«Килех чун туртать, анчах...»

- Ывăлăм, пире Чăваш Республикине яраççĕ. Ăçтарах вырнаçнă-ши вăл, пĕлме тăрăш-ха, - тенĕ амăшĕ Украинăра юлнă аслă ывăлне шăнкăравласа. Кăштахран хурав илтнĕ:

- Таçта, кăнтăр енче.

Çĕр чăмăрĕ çинче Чăваш çĕршывĕ пуррине Елена Коваленко пĕлмен те. Вăрçăран тарса вăрăм çула тухнăскерĕн пĕртен-пĕр тĕллев - ачисене упраса хăварасси пулнă. Украинăрах юлнă аслă ывăлĕ аптрамĕ. 27 çулти йĕкĕт тахçанах уйрăм пурăнать. Çумрисем вара çунатланса кăна пыраççĕ: Настя - 16, Никитăпа Толя 13-14 çулсенче.

 

ŸССЕ ĔЛКĔРЕЙМЕН ЧĂХ-ЧĔП

Елена Коваленко Луганск облаçĕнчи Суходольск хулинче, уйрăм çуртра пурăннă. Мăшăрĕнчен вунă çул каяллах уйрăлнă. Иккĕмĕшле чĕр тавара вырнаçтарассипе ĕçленĕ. Анчах кивĕ хут, пластмасса, тимĕр-тăмăр сутса алла нумаях укçа кĕмен. Пурнăçа сыпăнтарса пыма алимент укçи пулăшнă. Кил хуçалăхĕ хула хĕрринче вырнаçнăран сысна, чăх-чĕп, качака усрама, теплицăра хăяр, помидор ÿстерме никам та чăрмантарман.

Малтанлăха Раççее август уйăхĕ çитмесĕр те каяс темен Елена. Ара, бройлерĕсем те пусмалăх ÿссе ĕлкĕреймен-çке, пахчине те тирпейлемелле. Ачисене кăшт маларах тăванĕсем патне Волгоград облаçне ăсатнăскер, лару-тăру кăшт та пулин лайăхланасса кĕтнĕ. Анчах снарядсем çывăхрах та çывăхрах çурăлма пуçланă. Юнашарсен çурчĕ çине бомба ÿксен, йывăр сурана пула кÿрши больницăрах çут тĕнчерен уйрăлсан шухăшĕ улшăннă. Счастье хулинче çынсене касса тухса кайнине пĕлĕшĕ пĕлтерсен текех самант та тытăнса тăрас темен. Ачисен велосипечĕпе пысăкрах чăхсене сутса çула тухмалăх укçа тупнă. Хуçалăхне ашшĕ-амăшне пăхса тăма хушса хăварнă.

- Нумайăн тухса кайрăр-и?

- Пире никам та пухман. Кам мĕнле пултарнă - çапла тухса кайнă. Июлĕн 20-мĕшĕнче эпĕ пĕчченех такси чĕнсе илтĕм. Таксистсем ополченецсемпе çыхăннине, вĕсем пире хÿтĕленине пĕлнĕ.

Чикĕ хĕррине çитсе Раççей çĕрĕ çине утăм ярса пуссанах хашах сывласа янăччĕ. Украинăран каякансене çул çинчех пере-пере пăрахнине унчченех илтнĕ, çавăнпа чикĕ хĕррине ырă-сывă çитни хăех телей пулнă. Ростов облаçĕнчи Донецкра палата хулинче пурăнтăмăр. Анчах унта та снарядсем çитме пуçларĕç...

 

КУРОРТ – ТРЕНККĂ - МĂН СĔНТĔР

... Чăваш çĕрĕ вĕçĕ-хĕррисĕр мĕлтлетсе иртекен хурăнсемпе, хырсемпе кĕтсе илнĕ. Атăл юхан-шывĕ - хăйне евĕр лăпкăлăх кÿнĕ. Малтанлăха «Чувашия - курорт» санаторие вырнаçтарнă вĕсене. Унта ыр çынсем пулăшнипе ачисене шкула хатĕрлеме тытăннă. Хĕле хирĕç ăшă япаласемсĕр юласран хăранăскерĕн шикленни кăлăхах пулнă. «Тăхăнса пĕтерейĕпĕр-ши ĕнтĕ», - тет вăл халĕ хăйне пулăшнă çынсене чунтан тав туса.

