- Чăвашла верси
- Русская версия
Кипкепе çуралнă тăххăрмĕш пепке
1924 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ишлей /халĕ Шупашкар/ районĕнчи Кăрмăш ялĕнче пурăнакан Тихоновсен çемйинче тăххăрмĕш ача çуралнă. «Таиç ят хурар-и?» — ачисемпе канашланă йышлă çемье ăшшин управçи Анна Ильинична. Чăваш йăлипе тăван-пĕтенĕ вăрăм та телейлĕ ĕмĕр пилленĕ «çĕнĕ кайăка». Ун чухне пĕчĕк хĕре пурнăçра мĕнле тĕрĕслевсем кĕтнине никам та тĕшмĕртмен паллах. Вăл 13 çултах çурма тăлăх юласса та, çап-çамрăкскер вăрçă çулăмĕ витĕр тухса киле тĕрĕс-тĕкел таврăнасса та… Ĕнер вара 96 çул тултарнă ятпа саламланă май чи çывăх çыннисем Таисия Федоровна чăннипех кипкепе çуралнине палăртмасăр чăтаймарĕç.
«Пиччесем кам патне çыру çырĕç?»
— Ачалăх çăмăл килмерĕ паллах. Аслисемпе тан уйра тăрмашни, тырă вырни куç умĕнчех. Шкула кайиччен чăпта çапма ирех тăраттăмăр. «Шурăмпуç çутални курăнать — вăранăр ĕнтĕ», — атте ирсерен хыпалантаратчĕ. Анне чылай вăхăт чирлесе пурăннă хыççăн хĕне кайрĕ. Вăл пирĕнтен уйрăлнă чухне 13-реччĕ эпĕ. Ун чухне аслă пичче Матви авланнăччĕ, вĕсем инкепе çĕнĕ çурта куçма хатĕрленетчĕç. Унăн мăшăрĕ Юля тăлăх хĕрччĕ. Виличчен анне вĕсене мана та хăйсемпе пĕрле пурăнтарма каласа хăварчĕ. «Аçу урăх хĕрарăм илсе килĕ те — кĕçĕннине Таиçе кунта ырă пурнăç кĕтмĕ», — пăшăрханатчĕ вăл. Çапла малалла пиччен çемйинче çитĕнтĕм. Вĕсен ачисене пăхаттăм, — утса тухнă анлă сукмака тишкерме ыйтсан калаçăва пуçларĕ вăрçă ветеранĕ.
Çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Таисия Тихонова саккăрмĕшне Ишлее çÿреме тытăннă. Анчах пурнăç йывăрлăхĕсене кура ашшĕ ăна ĕçе вырнаçма сĕннĕ. Çапла хĕрача Ишлейри çыхăну кантурне телефонисткăна вĕренме пырса кĕнĕ. Часах Морзе азбукине те алла илнĕ. Хăйне çак тĕлĕнмелле вăрттăн чĕлхе хăçан, мĕн тума кирлĕ пуласса чухламан-ха хĕр.
уласса чухламан-ха хĕр. Çăкăр çимелĕх ĕçлесе илме тытăнтăм кăна — вăрçă тухрĕ. Инке сухари типĕтсе пачĕ, Матвипе Ваçли пиччесене фронта ăсатрăмăр. Тÿрех каласа хăварам: иккĕшĕ те вăрçăран таврăнчĕç. Матвин, бомба çурăлнă çĕре лекнĕскерĕн, хăрах алли хул кăкĕнченех татăлнăччĕ. Ваçлипе иксĕмĕрĕн пĕр çĕртех — Беларуç 3-мĕш фронтĕнче — тăшмана хирĕç çапăçма тиврĕ. Вăрçă пуçланнă чухне çул çитмен çамрăк шутĕнчи Иванăн та часах çапăçу хирне кайма вăхăт çитрĕ. Ун чухне аппасенчен пĕри Марье Хусанта пурăнатчĕ, эпĕ ун патне кайнăччĕ. Часрах яла çитмеллине пĕлсе васкаса тухрăм ун патĕнчен. Пуйăс Ишлейре чарăнса илессе пĕлнĕ Иван тусĕсемпе станцире мана кĕтсе ларнă иккен. Эпĕ анса юлтăм та разĕездран ял еннелле чупрăм. Иванпа тĕл пулаймарăмăр çапла. Вăрçăра хыпарсăр çухалнăскертен юлашки çыру 1943 çулта илтĕм. «Турци чиккинчен 3 çухрăмра эпир», — тесе çырнăччĕ кавалери ушкăнĕнчи тăванăм, — аса илет çывăх çыннисене тăхăр пĕр тăванран халĕ пĕчченех тăрса юлнăскер.
