Кирек хăш вăхăтра та «Трудра» йĕркеллĕ

28 Юпа, 2014

ЧР Ял хуçалăх министерствипе Патшалăх техника тĕрĕслевĕн инспекцийĕ йĕркеленипе республикăри аграрниксем Патăрьел районĕнчи «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕн машина-трактор паркĕнче пухăнчĕç. Кунта ял хуçалăх техникине хĕл каçарма лартассипе республика семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Ял-йыш шанăçне чĕрĕк ĕмĕр ытла пурнăçлакан Николай Михайлов ертÿçĕ çак енĕпе пухнă паха опычĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Чăваш Енри чылай хуçалăхра пулнă эпĕ, анчах кунти пек йĕркелĕхпе типтерлĕхе ас тумастăп. Кашни агрегата уратасем çине ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă. «Хир карапĕсем» - паянхи пурнăçа тивĕçтерекен йышшисем. Тыр-пул пухнă хыççăн вĕсене лайăх çуса тасатнă, пайĕсене сÿтсе склада хунă.

- Канашлу иртессе малтанах пĕлсе тăнăран Нăрваш Шăхальсем кăтартуллă йĕрке тунă тесе ан шухăшлăрах, - хăнасен умĕнче сăмах илчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов. - Хуçалăхăн техника паркне малтисен опытне саракан шкулпа танлаштарма пулать. Кирек хăш вăхăтра та кунта йĕрке хуçаланать.

ЯХПК ертÿçин сăмахĕ паркра та, канашлура та кĕске пулчĕ. Тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çитĕнĕвне вăл машина-трактор паркне паянхи вăхăт ыйтакан техникăпа тата технологипе пуянлатнипе сăлтавларĕ.

Районти АПК предприятийĕсем кăçал 50 млн ытла тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. Пусран тенкĕ тума пĕлекен хуçалăхăн машина-трактор паркĕнче те чылай вăл. Çакна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пайăррăн палăртрĕ.

- Паянхи семинара Патăрьел çĕрĕ çинче ăнсăртран ирттерместпĕр, - терĕ Сергей Владимирович. - «Труд» хăйĕн ятне тÿрре кăларать. Кунти çĕр ĕçченĕсем малтисен опытне, çĕнĕлĕхне çул параççĕ. Нăрваш Шăхальсен техники мĕншĕн тухăçлă ĕçлет? Шанчăклă алăсенче пулнăран, ял хуçалăх машинисен ĕмĕрне тăсас ĕçре ăсталăх пухнăран. Хĕллехи управа лартнă мĕн пур техника патшалăх стандартне тивĕçтерет.

Патшалăхăн техника тĕрĕслевĕн республикăри инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев каланă тăрăх - юпа уйăхĕнче ЧР АПК предприятийĕсенче ял хуçалăх техникине хĕллене хатĕрлессине тĕрĕслес тĕллевпе смотр-конкурс иртнĕ, чылай çитменлĕх тупса палăртнă. Республикăри çĕнтерÿçĕ хуçалăха аграрисен уявĕнче чыслĕç.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.