Каярах Коваленко çемйипе Муркаш районĕнчи Тренккă ялне çитсе тухнă. Суворовсен чаплă çуртĕнче пурне те вырăн çитнĕ. Паян кун та çавăнтах пурăнатчĕç пулĕ, анчах ачисене тĕрлĕ шкула ăсатма тивни амăшне хытах шухăшлаттарнă. Тренккăра 9 класс таран çеç вĕрентеççĕ. Арçын ачасем унти шкула çÿренĕ пулсан хĕр ача Мăн Сĕнтĕре утнă. Настьăна шкула кăларса ямассерен амăшĕн ăшĕ вăрканă. Шкул автобусĕнчен анса юлсан та хĕрĕн тата утмалла-çке. Хĕлле мĕнле çÿремелле? Мăн Сĕнтĕр шкулĕн директорĕпе учительсем те йывăрлăхран тухма майсем шыранă. Ялти чиркÿ настоятелĕ Игнатий атте ?Суранов% Украинăран тарса килнисене хваттере яма хирĕç пулманнине пĕлнĕ вĕсем. Çитменнине настоятелĕн хăйĕн те усрава илнĕ ывăлĕ Настьăпа пĕр класрах вĕреннĕ. Кассан - турпас, калаçсан сăмах пулать тенĕ. Виççĕмĕш эрне ĕнтĕ Коваленкосем Мăн Сĕнтĕрти чиркÿ çуртне килсе тĕпленни.

 

ЛĂПКĂЛĂХ, ТĂНĂÇЛĂХ

- Урăх ниçта та каяс килмест. Çав тери ырă кăмăллă, ăш пиллĕ çынсем пурăнаççĕ кунта. Александрпа Анна Суворовсене чĕререн тав. Мĕнле хĕрхенетчĕç. Вĕсен умĕнче ĕмĕр парăмра. Батюшка вара ?Игнатий аттене чунтан хисеплесе çапла чĕнеççĕ вĕсем% манăн мĕн пур йывăрлăха хăй çине илчĕ. Документсем хатĕрлесе çитерме кăна унпа Шупашкара миçе хут кайса килмерĕмĕр-ши? Пенси фондне, ачасен правине хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй патне, Хĕрарăмсен канашне, сывлăха сыхлас ĕçпе социаллă аталану министерствине ... Медкомисси витĕр тухма, ĕçе вырнаçма пулăшрĕ. Ачасемпе мĕнле лайăх вăл. Никита унран хăпма та пĕлмест. Хăйĕн хреснашшĕ те священник пулнăран-и пĕр вĕçĕмсĕр ыйту парать ăна. Лăпкăлăхпа тăнăçлăх хуçаланать кунта. Хамăн та тинех чун вырăнта.

Елена Анатольевнăн шыв юххи пек калаçăвне, кăлтăр-кăлтăр куллине итлеме çав тери кăмăллă. Чăвашсем темессерен хĕрĕх тăватă çулти хĕрарăмăн сăн-пичĕ хĕвел пек çуталса каять. Калаçса ларнă хушăрах сĕтел çине борщ лартса пачĕ. Украинла пĕçернĕскер, фасольпе. Çавăнтах винегрет, пулăпа пĕçернĕ çĕр улми лартрĕ. Пурне те тутанса пăхма сĕннипе пĕрлех эрнере пĕрре батюшка ывăлĕсене мунча кĕртнине, хĕрĕпе иккĕшĕ вара кÿршĕре çăвăннине пĕлтерет. Сăмах çине тенĕ пекех пÿрте пĕр кинемей кĕрсе тăчĕ. Мунча кĕме чĕнет. Паян ятарласа Украина хăнисем валли мунча хутса пултарнă-мĕн Екатерина Ильгечкина. Хальтерех пырăр-ха, тесе хăварчĕ вăл.

 

Чуна шуйхатас килмест

- Чăваш Енрех юлас килет, малалла сыпăнать калаçу. Питĕ хитре çут çанталăк кунта. Ура айĕнчех кăмпи те, сиплĕ курăкĕ те ÿсет. Пирĕн тăрăхра сар çип ути тупас тесен ай-ай мĕнлерех шырамалла. Йывăç çурт та маншăн питĕ хаклă, - тет вăл çуртăн пĕренисене сĕртĕнсе.

- Сирĕн хăвăрăн çурт мĕнрен вара?

- Пирĕн патра кирпĕчрен е шлакран хăпартнă çуртсем. Хамăрăн - шлакран. Йывăç пирĕншĕн темрен те хаклă.

- Тăвансем патне шăнкăравлатăр-и? Каялла чĕнмеççĕ-и?

- Атте-аннепе тăтăшах калаçатăп. Тăваттăмĕш уйăх ĕнтĕ вĕсене пенси тÿлемеççĕ. Юрать, унчченхи саппассем, чăххи-чĕппи, пахча çимĕçĕ пур. Чылайăшĕ каялла таврăннине, юхăннă çуртсене тирпейлеме пуçланине пĕлтереççĕ. Çапах та халĕ унта таврăнсан мĕнле пурăнмалла? Ĕç çук. Ачасене мĕн çитермелле? Паллах, чун килех туртать, анчах вăрçă чарăнман-çке. Пĕччен çеç пулнă пулсан ним те марччĕ. Ачасемшĕн хăратăп.

