Кинона халалланă уяв
Мускавра Нацисен çуртĕнче Чăваш Енре çуралса ÿснĕ актерсене, чăвашла ÿкернĕ илемлĕ тата документлă фильмсене халалланă уяв каçĕ иртрĕ. Мероприятие çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакан чăвашсен ентешлĕхĕн хастарĕсем йĕркеленĕ.
Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Шакин уява пухăннисене саламланă май чăваш халăхĕ Раççей ки-нематографĕн аталанăвне хывнă тÿпе пысăккине палăртнă. «XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсем — чăваш наци культури тата кинематографĕ тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа аталаннă тапхăр. И.Степанов- Кошкинский ертсе пынă ушкăн пысăк хавхаланупа ĕçленĕ, питĕ хăйнеевĕрлĕ фильмсем ÿкерме пултарнă», — тенĕ вăл.
Уяв каçĕ «Чăваш кинематографĕн историйĕ» фильмпа уçăлнă. 1928 çулта ÿкернĕ «Ял» фильма кăтартни пуриншĕн те пысăк кĕтменлĕх пулнă. Кинолента куракансен кăмăлне пăлхантарнă, актерсен ăсталăхĕ чăннипех те тĕлĕнтернĕ. «Çеçпĕл» кинофильмра ÿкерĕннĕ Владимир Бурмистров уява килнисене юрăпа савăнтарнă. Çавăн пекех вăл çак фильмра янăранă «Нимене» юрра та шăрантарнă. Паллă комдивăн Василий Чапаевăн мăнукĕ Татьяна Чапаева хăнасене хĕрĕ Алла ÿкернĕ «Пластика речи» фильмпа паллаштарнă. Тĕп роле унăн мăнукĕ Гриша калăпланă.