Кирек мĕнле юрăра та манăн чун пур

2 Çурла, 2016

Германие фестивале каятăп. Хуллен ĕнĕрлесе пыратăп: «Зори в реки глядятся, мчится среди равнин, мимо могил солдатских поезд «Москва-Берлин». Вăрçă çулĕсемпе юрăпа... Тĕрĕсрех каласан, аттесен çулĕпе. Вĕсем Европăна фашизмран ирĕке кăларса винтовкăпа утнă, эпир вара фашизм пуçне çĕнĕрен ан çĕклетĕр тесе мир юррипе малалла каятпăр.

Çуркунне. Çынсем тырă акаççĕ. Поляксен çĕрĕсем, нимĕçсен уй-хирĕ витĕр тухатпăр. Симĕс çулçăсем кăларма ĕлкĕрнĕ йывăçсен айĕнче пилĕк вĕçлĕ çăлтăрлă палăксем мĕлтлетсе юлаççĕ. Тен, çавăнпа та пулĕ манăн вакунрисемпе пĕрле савăнас, хавасланас килмест. Чăваш халăхĕн виçĕ пин çурă ывăл-хĕрне «Берлина илнĕшĕн» медальпе наградăланă. Пулемет расчечĕн командирĕ Красноармейски районĕнчи аслă сержант В.В.Васильев тата саперсен взвочĕн командирĕ Муркаш районĕнчи А.И.Воробьев фашистсен йăвине штурмланăшăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне илме тивĕçлĕ пулнă... Мĕн чухлĕн выртса юлнă. Мускавран пуçласа Берлина çити çĕр çинче ентешĕмĕрсем 106 пин çын...

Трептов-парк. Гранит плитасем çинче — Иосиф Сталинăн сăмахĕнчен илнĕ йĕркесем. Мана тата Ярославльтен пынă юрăçа Анатолий Колбешина чечек кăшăлĕ хума шаннă. Пĕр самант шăп тăратпăр. Хамăрăн пултарулăх ушкăнĕн штабĕн пуçлăхĕпе Николай Семеновпа юнашар эпĕ. Нумай-нумай çул каялла хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă салтак Германие юрă штабĕн пуçлăхĕ пулса таврăнасса шухăшлама пултарнă-и? Тăшман тылне 28 хут разведкăна кайнă. 8 хут аманнă. Тен, унăн куçĕ умне çакăнса тăракан Зоя Космодемьянская тухать /унпа вăл партизансен отрядĕнче пулнă/. Партизан-разведчик куçĕнчен таса тумламсем юхса анаççĕ.

Концерт программинче 22 номер çеç пулчĕ. Эпĕ 16-мĕшĕ. Чăваш халăх юррисенчен кăшăл йĕркелерĕм. Юлашкинчен туй юрри юрларăм.

Берлин хули варринче илемлĕ те çÿллĕ çурт пур, вăл лайăххине, ыррине шанса пурăнма хавхалантарать. Кунта пирĕн пĕтĕм тĕнчери фестиваль уçăлчĕ. Эпĕ те салтак юррине шăрантартăм. Чăвашсем ăна вăрçа тухса кайнă чухне юрланă. «Националь цайтунг» хаçатра манăн сăнÿкерчĕкпе заметка пичетленчĕç.

Ир-ирех тăтăм. Берлин ыйхăран вăран­манччĕ-ха. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ. Хăна çуртĕнчен тухса 400 метр утрăм. Чăваш юррисене чикĕ леш енче пĕрре çеç мар юрларăм. Индирен пуçласа Америкăна çитиех. Ют çĕршывпа паллашма кирек мĕнле трамвайпа кайнинчен пуçлатăп. Килсе çитнĕ пĕрремĕш трамвая кĕтĕм те урам хыççăн урам хыçа хăвартăм. Акă Плетензее тĕрми пулнă вырăн. Пуç касмалли хатĕре Аслă француз революцийĕ вăхăтĕнче шухăшласа кăларнă. 1789 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Жозеф Игнаций Гильотен, Парижра тинтерех çеç суйланă депутат, Наци пухăвĕн трибуни çине хăпарнă та çапла пĕлтернĕ: «Манăн машина, хăспатинсем, сирĕн пуçăра куç хупса иличчен касса татать, эсир нимĕн те туймăр...» 1792-1795 çулсенчи диктатура вăхăтĕнче гильотина çинче 38000-43000 çын пуçне каснă. Çав йышра 41 ача пулнă... Ах... Мĕншĕн?! 1943 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнче Плетензее тĕрминче нимĕç фашисчĕсем Юлиус Фучика вĕлернĕ. Гильотина патне вăл юрласа пынă. 1944 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче çак гильотина Муса Джалиле пуçсăр хăварнă... 1956 çулта Муса Джалиле Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

