Килти гамак
Кам ача чухне «штабик» туман, чуччупа ярăнман, «тарзанка» сикмен? Ачасемпе гамак ăсталаса пăхар-ха. Ăна пÿртрех çакма пулать, ачапчашăн чăн-чăн савăнăç пулĕ. Кунашкал гамака тем вăхăтран, йăлăхтарсан тейĕпĕр, пуçтарса хума та çăмăл.
Кивĕ çиттирен е пледран. Çитти хĕррине çирĕплетмешкĕн тепĕр хут пусма çĕлемелле те хĕррисенчен темиçе тĕлтен канра çирĕплетсе çĕлемелле. Çитти хĕррипе ункăсем çирĕплетсе тухма та пулать — хăвăра килĕшнĕ пек. Çирĕплетнĕ кантрасене икĕ енне те пĕрер тĕвĕ туса çыхатпăр та пăрăс çине çирĕплететпĕр. Гамака мачча каштинчен кăкарса хуратпăр.
Кăштах урăхларах меслетсемпе пĕчĕк ача валли те, пысăкраххисем валли те гамак хатĕрлеме пулать.
Комментари хушас