Китай культурипе кăсăкланакан нумайланать

16 Чÿк, 2018

Чÿк уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУра Китай культурин кунĕсем иртнĕ. Унта студентсемпе преподавательсем, шкул ачисемпе общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Уявра Хусан /Атăлçи/ федераци университечĕн Конфуци институчĕн ăсчахĕсем И Яньпинь, Ли Сыюань, институт секретарĕ Дмитрий Балакин пулнă.

Китай культура кунĕсене университет ректорĕ Владимир Иванов уçнă.

«Раççейпе Китай хутшăнăвĕ çулсерен çирĕпленет. Çакна пирĕн аслă шкул Гуйчжоури педагогика университечĕн тачă çыхăнса ĕçлени те çирĕплетет. Пирĕн студентсем Китая стажировкăна каяççĕ, эпир те иккĕмĕш çул хĕвел тухăç çĕршывĕн яшĕсемпе хĕрĕсене йышăнатпăр», — тенĕ вăл.

И Яньпинь Китай культура кунĕсене çитсе курнăшăн савăннă. «Эпир Яковлев музейĕнче пултăмăр. Китай чĕлхин центрне çитсен яшсемпе хĕрсем пирĕн культурăпа кăсăкланнине курса ĕнентĕмĕр. Ултă çул каялла сирĕн аслă шкулта 12 çын çеç Китай чĕлхине вĕренетчĕ, халĕ — 72», — тенĕ вăл. Мероприяти вăхăтĕнче халĕ Гуйчжоу педагогика университетĕнче вĕренекенсем видеосалам янă. И.Я.Яковлев ЧППУра стажировка тухакан Китай студенчĕсем вырăсла хăйсем пирки каласа кăтартнă, тăван чĕлхепе юрă юрланă. Ăсталăх класĕсем те мероприятие пуянлатнă. 

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас