Кил-çурт, хушма хуçалăх, 25 (1027) № 27.06.2019
* Чăх 18 çăмарта çине пусма ларнăччĕ. Пĕр эрнерен хайхи йăвара 23 çăмарта выртнине асăрхарăм. Пĕр чăххи, малтан çав йăвана çăмарта тăваканскер, унпа юнашар пырса ларса çăмарта тунине каярах асăрхарăм. Ăна уйăртăм-ха, анчах çăмартасем пăтранса пĕтрĕç. Каярах тунисем каярах тухаççĕ-çке. Нумай çăмартана йĕркеллĕ ăшăтса тăрайманнипе чылайăшĕ путланчĕ те. Çапла вара пĕр эрне ытларах чĕпĕ тухасси тăсăлчĕ, пурĕ 4 чĕпĕ çеç тухайрĕ, халĕ 1 çеç юлчĕ, унпа кăлăклатса çÿрет. Тепĕр чăх пусма ларасшăн кăлăклатать. Çăмартасене малтанхи тапхăртах чĕпĕллĕ пулнине тĕрĕслемелли меслет пирки çырса кăтартаймăр-ши?
* Нашатырь спирчĕ сăтăрçăсене пĕтерет
Комментари хушас