Килĕшĕвне тунă та...

Александр Степанович ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пÿлĕмĕнче — кăмăлсăрри куçкĕрет. Сăлтавĕ — Росреестр нумаях пулмасть ирттернĕ тĕрĕслев кăтартăвĕ.

— Кала-ха, мĕнле апла? — тарăхса ыйтать вăл пуçлăхран. — Эпир санпа çĕр лаптăкне эпĕ арендăна илесси çинчен калакан килĕшÿ турăмăр, ял тăрăхĕн шутне укçа хыврăм. Эпĕ çав лаптăка тасатрăм, йывăçсем лартрăм, хуралтă çĕклерĕм. Халь вара — тĕрĕслев! Росреестрăн çĕр инспекторĕ каланă тăрăх — эпир хатĕрленĕ документ ниме тăман хут кăна. Санăн манпа çакнашкал кĕске вăхăтлăха килĕшÿ тума юраман имĕш. Ку саккунсăр иккен...

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăй те ним калама аптрать. Çĕр лаптăкĕсемпе хуçаланмалли полномочисене вĕсене нумаях пулмасть кăна панă-ха — пĕтĕм вăрттăнлăха пĕлсе çитеймен.

Росреестрăн республикăри управленийĕнче вара патшалăхăн çĕр надзорĕн тивĕçне пурнăçланă май ял тăрăхĕсен администрацийĕсем граждансемпе çĕр лаптăкĕсене çулталăкран каярах вăхăтлăха арендăна пани çинчен килĕшÿсем тунине чылай тупса палăртни çинчен калаççĕ. Унашкал килĕшÿсене çĕр саккунĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелемелли аукционсене ирттермесĕрех, çавăн пекех çав лаптăксене кадастр енĕпе шута илмесĕрех тăваççĕ.

— Кунашкал килĕшÿсене легитимлă тесе хаклама пултараймастпăр, — ăнлантарать управленин патшалăх çĕр надзорĕн пуçлăхĕ Сергей Мулюков. — Эппин, граждансем çĕр лаптăкĕсемпе саккунсăр усă кураççĕ, вĕсен Раççей саккунĕсемпе çирĕплетнĕ право çук. Çакăн пек тĕслĕхсене Муркаш, Çĕрпÿ районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче тупса палăртрăмăр. Граждансем лаптăксене гараж, мунча е склад валли арендăна илеççĕ. Управлени вырăнти хăйтытăмлăхăн асăннă органĕсене тивĕçлĕ документсене çĕр саккунĕпе çураçтарма сĕнÿсем ярать.

Çийĕнчен Росреестр управленийĕнче асăрхаттараççĕ: РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 7.1 статйипе килĕшÿллĕн çĕрпе усă курмалли право çук пулсан граждансене административлă майпа 5 пин е ытларах тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ.

...Александр Степанович вара çĕр лаптăкне каялла тавăрса парас темен. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе пĕрле лаптăка кадастр енĕпе шута илнĕ, унтан аукцион урлă ăна 5 çуллăха арендăна илнĕ. Юрать-ха, çав лаптăка килĕштернĕ урăх çынсем тупăнман.

Н.СТЕПАНОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.