Килти выльăх - çĕнĕ фермăна

26 Çу, 2016

Канаш районĕнчи Энтриялĕнчи Викентий Егоров фермерăн çĕнĕ ĕне вити инçетренех курăнса ларать. Паянхи кун тĕлне шалти ĕçсене пурнăçламалли кăна юлнă: урай бетонламалла, выльăх тăракан вырăна резина кавир сармалла, витене шыв, çутă кĕртмелле. Пĕтĕмпе хуралтăра 50 пуçа яхăн мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалла.

Хальлĕхе вĕсен йышĕ пысăк мар, сăвакан тăватă ĕне, пăру-вăкăр килти хушма хуçалăхра тăрать. Тата ытларах усрас килнĕрен фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шухăшланă та Егоровсем. Ĕçе пуçăнакан фермерсене паракан патшалăх пулăшăвне илмешкĕн пĕлтĕр конкурса хутшăннă. Пирвайхи хутах ăнăçнă, гранта тивĕçнĕ. Тÿрех ĕçе пикеннĕ, çулталăкра таса уйра çĕнĕ, хăтлă ферма çĕкленнĕ. Кĕрхи сивĕсем пуçланиччен, хĕле кĕриччен Викентий Николаевич ăна выльăхпа тултарма тĕллев лартнă.

Ĕçчен, пултаруллă кăна мар, хăйне май кăсăклă çын теме пулать ăна. Шкул пĕтерсен каччă водителе вĕреннĕ. Кĕске вăхăт тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ, анчах пурнăçăн ытларах пайне килти хушма хуçалăхпа çыхăнтарнă. Выльăх йышлă усранă, халăхран туянса вăкăр самăртнă, пыл хурчĕ ĕрчетнĕ. Вĕсем паракан тупăшпа мăшăрĕпе ашшĕ-амăш килĕнчен уйрăлса тухса çĕнĕ çурт тунă, çĕр ĕçлеме пĕчĕккĕнех техника туяннă, хулара хваттерлĕ пулма та май тупнă.

Егоровсем уйрăмах мăйракаллă шултра выльăхпа туслă. Викентий Николаевич асăннă тăрăх - вĕсен хушма хуçалăхне çак таранччен чăх, сысна кĕмен. Çăмартана е лавккаран туянаççĕ, е ашшĕ-амăшĕнчен илеççĕ. Пĕр йышши выльăх усраса аталанни пĕлтерĕшлине палăртать фермер.

Мăшăрĕ Мария Николаевна та пĕрлешнĕренпех килти хушма хуçалăхран илекен тупăша пасарта вырнаçтарать,15 çул пыл сутать.

Ку таранччен предприятире е организацире ĕçлеме тăрăшманшăн пач та ÿкĕнмеççĕ. Паллах, Викентий Николаевича саккуна шута хуман çын тееймĕн. Тĕслĕхрен, 2002 çулта вĕр çĕнĕ трактор туянсан вăл ял халăхне çĕр сухалама, ытти ĕç тума нумай пулăшнă. Тупăша кăтартса налук органне деклараци тăратнă. Ферма хута кайсан малашне мăшăрĕ те фермер хуçалăхĕнче тăрăшĕ.

Егоровсем выльăх йышлă усранăран ăна сиплеме те, çĕр ĕçне те алă пÿрнисем пекех пĕлеççĕ темелле. Анчах кил хуçишĕн практика тени çителĕксĕр. 39 çулти арçын халĕ Чăваш ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтерет. Аслă ывăлĕ шкултан вĕренсе тухиччен ?17 çул тултарать% аслă пĕлÿ илсе ĕлкĕрет ашшĕ. Хĕрĕ 15 çулта, кĕçĕнни вара çиччĕре кăна-ха. Ашшĕпе амăшĕ унта е кунта кайсан килти мĕнпур ĕçе тăваççĕ, ĕне те сăваççĕ.

Вĕсем пĕчĕк чухне Мария Николаевна хăй те упăшкине пулăшма трактор рулĕ умне ларнă. Чылай ялта халĕ шанчăклă ĕçчен тупма йывăртараххине пытарма кирлĕ мар. Çĕнĕ техникăна пули-пулми çынна тыттарас килмест фермерăн.

Ютшăн мар, хăйсемшĕн тар тăкса тунă мулпа перекетлĕ усă курмаллине лайăх пĕлеççĕ Егоровсем. Ферма çĕклеме панă пулăшушăн патшалăха тав тăваççĕ, уншăн хĕпĕртеççĕ. Грант укçи витен пĕтĕмĕшле хакĕн пĕчĕк пайне кăна саплаштарать, анчах вăл çĕр ĕçченĕшĕн пурпĕр сисĕмлĕ.

Ирина НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.