Килĕшÿ спорта витĕм кÿрĕ

4 Раштав, 2014

Декабрĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей спорт министрĕпе Виталий Муткопа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕлпулура федерацин 2006-2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантармалли тĕллевлĕ программине пурнăçласа Чăваш Енре спорт объекчĕсем тăвассипе, çавăн пекех Шупашкарта 2015 çулта çăмăл атлетсен командисен VI Европа чемпионатне /суперлига/ ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев асăннă программăна пурнăçланă май Чăваш Енре спорт инфратытăмĕн строительствипе реконструкцине 5 млрд тенкĕ патнелле хывнине палăртнă, ку республикăра пурăнакансемшĕн спортăн тĕрлĕ енĕпе туслă пулмалли майсене анлăлатма пулăшать.

Халĕ Шупашкарта Пăр кермен строительствипе ĕçлеççĕ, унăн тытăмне нумай функциллĕ пăр арена, 7 пин куракана йышăнма пултаракан зал, тренировка арени тата ыттисем кĕреççĕ. 2011 çултанпа строительствăна 716,7 млн тенкĕ хывнă. Çав шутра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти программипе - 120 млн тенкĕ ытла, республика бюджетĕнчен - 226,5 млн, федераци бюджетĕнчен - 120 млн, бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен /Газпром укçи/ - 250 млн тенкĕ. Паянхи кун тĕлне объектра строительствăпа монтаж ĕçĕсене 80% яхăн пурнăçланă, ăна 2015 çулăн пĕрремĕш çурринче хута ярасшăн.

2015 çулта Маунтинбайк центрĕ те ĕçлесе каймалла. Унта пысăк велодром, 5-6 км тăршшĕ трасса, çуран çÿремелли зона, спортзал, икĕ бассейн, хăна çурчĕн комплексĕ тата ытти пулĕç. Шупашкарта çавăн пекех биатлон центрне те çине тăрсах реконструкцилеççĕ.

Юлашки çулсенче Чăваш Республики регион, Раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусене çÿллĕ шайра ирттерекен регион пулнине куç кĕрет çирĕплетрĕ. Çитес çулхи июнĕн 20-21-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă Европа чемпионатне çăмăл атлетсен Германири, Францири, Польшăри, Италири, ытти çĕршыври чи вăйлă 12 команди килмелле, хăнасен шучĕ те пысăк - 2 пин çын ытла. 2016 тата 2018 çулсенче вара Шупашкар хăвăрт утакансен командисен тĕнче чемпионатне йышăнĕ.

Виталий Муткопа Михаил Игнатьев Чăваш Республики тата РФ Спорт министерстви физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе алла-аллăн ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май ЧР Пуçлăхĕ республика федерацин Спорт министерствипе çирĕп çыхăну йĕркеленине палăртнă. Чăваш Енре çĕнĕ спорт объекчĕсем çĕкленеççĕ, шкулсен спортзалĕсене юсас, вĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерес, хевтесĕр çынсене спортпа туслашмалли условисем туса парас, урамсемпе картишсенче тренажер комплексĕсем вырнаçтарас тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Çакăн тĕп кăтартăвĕ - сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышĕ ÿсни. Калăпăр, 2009 çулта Чăваш Енре пурăнакансен 26% физкультурăпа тата спортпа туслă пулнă, кăçал çак кăтарту 36% çитнĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен Раççей регионĕсен хушшинче лидерсен шутĕнче.

Ю.ВОЛКОВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.