Кира Езех - чăваш хĕрĕ

8 Нарăс, 2014

Керлингпа кăсăкланакансем Раççей хĕрĕсен командин йышĕнче илемлĕ те хура сăнлă мулаткăна сăнанах пулĕ. Мускав пикине Нкеирука Езех тесе чĕнеççĕ, тăванĕсемпе юлташĕсемшĕн - Кира. Вăл чăваш хĕрĕпе негр каччин юратăвĕн çимĕçĕ.

Унăн амăшĕ - Чăваш Енрен, Етĕрне районĕнчи Тури Ачакран. 30 çул каялла вăл Мускаври пĕр техникумра вĕреннĕ чухне М.Ломоносов ячĕллĕ университетра пĕлÿ илекен Нигери çыннипе паллашать, каярах вĕсен хĕр çуралать. Ăна Нкеирука ят параççĕ, хамăрла вăл Шанăçпи тенине пĕлтерет. Анчах ачи çулталăк çурăра чухне ашшĕ тăван çĕр-шывне тухса каять, çавăнтанпа вĕсен çыхăну татăлать.

Кира Езех - спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Олимп резервĕсен ятарлă «Москвич» спорт шкулĕнче О.Андрианова тренер патĕнче ăсталăхне туптать. Вăл - çĕр-шыв чемпионки /11 хут!/, Европа чемпионки /2006, 2012/, Пĕтĕм тĕнче Универсиадин призерĕ /2007, 2009/. Олимп вăййисене виçĕ хут хутшăннăскер кăçал Сочири Олимпиадăна парăнтарасшăн.


А. МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.