Кивĕ çуртран хăтлине куçарма Чăваш Енрен вĕренесшĕн

28 Нарăс, 2017

Çĕршывăн Стройминĕ пирĕн республикăри çурт-йĕр тăвас опыта ырлать. Çакă Сочире ĕнерпе паян ĕçлекен Раççейри инвестици форумĕ вăхăтĕнче палăрнă.

Çĕршывăн строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ Андрей Чибис çынсене кивĕ тата ишĕлекен çуртран куçарас енĕпе çĕнĕ механизмсем шыранине палăртнă. Журналистсемпе калаçнă чух вăл территорие аталантарассипе лайăх опытлă регионсем пуррине асăннă. Ку енĕпе Чĕмпĕр облаçне тата пирĕн республикăна асăннă. Федераци министрĕн заместителĕ каланă тăрăх, çак субьектсенче çурт-йĕр тума уйăрнă лаптăка пĕтĕмĕшле аталантарассине аван йĕркеленĕ. "Муниципалитет мĕнпур территорие конкурса кăларса деволоперсем умне тĕрлĕ яваплăх кăларса тăратать", - тенĕ май вăл Чăваш Енĕн çак опычĕпе усă курма май пуррине палăртнă.

Комментари хушас