«Килех чун туртать, анчах...»

16 Юпа, 2014

- Ывăлăм, пире Чăваш Республикине яраççĕ. Ăçтарах вырнаçнă-ши вăл, пĕлме тăрăш-ха, - тенĕ амăшĕ Украинăра юлнă аслă ывăлне шăнкăравласа. Кăштахран хурав илтнĕ:

- Таçта, кăнтăр енче.

Çĕр чăмăрĕ çинче Чăваш çĕршывĕ пуррине Елена Коваленко пĕлмен те. Вăрçăран тарса вăрăм çула тухнăскерĕн пĕртен пĕр тĕллев - ачисене упраса хăварасси пулнă. Украинăрах юлнă аслă ывăлĕ аптрамĕ. 27 çулти йĕкĕт тахçанах уйрăм пурăнать. Çумрисем вара çунатланса кăна пыраççĕ: Настя - 16, Никитăпа Толя 13-14 çулсенче.

Тĕплĕнрех "Хресчен сасси" хаçатăн юпа уйăхĕн 17 - мĕшĕнче тухакан номерте.