апат-çимĕç. «Кивĕ Улхашсен ăш пиллĕхĕ ку енĕпе те тулса тăкăнасла тÿпеленнĕ вĕт-ха», — вĕлтĕртетрĕ пуçăмра шухăш. Тĕрлĕ регионта йышлă пурăнакансем Чăваш Енĕн хастар та пултаруллă арĕсемпе хĕрĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ тени пĕрре те ÿстерсе калани мар. Ара: «Кивĕ Улхаша пысăк ушкăнпа юлашки хут хăçан килнине те астумастпăр», — терĕç.
Тĕлпулу асра юлмалла тата усăллă пултăр тесе Чăнлă районĕн администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Наталья Краснова нумай тăрăшнине палăртас килет. Вăл çине тăнипе Кивĕ Улхаша районти сакăр чăваш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, библиотекăсемпе культура ĕçченĕсем, тавра пĕлÿçĕсем, «Шевле» литпĕрлешÿ пайташĕсем, Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен «Канаш» хаçат ĕçченĕсем пуçтарăннă.
Чăваш литературипе культурин кунĕ виçĕ сехет ытла тăсăлчĕ. Калаçăва сăвă-юрăпа çыхăнтарнăран вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки, прозаиксемпе поэтсем тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсене Раççейре çеç мар, тĕнче шайĕнче те хутшăннине, сумлă наградăсемпе таврăннине каласа кăтартрĕ. Писательсем ушкăнпа та, пĕчченшерĕн те вулакансемпе вун-вун тĕлпулу тăтăшах ирттернине пĕлтерчĕ. «Пархатарлă ку ĕçе пирĕн, тĕп союзăн пайташĕсем те — Валентина Тарават, Анатолий Юман, Елена Алексеева… Çавăн пекех «Шевле» литпĕрлешÿ членĕсем те — хастар хутшăнаççĕ. Паян та вĕсем кунта, пирĕнпе пĕрле», — терĕ тĕп союз председателĕ.
«Тăван Атăл» журнал редакторĕ, поэт, журналист Лидия Филиппова уйăхра пĕрре пичетленекен журналăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Унăн географийĕ çулсерен анлăланса пынине, ăна Раççейре алла яхăн регионта вуланине, вĕсенче çамрăк литераторсене тупса хайлавĕсене журналта кун çути панине пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах «Тăван Атăла» Чĕмпĕр облаçĕнче сахалтарах çырăнса илнĕшĕн пăшăрханнине палăртма манмарĕ.
Паянхи курнăçу хыççăн, «Тăван Атăл» Раççейри чи лайăх пилĕк наци журналĕсен йышне кĕнине пĕлтернине, чыслав Сочири медиафестивальте иртнине тăвăллăн алă çупса йышăнни-саламлани Чĕмпĕр тăрăхĕнче тираж ÿсессе, 100 экземпляра çитессе шанăç пур.
«Шевле» литпĕрлешÿ ертÿçи Николай Ларионов та, «Канаш» хаçат тĕп редакторĕ Елена Мустаева та çакăн пек тĕлпулусен кирлĕлĕхне, вĕсем чăвашлăха, чăваш чĕлхине упрама пулăшнине çирĕплетрĕç.
Çул кĕскетсе килнĕ çыравçăсем «Хăнана парнесĕр каймаççĕ» ăнлава та манмарĕç. Писательсем сăвă-юрă çеç мар, хăйсен кĕнекисене те парнелерĕç. Ку енĕпе Чăваш кĕнеке издательстви те, Чăваш наци библиотеки те айккинче юлмарĕç. Ольга Величко шкул библиотекисем валли — çыравçăсен, Чĕмпĕрсене тавра пĕлÿçĕсен вун-вун кĕнекине парнелерĕ. Уява хутшăннисем «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан «Тăван Атăл», «Самант», «Тетте» журналсемлĕ те пулчĕç. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Максим МАКСИМОВ. Чăнлă райадминистраци сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк. 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.