Килтен тухмасăр, меллĕ, хăвăрт

18 Çурла, 2014

«Интернетпа çыхăнма пултаракан кирек хăш гражданин та вăхăта ытлашши çухатмасăр тата пысăк пахалăхпа патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе туллин усă курма пултарать. www.gosuslugi.ru сайтра пĕр хутчен регистрациленсен портал сĕнекен мĕн пур пулăшăва, çав шутра РФ ШĔМĕнне те, туллин илме пулать. Килтен тухмасăр, меллĕ, хăвăрт», - терĕ патшалăх пулăшăвне электрон мелпе тивĕçтернине сăнаса тăракан ĕç ушкăнĕн ертÿçи, Чăваш Республикинчи ШĔМ штаб пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кушников брифинга пĕтĕмлетнĕ май.

Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерстви электрон мелпе патшалăхăн темиçе енлĕ пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Кăçалхи çичĕ уйăхра вăл е ку ыйтупа виç çĕр пин ытла заявлени йышăннă. Вĕсенчен 3029-шĕ электрон мелпе килнĕ. Иккĕмĕш меслетпе усă куракан сахаллине, анчах вăл çынсемшĕн меллĕрех пулнине палăртрĕ Андрей Николаевич: «ШĔМ сайтĕнчи ятарлă уйрăмра заявлени хучĕн, укçа тÿлемелли квитанцисен тĕслĕхĕсем те пур. Мĕнле документсем кирлине те пĕлтернĕ. Ыйтăва, сканерланă документсене электрон почтăпа ăсататăр. Заявленисене саккунпа палăртнă вăхăтра пăхса тухаççĕ. Çакăн пек меслетпех ыйтни хатĕррине пĕлтерсе сирĕн пата хурав килет».

Çын килтен тухмасăрах патшалăхăн пулăшăвĕпе усă курма пултарни чылай чăрмава сирет. Тĕслĕхрен, вăл е ку чиновник патне темиçе хут каймастăн, пÿлĕмĕн алăкĕ умĕнче черет кĕтсе вăхăта ирттерместĕн. Ун патне хатĕр хутсене илме çеç пыратăн. Полици ĕçченĕсем каланă тăрăх - çапла майпа коррупци çулне те пÿлме май килет. Электрон мел тата ытти нумай çăмăллăх парать.

РФ ШĔМ ÇÇХПИ Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Геннадий Чурбанов палăртнă тăрăх - инспекцин республикăри подразделенийĕсем электрон мелпе патшалăхăн виçĕ тĕрлĕ пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Вĕсем: автомототранспортсемпе прицепсене регистрацилени, пулас водительсене экзамен тыттарни тата удостоверени, административлă майпа йĕрке пăсни çинчен информаци пани.

Дежурнăй чаçсемпе те электрон майпа çыхăну йĕркелеме пулать. Хуласемпе районсенчи уйрăмсем çапла майпа преступленисем, йĕркене пăсни, саккуна пăхăнманни çинчен пĕлтернисене йышăнаççĕ. «2011 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче граждансен электрон ыйтăвĕсене пăхса тухса ĕçе кĕртекен «Раççей Федерацийĕн право хуралĕн порталĕ» информаци тытăмĕ вăя кĕчĕ, - терĕ Чăваш Ен ШĔМĕн оперативлă уйрăм пуçлăхĕ Анатолий Кондратьев. - Дежурнăй чаçсен сотрудникĕсен ĕç вырăнĕсене автоматизациленĕ. Вĕсем патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнчен килекен граждансен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен системăпа тÿрех çыхăнма пултараççĕ».

Çын судпа айăпланнине е айăпланманнине те Интернет урлă ыйтса пĕлме пулать. «Справкăна ШĔМĕн информаци центрĕ е гражданин пурăнакан вырăнти территори органĕ парать, - пĕлтерчĕ информаци центрĕн пуçлăхĕ Николай Гусев. - Паспорт тата унăн копийĕ кирлĕ. Ĕçе тÿлевсĕр, 30 кун хушшинче пурнăçлаççĕ». Чăваш Республикинчи ШĔМĕн информаци центрĕ çавăн пекех архив, политика репрессийĕсене лекнисен тĕлĕшпе справкăсем парать, апостиль лартать /саккун умĕнче явап тытнине е саккунпа урлă пулманнине çирĕплетекен пичет, вăл чикĕ леш енне каякансене е унтах тĕпленме хатĕрленекенсене кирлĕ/.

Николай Геннадьевич халăхра анлă сарăлман тепĕр ĕç çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Вăл - патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ. Федерацин 2008 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчи саккунĕпе килĕшÿллĕн Раççей гражданĕсем хăйсен ирĕкĕпе РФ ШĔМĕн район шайĕнчи территори органĕсенче пÿрне йĕррисене хăварма пултараççĕ. «Çак информаципе чи малтан çухалнă çынна шыранă чухне усă кураççĕ, - ăнлантарчĕ информаци центрĕн пуçлăхĕ. - Дактилоскопи регистрацийĕ уйрăмах тăн çухатакан граждансемшĕн кирлĕ япала. Тепĕр чухне ватăсем килтен тухса каяççĕ, каялла таврăнмалли çула ас тумаççĕ, хăйсем пирки те каласа кăтартма пултараймаççĕ. Пÿрне йĕррисем çухалнă çынна шыраса тупма питĕ пулăшаççĕ».

Патшалăх пулăшăвне электрон мелпе тивĕçтересси вăй илсе кăна пырать-ха. Çавна май йывăрлăх сахал маррине палăртрĕç йĕрке хуралçисем. Техника ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч. Территори органĕсенче тивĕçлĕ оборудовани çитмест. Кунсăр пуçне аслă ÿсĕмри çынсене хальхи йышши компьютер техникине алла илме пĕрре те çăмăл мар. Вăл е ку ыйтăва хатĕрлесе электрон почтăпа ăсатасси те кăткăс. Çавна май полицин районсенчи уйрăмĕсенче граждансене ку енĕпе май килнĕ таран пулăшма яланах хатĕррине палăртрĕç полици ĕçченĕсем.

Чăваш Республикинчи ШĔМ тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕсем пирки тĕплĕнрех министерствăн сайтĕнче /www21.mvd.ru/ вуласа пĕлме пулать.

В.БАГАДЕРОВА