Кивĕ сăнÿкерчĕк пуянлăхĕ

«Çырнисенчен нимĕн те сăн- ÿкерчĕк тĕрĕслĕхĕпе танлашаймĕ», - тенĕ французсен философĕ Ролан Барт. Çак сăмахсен чăнлăхне паян кашниех туять пуль. Калав-юмах вуланă чухне те, истори кĕнекине тытсан та эпир тÿрех ÿкерчĕкне шыратпăр вĕт. Çаплах пирĕн асатте-асаннесен вăхăтĕнчи е унран та маларах тунă сăнÿкерчĕксем те питĕ нумай каласа параяççĕ.

Шăпах çакна тĕпе хурса Муркаш районĕнчи Юнкă шкулĕнчи 2-мĕш класра «Кивĕ сăнÿкерчĕк» темăпа класс сехечĕ иртрĕ. Елена Григорьевна Яндушкина вĕрентекен ачасене çавра сĕтел хушшине пуçтарчĕ те пĕрре пăхсан ахаль пек курăнакан кивĕ сăнÿкерчĕксене тимлĕрех сăнама хистерĕ. Класс ертÿçи палăртнă темăн пĕлтерĕшне анлăлатма, кашни сăнÿкерчĕк вăрттăнлăхне уçса пама тăрăшрĕ. Тин кăна хаваслăн ахăлтатса калаçакан ачасем те сасартăк тарăн шухăша путрĕç. Нас-тя Сидушкина кивĕ сăнÿкерчĕксем таса туйăмлă пулнине палăртрĕ. Ульяна Никольскаяна вара ĕлĕкхи çынсем мĕнле пурăнни яланах кă-сăклантарать. Вĕсен тумĕсене сăнаса хĕрача питĕ тĕлĕнчĕ.

- Вăрçă вăхăтĕнче тăшман самолечĕсем айăпсăр çынсене нумай пĕтернĕ. Кунта çав çулсенчи сăнÿкерчĕксем те пур. Эпир тылра ĕçлекенсене куратпăр. Çакă маншăн питĕ интереслĕ, - терĕ Кирилл Макаров.

Кирилл Шишкин вара ĕлĕкхи хĕрарăмсем шурă кĕпепе, шурă тутăрпа çÿренинчен тĕлĕнет, çапла тирпейлĕ çÿренĕшĕн вĕсене мухтать те.

Елена Григорьевна вĕренекенсен шухăшĕсемпе паллашсан питĕ кăмăллă пулчĕ. Эппин, вăл калас тени ачасем патне çитнех.

- Иртнĕ çулсенчи самантсене нумай чухне кĕнекесенчен кăна пĕлетпĕр, - тет Ирина Григорьевна. - Сăнÿкерчĕк вара çав вăхăта лайăхрах сăнлать, ун чухнехи йывăрлăхсене, тыткаларăшсене туллинрех уçса парать. Чăвашсем питĕ лăпкă, хитре, сăпайлă пулни унта тÿрех курăнать. Акă кунта çынсем йăлăмра ĕçленине кăтартнă. Акă тата çынсен сăнĕсенче вăрçă ахрăмĕ йĕрленнĕ. Çак сăнÿкерчĕксене пăхнă вăхăтра ачасен куçĕнче те хурлăх туйăмĕ сисĕнчĕ.

Иккĕмĕшсем çак япала малашнехи ăрусемшĕн мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланчĕç, кивĕ сăнÿкерчĕке яланах хисеплеме шантарчĕç.

Лариса ПЕТРОВА.

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.