Кире пуканне чечек çыххи евĕр тыттарнă

13 Ака, 2017

16 килограмлă кире пуканне хăрах алăпа вăл 100-тен кая мар çĕклет, тепринпе те çавнашкалах. Пĕлтĕр Августина Павлова Барнаулта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче хăйĕн виçе категорийĕнче 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ: 12 килограмлă кире пуканне 235 хутчен йăтса çĕршыв рекордне çĕнетнĕ. Ун чухне хĕр 9-мĕш класра вĕреннĕ. Кăçалхи ака уйăхĕн пуçламăшĕ те уншăн уйрăмах палăрса юлчĕ: вăл РФ спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ: 24 килограмлă кире пуканне икĕ алăпа харăс сулса 80 хутчен йăтрĕ.

Спортсменкăн пӳлĕмĕ патша хĕрĕннинчен пĕртте кая мар: йăлтах юмахри пек илемлетнĕ. Августина тĕлĕнмелле япаласем ăсталама юратать. Сăмахран, люстрăна — çипрен, камин евĕр курăнакан çӳлĕке — пенопластран, типĕ туратран — икебана тата тем те пĕр. Чи курăмлă вырăнта — спортра çитĕнӳ туса çĕнсе илнĕ медальсемпе кубоксем тата, паллах, 16 пăт таякан 2 кире пуканĕ.

Августина Павлова Йĕпреç районĕнчи Пучинкере çуралса ӳснĕ, унтах шкула çӳренĕ. Тăватă çул аялла вăл пиччĕшĕ патне Шупашкара куçса килнĕ, халĕ хулари 27-мĕш шкулта вĕренет.

12-ре чухне Августинăна аппăшĕ Джанита хăйĕнпе пĕрле спортзала илсе кайнă: асли тренировка ирттернĕ, кĕçĕнни пăхса ларнă. Çавăн чухне ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров Августина патне пынă та кире пуканне, чечек çыххи евĕр, тыттарнă. «Эсĕ те аппупа пĕрле çӳреме пуçла», — сĕннĕ вăл. Çакна хĕрача пачах кĕтмен, вăл хирĕçленĕ. «Эпĕ сана виçмине кĕтетĕп», — çине тăнă тренер. Вăл Августинăра спортсмен характерне, вăй-хал çирĕплĕхне тӳрех асăрханă-тăр. Анчах хĕрача чĕннĕ кун мар, тепĕр эрнерен çитнĕ. «Тен, манран мĕн те пулин «пиçĕ», — иккĕленнĕ вăл. Тренер кăмăллă кĕтсе илни кун сиктерсе спортзала çӳреме хистенĕ. Пĕр-икĕ эрнеренех ăна республикăри ăмăртăва илсе кайнă. Тӳрех 1-мĕш вырăн çĕнсе илни, парнепе, кубокпа таврăнни хавхалану çуратнă.

Августинăна тĕслĕх кăтартаканĕ — аппăшĕ Джанита. Вăл Европа чемпионĕ ятне икĕ хутчен çĕнсе илнĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ. Хăй вăхăтĕнче, 13-ре чухне, ăна тăван ялĕнчи шкулта Михаил Петров тренер тимĕр вăййипе туслаштарнă. Кайран та, ӳссе çитсен те, спорта пăрахман вăл, çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ туса Чăваш Ен чысне хӳтĕленĕ. Пĕр ăмăртура вара Джанита Павлова пулас упăшкипе, çар çыннипе, хăйĕн пекех кире пуканĕ йăтса чапа тухнă Олег Щербинпа паллашнă. Чемпионсен çемйи Самарăра пурăнать.

Августина кун сиктерсе тренировкăна çӳрет, ытти кунсенче — чупать. Чун киленĕçне çаврăннă, хăнăхнă йăларан вăл писесшĕн мар. «Хĕрачана çавнашкал йывăрăшсем йăтни мĕн тума кирлĕ?» — тĕлĕнет хăшĕ-пĕри. «Паллах кирлĕ», — хуравлать спортсменка. Вăйлă пулни кама чăрмантартăр? Хĕрупраç хăйне хӳтĕлеме пултарни те аван вĕт. Çирĕп аллипе вăл яшсене те ним те мар çавăрса çапĕ, маххă памĕ! Ку таранччен вăя унашкал майпа тĕрĕслемелли лару-тăру пулман, каччăсем те унпа урлă-пирлĕ калаçма шикленеççĕ.

Шкулти предметсенчен хĕр биологие ытларах килĕштерет. Уншăн этем организмĕ мĕнрен тăни, шалта мĕн пулса иртни йăлтах кăсăклă. Спортсменăн мĕнле апат çимелле, тĕртĕмсене çирĕплетме мĕнле микроэлементсем кирлĕ сăмахран? Ыйтусен хуравĕ урокра тимлĕ итлесен тупăнатех.

Мĕн ачаран юлхавланма хăнăхман пике вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать. Куна вăл физзарядкăран пуçлать. Шкула кайиччен килти тивĕçĕсене пурнăçлама ĕлкĕрет: пиччĕшĕн ачисене шкула, садике кайма пуçтарăнма пулăшать.

Çирĕп кăмăллă та тăрăшуллă хĕрĕн малашлăхĕ çутă пуласса иккĕленместĕп. Спорт ăна тӳрĕ çултан пăрмастех.

Алина ТИМОФЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.