Фронта çыхăнуçăсем кирлине пĕлтернĕ, Чăваш Енрен те пĕр ушкăн ăсатма палăртнă.
— Хăвăн кăмăлупа вăрçа каяс килмест-и? — ыйтнă вун саккăрти Таиçрен пуçлăх.
— Ман виçĕ пичче фронтра. Эпĕ те çапăçу хирне тухса кайсан кам патне çыру çырĕç вĕсем? — хурав парас вырăнне каланă хĕр.
Апла пулин те часах çар комиссариатĕнчен йыхрав çитнĕ. 13 телефонисткăна — 11-шĕ Шупашкартан, 2-шĕ районсенчен — тĕп хула чукун çул вокзалĕнчен купăс каласаюрласах ăсатнă. Пысăк ушкăнра Таиçе телейлĕ çул пиллекен никам та пулман. Ишлей çумĕпе иртнĕ чухне пуйăс чÿречинчен аллипе сулнă хĕр — пурте ăна хăйне те хирĕç сулнă. Çапла ентешĕсем ырă сунса ăсатнине тинех туйнă.
Нимĕç çĕрĕнчи сĕт курки
— Мускава çитиччен 20 километр маларах вырнаçнă Кратово станцийĕнче анса юлтăмăр. Çĕр пÿртсене вырнаçтарчĕç. Икĕ эрне пурăнтăмăр çапла. Шупашкартан пĕрле килнĕ хĕрсенчен уйăрчĕç. Эпĕ Смоленск облаçне каякан ушкăна лекрĕм. Днепр урлă кимĕсем çине ларса каçрăмăр. Лини çыхăнăвĕн 412-мĕш уйрăм батальонĕнче çыхăнуçă тивĕçĕсене пурнăçлама пуçларăм. «Кросс» аппаратпа уй-хирте дежурствăра икшерĕн тăраттăмăр. Тăтăшах куçса пыраттăмăр. Беларуçе, унтан Польшăна çитрĕмĕр. Малалла çул Германие выртрĕ. Тăшман тĕп «йăвине» çĕрле пырса кĕни асра. Старшина пире валли çимелли шырама кайрĕ. Икĕ хутлă, персе-ватса пĕтернĕ çурта вырнаçрăмăр. Килте карчăкпа старик анчах. Вĕсен ĕне пурччĕ. Куратăп — çилли тулли. Сума лартăм. Ăшă сĕте выçса çитнĕ салтаксем еплерех савăнса ĕçни куç умĕнчех, — куççулĕ капланнипе пĕр самантлăха Таисия Федоровнăн сасси çухалать.
1945 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕ… Çак куна нихăçан та манмĕ пĕр ĕмĕре яхăн хыçа хăварнă паттăр чăваш хĕрарăмĕ. Тая яланхиллех çыхăну аппарачĕ çумĕнче ларнă. Шăнкăрав çитнĕ те — лини тепĕр вĕçĕнче: «Вăрçă вĕçленнĕ! Çĕнтерÿ çитнĕ!» — тени илтĕннĕ. Пуçланнă вара шуйхану: кам савăнать, кам йĕрет… Берлинран 10 çухрăм ытларахра кăна пулнă вĕсен чаçĕ.
— Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пуçлăхсем — рота, чаç командирĕсем, штаб пуçлăхĕ, политçум — Рейхстаг çине ялав çĕкленĕ çĕре тухса кайрĕç. Çĕнтерĕве уявласа каялла таврăннă чухне вĕсем минăллă уй тĕлне лекнĕ. Çитеймерĕç, водительпе пĕрле пурте пĕтрĕç… — хаяр кунсем çывăхлатнă çынсен синкерлĕ шăпине те пуçран кăлараймасть ватă. Малалла вулас…
www.hypar.ru
Комментари хушас