Новосветловкăра питĕ лайăх фермер çемйи пурăнатчĕ. Сĕнÿ-канаш ыйтма, сĕт-çу, выльăх апачĕ туянма ăçтан кăна пымастчĕç вĕсем патне. Хам та çÿренĕ. Сывах-ши вĕсем? Усал хыпар илтесрен шăнкăравламастăп. Унта пĕтĕмпех аркатнă терĕç. Телевизор та пăхмастăп. Чуна шуйхатас килмест. Каятăп, çаврăнса та пăхмастăп тесе тухса кайнăччĕ килтен. Кайран ялан макăраттăм, уйрăмах тăвансемпе калаçнă хыççăн. Халĕ лăпланса çитрĕм. Пурнăç малалла. Муркашри чăх-чĕп фабрикинче ĕçлеме пуçларăм.

 

«ЙĂНĂШПА ПЕНĔ»

Коваленкосен ачисем пĕрин хыççăн тепри шкултан килсе çитрĕç. Пÿрт самантрах тулса ларчĕ.

- «Пиллĕксем» илсе килтĕр пулĕ-ха, - тетĕп кĕçĕннине, Никитăна, тинкерсе.

- Паян «пиллĕк» илмелли уроксем пулмарĕç çав. Ĕнер вара илнĕччĕ, - тет вăл шавлăн кулса. - Геометрипе, алгебрăпа, чăваш чĕлхипе.

- Чăваш чĕлхипе те-и?

- Аха, мана тăван тăрăх çинчен калакан икĕ кĕнеке панă. Вуланă хыççăн мĕн ас туса юлнине вырăсла калатăп та «пиллĕк» лартса параççĕ.

Настя вара химипе «виççĕ» илнине пĕлтерет. Унтан шăтарасла куçран пăхать те: «Эпир кунта мĕн каласа панине кайран Украинăра пĕлмĕç-и» - тет.

- Пĕлсен мĕн пулать?

- Пÿрнепе тĕллесе кăтартĕç.

- Ан хăра, чăвашла çыратăп вĕт, никам та ăнланмĕ.

Хĕрача çавăнтах киле каяс килнине калать. «Пур пĕрех каятăп, каникул çывхарать, çавăн чухне каятăп та». Унтан вăл хăйсен урамне бомба ÿкнине, икĕ çын пурнăçĕ татăлнине, хăйсен чăх витине те снаряд ванчăкĕ лекнине, пĕр чăхĕ вилнине пĕлтерет. «Кассетăллă бомба», «град» йышши сăмахсене илтетĕп унран.

- Хăрушă пулсан та каяс тетĕн-и?

- Халĕ хăрушă мар. Ун чухне те пирĕн хула çине йăнăшпа çеç пенĕ. Вĕсем пирĕн хула ăçтине те пĕлмеççĕ.

- Вĕсем тесе камсене калатăн?

- Нацгвардисене ĕнтĕ. Ман юлташсем пурте тенĕ пекех таврăннă. Манăн та каялла таврăнас килет.

«Йăнăшпа çеç пенĕ» текен хĕрача хĕрхенÿ туйăмĕ çуратать. Нумаях пулмасть çеç интернетра йывăç çумне çыхнă ачана амăшĕ умĕнче чикнине, урам тăрăх çунакан йытă чупса çÿренине курса чĕлхесĕр пулса ларнăскер тин çеç тăна кĕрсе пырать темелле. Мĕн чухлĕн вĕсем, чунпа хуçăлса-аманса юлнисем.

Арçын ачасем кил çинчен калаçсах каймаççĕ. Игнатий аттене хупăрласа илнĕскерсем пĕр-пĕрне пÿлсех шкулта мĕн пулса иртнине каласа параççĕ. Путинăн çуралнă кунĕ пулнине, вăл 62 çул тултарнине пĕлтернĕ-мĕн учитель. Физкультура урокĕ те интереслĕ иртнĕ, çĕнĕ туссем тупăннă.

 

ПĔЧЧЕН МАР

Килтен икĕ сумкăпа тухса кайнă çемьене паян Мăн Сĕнтĕрте пурăнакансем май килнĕ таран пулăшаççĕ. Пĕри пыл çĕклесе килет, тепри ăшă япала сĕнет, виççĕмĕшĕ укçа хурса хăварать.

Малашлăхра мĕн кĕтмеллине пĕлмест Елена Коваленко, анчах пурте йĕркеллĕ пуласса шанать. Ура айĕнче вут çунмасть. Пĕччен мар вăл. Йĕри-тавра ăнланакан, пулăшас кăмăллă çынсем. Ĕç пур. Ачисем вĕренеççĕ, тутă. «Пурăнас, çĕр çинче ĕçлес туртăм пысăк. Пуçа усма юрамасть. Çакăн пек ыр çынсем хушшинче нăйкăшни вырăнсăр та. Хамран мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăп», - терĕ вăл манпа сывпуллашнă май.

Пÿртрен тухас умĕн телефон шăнкăравĕ янăраса кайрĕ. «Манса кайман-ха, часах, часах пыратăп»,- илтĕнчĕ Елена Анатольевнăн уçă сасси.

- Мунчана килессе кĕтсе ывăннă иккен,- вĕлтлетсе илчĕ пуçра. Чăваш çĕрĕнче телей туптăрах ĕнтĕ çак çемье.

 

Елена Николаева.

Елена Николаева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.