Хăна çуртĕнче «Юрăпа вăрçă çулĕсем тăрăх» статья çыртăм. «Neuеs Dеutschland» редакцине кайса патăм. Статьяна пичетлерĕç. Редакци сотрудникĕсем мана Дрезденра концерт пынă вăхăтра шыраса тупрĕç, гонорар пачĕç. Çак укçапа эпĕ Германире Михаил Лермонтов сăввисен 5 томлă пуххине туянтăм.

Германири тĕрлĕ хулара тата хамăрăн Посольствăра чăваш юррисем шăрантартăм. Герлиц хули. Унта пирĕн концерт кăнтăрла иртрĕ, каçхине вакун юсакан завод рабочийĕсем хăнана чĕнчĕç. Парнесем пирки те каламалла пулĕ. Мана ывăспа хрусталь черккесем пачĕç. Питĕ аван! Шăпах кирлĕччĕ-ха. Хăнасем те, хуçисем те хĕрчĕç. Уяв кунĕсем-çке-ха. Нимĕçсем аптратма пуçларĕç: «Концерт! Концерт!» Кама кăларăн-ха? Оркестра-и? Ташăçсене-и? Режиссер сасси илтĕнсе кайрĕ: «Володя Чекушкин, сцена çине!» Сцена çине хăпаратăп, шалалла утатăп — хрусталь черккесене вырнаçтарса хурас тетĕп. Авари! Ÿкрĕм эпĕ... Чаршав хĕррипе чăлханса такăнтăм. Черккесем чăнкăртатса манпа сывпуллашрĕç. Мухтав Турра, çакна никам та курмарĕ. Халăх хĕрсе кайнă. Алă çупни, кăшкăрни илтĕнет: «Володя! Володя!» Ялав çинчен хывнă юрра нимĕçле юрлама пуçлатăп. Сăмахĕсене маннă. Ĕнĕрлекелетĕп: «М-м-м-м-м-м-м-м...» Сасса вăйлататăп, юрă зала çитрĕ пулĕ ĕнтĕ тетĕп. Ах, инкек! Сăмахĕсем ниепле те аса килмеççĕ. Никама систермелле мар сулахай ал тупанĕ çине пăхатăп. Унта нимĕç юррин тĕп çаврăмĕн малтанхи саспаллийĕсене паллă тунăччĕ. Тарланипе вĕсем курăнмаççĕ те. Парăнмалла-и? Çук! А-а-а-а-а-а-а-а...» тесе юрлатăп. Çаплипех аса килмеççĕ сăмахĕсем. Çапах та хăюлăхăм пĕтме памасть. «Эх, эсир, нимĕçсем, хăвăрăн юрра та пĕлместĕр. Пурне те пĕрле юрлама паçăрах систеретĕп вĕт!» Залĕпех юрласа ячĕç. Эпĕ те, хамăн хăтланусемпе кăмăллăскер, юрă шăрантаратăп.

Çынсем! Хăвăртан кулăр! Ку — чи лайăх эмел!

Германи посолĕн Эрнест-Йорг фон Штудницăн çырăвĕ аллăмра. Вăл çапла çырать: «Хисеплĕ Чекушкин хăспатин! Сирĕн юрăсене итлесе эсир текстсемпе кĕвĕсенчен мĕнлерех вăй-хал илнине, ăна хăвăра итлекенсене епле панине туятăн. Тĕрлĕ халăх çынни сирĕн кĕвве тăнлать, çапла майпа вăл чĕлхене çаврăнать». Паллах, посол ытлашшипех мухтать, çапах кирек мĕнле юрăра та манăн чунăм пур, ку тĕрĕсех. Германире те çаплах пулчĕ.

Владимир ЧЕКУШКИН

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.